Асат хуçнă çын


Çĕр çинче лайăххнне кăна курса мар, усаллине те курса вĕренме пулать. Манпа вулакансем те килĕшеççĕ пуль тетĕп. Çавăнпа та эпĕ хам пурнăç çинчен çырса парас тетĕп. Эп çынсене мĕнле пурăнмалли, мĕнле пулмалли çинчен мар — çĕр çинче мĕнле пурăнмалла марри, мĕн тумалла марри çинчен, тепĕр майлă каласан, çĕр çинче хамнашкал — ман пек пулмалла марри çинчен çырса парасшăн... Кама та пулсан усси пурах пуль тетĕп. Хăш пĕрисем, чăнах та, ман пеккисем пур — ман пек пуласран вĕсем ачаранах сыхланма тытăнччăр...

Мана пĕчĕккĕлех асат хуçнă. Чăнах та, эпĕ ача чухнех питĕ хăрушă пулнă, ачасем манран эпĕ урама тухсанах тарса пытанса пĕтетчĕç. Ман вĕсемпе çав тери выляс килетчĕ... Эпĕ вĕсемпе пĕрре çеç выляса пăхассишĕнех çурăм çинчи хамăн пĕр курпун çумне тĕвен пек тата тепĕр курпун хушма та хатĕрччĕ... Ун чухне, чăнах та, эпĕ хамăн курпун çинчен шутламастăм та — курмастăм. Хама хам çынсенчен нимпе те катăк шутламастăм. Мана çынсем тĕллесе кăтартсан тин, «Курпун Курак» тесе ят кăларсан тин, эпĕ хамăн çурăм хыçĕнчи курпуна-чăнах та туя пуçларăм. Çапах та ним хăрушши те курмастăм. эпĕ унта... Кама чарать вăл? Кăштах пĕшкĕнсе çӳрени те — нимех те мар. Куçсем те ман малтан чиперехчĕ, анне каланă тăрăх хура шăрча пекчĕ.... Анчах кайран вĕсем хăрушланса кайрĕç... Тен, ман куçсене те асат хуçрĕ-ши? Е чуна асат хуçни куçсене куçрĕ-ши? Мана хăш чухне, чăнах та, хамăн чуна, чĕрене те, кăмала-юна та асат хуçнăн туйăна пуçларĕ. Ку вăл, тен, хамăн асат çинчен нумай шухăшланипе çапла пулчĕ пулĕ. Тĕрĕссипе уншăн та мар — çынсенчен катăк пулнăшăн, çав асап хуçнинчен ачасем хăраса манран тарни, мана яланах пур çĕре те пĕччен тăратса хăварни çапла чуна асат хуçрĕ пулĕ... Анчах ку кайрантарах пулчĕ-ха... Малтан эпĕ хама асат хуçнăшан савăнаттăм та. Мана çиччĕре асат хуçрĕ... Темĕнле чирлесе выртрăм эпĕ ун чухне. Унччен эпĕ питĕ хитре ача пулнă иккен. Манăн юлташсем те пурччĕ — икĕ ачаччĕ. Пĕри питĕ усалскерччĕ, мана вăл яланах чулпа перетчĕ, тепри — хĕрачаччĕ... Вăл яланах манпа вылятчĕ... Анчах манран вăл та хăрамасчĕ, ман вĕсене хамран хăратас килетчĕ. Хама асат хуçсан эпĕ çавăнпа пулĕ питĕ савăнса кайрăм, чиртен тăрсанах урама упаленсе тухрăм та — эпĕ пĕрре чышкă кăтартсанах, вĕсем тарса пытанчĕç. Тарса пытанни мана çав тери савăнтарса ячĕ... Сима та мана курсанах тарчĕ... Эпĕ алă çупсах юлтăм, чылайччен урамра упаленсе çӳрерĕм, ачасен ушкăнне упаленсе каятăп та — вĕсем чăл-пар кăна саланаççĕ, хăйсем нимĕн те чĕнмеççĕ... Ун чухне эпĕ вĕсем ман шăмшакран-кĕлеткерен хăраса тарнине пĕлместĕм-ха эпĕ, эпĕ хама чир хыççăн питĕ вăйланса, паттăрланса, илемленсе кайнă пек туяттăм — çавăнпа манран тараççĕ вĕсем теттĕм. Анне каласа панă юмахсенчи тĕрлĕ паттăр вырăнне туяттăм хама. Эпĕ пĕр уйăх пулĕ çапла пĕчченех ачасене шуйхатса çӳрерĕм.

Анчах яланах хăратни мана çырлахтарми пулчĕ. Манăн вĕсемпе выляс килетчĕ... Анчах эпĕ темĕнле сасăсем кăларса йынăшса вĕсем патне çывхарни те вĕсене чăл-пар çеç салататчĕ. Эпĕ пĕчченех вĕсем сикмелле вылянă вырăн çине пырса лараттăм, упаленсе вĕсем васканипе пăрахса хăварнă хитре кантăк ванчăкĕсем пуçтăраттăм.

Мана ку та йăлăхтарчĕ... Эпĕ пĕчченех вĕсем вылянă пек сиккелеме тытăнаттăм... Анчах ку та мана часах йăлăхтарчĕ, манăн чăтма çук вĕсемпе выляс килетчĕ... Эпĕ текех ĕнтĕ вĕсем манран хăранишĕн савăнма пăрахрăм — эпĕ чăтма çук тарăха пуçларăм... Малтан çилĕ куççулĕ юхса анатчĕ, тусан çине выртаттăм та ветĕ тусан икĕ çĕртен чусталансах сарăлса пыратчĕ... Мĕншĕн-ха манран тараççĕ вĕсем, ма хăраççĕ манран?..

Эпĕ хальхинче вĕсене тарăхнипе текех вĕсемпе выляма шутланипе тарăха пуçларăм... Курсанах хулă е чул йăтса хăвалама пуçларăм. Хăть пĕрне те пулин тивертсе ыраттарас, хамăн чун ыратнă пекех ыраттарса макăртас, хам пекех тарăхтарас килетчĕ... Анчах вĕсем хытă таратчĕç... Эпĕ хăваласан та çитейместтĕм... Эпĕ вара вăрттăн çĕре пĕр чĕрçи чул пухса кайса лараттăм та — пĕр-пĕр ача иртсе кайнине курсанах вăркăнтараттăм... Славикăн пуçне чулпа тивертсе шăтарсан — эпĕ хамăн çурăм çинче темĕнле курпун пуррине малтанхи хут туйрăм.

— Эй, Курпун Курак... Усал çури!.. — терĕ вăл мана тепĕр кунне пуçне çыхса лартнăскер аякран...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: