Юратсассăн
Эпир санпа утнă чух
Алла-аллăн тытăнса,
Туйăнать кĕскелнĕн çул,
Чĕре тапать савăнса.
Утса-чупса пынă чух
Такăнасси вăрах мар.
Юратсассăн икĕ чун —
Пултараймĕç уйрăлма.
Тытса илĕ алăран,
Пĕри такăнсан, тепри.
Тем чăтма та пултарать,
Юратсассăн, çын чĕри.
Чĕкеç йăва çавăрать —
Кăларасшăн чĕппине.
Каччă хĕре ал парать,
Палăртса хăй туйăмне.
Тапсан харăс, пĕр пулса,
Икĕ çыннăн чĕрисем,
Вĕсен тăрĕç çуталса
Куçĕсемпе пичĕсем.
Хĕвел анса каç пулсан,
Уйăх шăвать тӳпере.
Эпĕ инçете кайсан,
Тыт эс мана чĕрере.
Чунтан сана юратса,
Эпĕ сана манаймăп.
Чун-чĕрене çунтарса,
Сăнна асран яраймăп.
Кашни кун эс кĕт мана,
Тăр эп килессе шанса.
Пакăлти, усал çынна
Ан шан, усал каласан.
Эс мана аса илсен —
Сан çĕклентĕр кăмăлу.
Пĕр-пĕрне хисеплесен —
Йывăр пулмĕ уйрăлу.
Шухăшсем
Повысьте эффективность своего производс...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Повысьте эффективность своего производс...
Качественный асфальт выдерживает любые п...
Wanting to amplify your website r...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Attract additional leads for your chuvas...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Is your Chuvash website missing out on l...