Асамлă кайăк


Анюкпа Лисук ансăр сукмакпа пĕр-пĕрне така путеккисем пек тĕккелесе ял хапхи патне çитрĕç. Вĕсем паян ирех Улăп çырми текен вырăна хурăн çырли татма кайнă. Хĕр ачасем, ывăннине пĕлмесĕр, çырла сутма хатĕрленĕ пураксене йăтрĕç те ял хапхи умне тухса тăчĕç.

Ку хапхана Лисук «тӳлевсĕр лавкка» тет. Ара, кунта вĕсем мĕн кана çисе курмаççĕ: перемĕк, çуху, чăкăт, канихвет тата ытти тутлă апат çимĕç. Ачасем ял хапхинчен Çĕрпӳ пасарне каякан лавсене уçа кăларса яраççĕ. Ырă çынсем вĕсене пасартан килнĕ чух кучченеçсемпе хăналаса хăварççĕ. Паян вара, Анюкпа Лисук хăйсем те пасара çитсе килесшĕн. Çĕр çырлисене сутса перемĕк е канихвет туянсан аванччĕ, текен шухăшсемпе хĕр ачасем пĕр лава чарчĕç.

— Атя, хĕр пĕрчисем, уçăр хапхуна!

— Уçма уçăпăр-ха та, пĕр ыйту пурччĕ. Эсир пĕччен, тен пире те лартса кайăр?

— Атьăр, атьăр!

Хĕр ачасем хапхана уçрĕç те лав хапхаран тухса ĕлкĕрчĕ кăна, вĕсем йапăр-япăр лав çине сиксе те ларчĕç. Пасара каякан ытти лавсемпе танлаштарсан, ку лав пушах. Икĕ михĕ çеç тиенĕ. Ларма кивĕ тăлăп сарнă. Хĕр ачасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, пичĕсем çинче савăнăç кулли.

— Эп, Мирун пичче, Выçликассинчен. Эсир вара кам ачисем? Мĕн ятлă? Çĕрпӳ пасарне мĕн сутма, мĕн туянма каятăр?

— Эп- Лисук, Анаткасра пурăнатăп. Манăн анне Кĕтерин аппа, теççĕ ăна пурте, вăл библиотекăра ĕçлет. Атте, Капитун Харитонович — тимĕрçĕ. Ял хĕрринчи пĕрремĕш пӳртре пурăнатпăр, — терĕ имшертерех те хăюллăрах хĕр ача. Вăл хăюллă пулнипе ĕнтĕ, Анюка амăшĕ ялан: «Лисукпа тус-юлташлă пул», — тет. Хĕр ачасене ку çеç кирлĕ те: вĕсем аппăшĕпе йăмăкĕ пекех, ялан пĕрле.

— Эп Анюк, — терĕ те именчĕк хĕр ача, шăпланчĕ.

— Эпир Улăп çырминче çырла татрăмăр, халĕ вара, пасара кайса сутасшăн, укçипе пĕремĕк е пылакки илсен аванччĕ. Манăн тата çӳç турамалли хĕрлĕ тура туянас килет, йĕм-хĕрлĕ, Лешкассинчи Улькин пекки. Ăна Çимун тетĕшĕ, леш нимĕçсем пурăнакан, а-а Германии ятлăччĕ пулас, вăт çавăнтан илсе килсе панă. Ульки пурне те кăтартса çӳрет, вĕçкĕнет. Нивушлĕ кунта ун пек тура çук? Пур-ши? — пĕр чарăнмасăр пакăлтатрĕ Лисук. Хĕр ача каласа панине итлесе пыракан Мирун пичче: «Пур пуль, пур пуль,шыракан тупатех», — терĕ.

Лав Кĕтне шывĕ хĕррине çывхарать. Ларса пыракансем пĕр хушă шăпланчĕç. Вĕсем кунти те тетерлĕк, те урăх кайăк юррине итлесе киленчĕç. Ăнсăртран вăрăм хăмăшсем хушшинчен темле илемлĕ, тĕлĕнмелле хура-шурă кайăк вĕçсе тухрĕ те пĕлĕтелле ыткăнчĕ... Ун хыççăн, хăй пекех хура-шурă кайăк, вĕçрĕ.

— Ачасем, пăхăр, пĕр-пĕрне хăваласа вĕçеççĕ кайăксем, — терĕ Мирун пичи. Çунатлисем ăмартмалла вылянă пек, пĕр-пĕринчен шит те юлмаççĕ: пĕр кайăкĕ сылтăмалла — тепри те, леш сулахаялла кайсан — ку та. Пĕр виç çавра туса çаврăннă хыççăн кайăксем хăйсем тухнă çĕрелле вĕçсе анчĕç те куçран çухалчĕç.

— Мĕнле кайăксем пулчĕç вĕсем? — шăпрах ыйтрĕ Лисук.

— Ку вăл асамлă кайăк — тетерлĕк. Питĕ тĕлĕнмелле те ырă, ĕçчен те пархатарлă кайăк. Çак Кĕтне юхан шыв хĕрринчи шурлăхра вĕсем чылаййăн. Ку кайăк вара — Хуруп ятлă, эп хам çапла чĕнетĕп ăна. Вăл ман çăлăнăç, вăлах мана вилĕмрен çăлчĕ. Паян вара, Хуруп мана хăйĕн мăшăрĕпе паллаштарчĕ. Телейлĕ пулăр! Чĕппӳсемпе савăнăр! — терĕ Мирун пичче кайăксем вĕçсе аннă еннелле пăхса.

Хĕр ачасем Мирун пичче сăмахĕсене телĕнсе итлесе пычĕç. Лисук чăтаймарĕ:

— Мирун пичче, мĕнле-ха капла, çак пĕчĕк кайăк сире вилĕмрен çăлма пултарнă? Каласа парăр-ха, парăр! — терĕ.

— Итлессӳ килет пулсан, çул кĕскетмелле каласа парас. Анчах та мана ан пӳлĕр, тимлĕ итлĕр. Кайран та, малтан та ыйтусем ан парăр.

— Юрĕ, юрĕ, шăпăрт ларапăр, — терĕç те ачасем харăс, тӳрленсе ларчĕç.

— Эпĕ ватă ĕнтĕ, çитмĕл çичче кайрăм. Çĕрпӳ пасарне хама ас тума пуçланăранпах çӳретĕп. Малтан атте-аннепе, кайран Çинахви мăшăрăмпа, ачасемпе, халĕ мăнуксемпе. Ку ĕç пĕлтĕр пулса иртрĕ. Пĕрре çапла Çĕрпӳ пасарĕнчен кая юлса таврăнаттăм. Пĕччен. Каç та пулчĕ. Кĕтне шывĕ хĕррине çитнĕ çĕре çĕрле те çитрĕ. Малтан пынă чух уйăх çутипе çул та аванах курăнкалатччĕ. Çăлтăрсем те пурччĕ. Çак Кĕтне шывĕ çумĕнчи ятсăр шурлăх çинчен тĕрлĕ халап çӳренипе хам та шикленерех пыратăп. Юхан шыв патне çитнĕ çĕре сĕм тĕттĕм, ним курăнми пулса ларчĕ. Тӳпенелле пăхрăм та: ни уйăх, ни çăлтăрсем курăнмарĕç.

Ăнсăртран тем сасси илтĕнсе кайрĕ — у-у-ӳ-ӳ!!! Тăмана пуль тесе шухăшласа ĕлкĕртĕм çеç, тем шартлатма, таплаттарма пуçларĕç. Ман лаша тап! чарăнса тăчĕ. Шач-шач текен сас ман паталлах çывхарать. — Шуçăм, Шуçăм! Атя, ут, ут! — тетĕп, лаша хăнт та тумасть. Хайхи усал вăй килнине туятăп. Çак усал вăй çын патне çитсе пуçран ачашларĕ тăк çын ăссăр юлнине, ухмаха тухнине пирĕн тăрăхри çынсем пурте илтнĕ ĕнтĕ. Пирĕн ялти Кавĕрлепе çапла пулнă. Çак усалсем Кавĕрлене тĕл пулнă хыççăн, вăл паянхи кун та чĕлхине çăтнă пек, пĕр сăмах калаçмасăр çӳрет. Тем ĕнĕрлет хăй, сынсем ăна ăнланмаççĕ.

Ак темле сивĕ сывлăш вĕрнипе, шăнса кайрăм. Тӳрех вĕрилентерсе те ячĕ. — Пĕтрĕм, пĕтрĕм! Эй, Турă, çырлах! — тетĕп хам. Сасартак инçех мар çутă çуталса кайрĕ. Кăнтар кунĕнчи пек çап-çутă пулса кайрĕ, унтан кăшт тĕксĕмленчĕ те контур патĕнче çакăнса тăракан пысăк хунар çути лаша умĕнчи çула çутатрĕ. Çак вăхатра усал вăй та çухалчĕ. Шуçăм хăйех малалла утрĕ. Пĕлĕте те уйăх тухрĕ, унта та кунта çăлтăрсем те çутатрĕç. Çӳлелле пăхрăм, лаша умне ӳкекен çутă тетерлĕк кайăкран ӳкет иккен. Ак, кам мана пулăшрĕ. Кайăк пире кӳршĕ ял хапхине çитичченех ăсатрĕ.

Кун хыççăн эпĕ пасартан ялан иртерех тухма тăрашатăп. Кĕтне шывĕ хĕрринчи шурлăха çитсен вара, Хуруп тетерлĕке ялан тав тăватăп: тырă, çăкар тĕпренчĕкесем сапса паратăп. Вăл та мана хăнăхрĕ. Пĕччен чух, тепĕр яла çитичченех хул пуççи çине ларса пырать. Паян, эсир пуррипе, сывлăх кана сунчĕ.

— Ытла та тĕлĕнмелле япала ку, Вара ăна… — терĕ те Лисук , мучи тӳрех хĕр ачана пӳлчĕ.

— Ачасем, сире малтанах каларăм, нимĕнле ыйту та ан парăр, тесе. Çавах урăх нимĕн те каламăп.

Лисук Анюка чавсипе тĕксе илчĕ те, хĕр ачасем пĕр-пĕрин çине ыйтуллăн пăхса илчĕç. Пасара çитичченех пурте шăп пычĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Денисова Анжела (2011-11-08 21:14:51):

Маттур, эсĕ,Артем!Ахальтен мар çĕвĕпех ялта пурăнатăн: чăвашла та пуринчен аван пĕлетĕн, çырма та ăста.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: