Яланхиллех
Яланхиллех — апостолсем вун иккĕ.
И.Иванов
Яланхиллех — Çĕр çаврăнать пĕр майлă
Хĕвелпеле хăй тĕнĕлĕ тавра.
Усал çынсем Турра та пăталанă,
Ахаль çынна пăталасси — тем мар.
Яланхиллех — вĕрмеççĕ çиле хирĕç.
Яланхиллех — йышра ăс нумайрах.
Яланхиллех — ыйтакана — çил хирĕç.
Касамата чикеççĕ вăйсăра.
Яланхиллех — чура чура çуратĕ,
Яланхиллех — пуян — пуян пепке.
Лаштра юманăн сарăхнă турачĕ.
Йышне хушать вăл чирлe йĕкелпе.
Тĕрĕслĕхе кăшлать суя элекĕ.
Ултав патши — шур урхамах çинче.
Тен, çавăнпах пуль çырăнать элеги —
Çырас тесен те юрату çинчен.
Усалсене юмахсенче тĕплеççĕ,
Юмахсенчех Сар кун çĕршывĕ те.
Аваллăхран тухать ылхаç кĕслеçĕ
Тĕрĕслĕхпе суялăх вăрçине.



 Вулавçăсен шухăшĕ
 Вулавçăсен шухăшĕ Çĕнĕ комментари хуш
 Çĕнĕ комментари хуш
karssem (2011-09-15 14:41:46):
Аван сăвă.Кăна Петĕр хăш вăхăтра çырнă - ши?
иосиф (2011-10-27 15:29:22):
Тайма пуç! Пĕр эсĕ çеç пултаратăн çакна! Тав!