Ылхан кӳлли


Хурăнкас ялĕ — пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кӳлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кӳлли теççĕ. Çав кӳлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çӳреççĕ. Çак тарçăсем — питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.

Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?

Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараççĕ вĕсем. Акă карçинккасем те туп-тулли ĕнтĕ. Йăтмалла та килелле вĕçтермелле. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ ваттисем. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ кăмпа шыраса вăрмана шалах кĕрсе кайнă иккен. Пуçĕсене çĕклесе пăхаççĕ те… Ни çул курăнмасть, ни ял курăнмасть. Хăйсем аташса кайнине туйса илсен Юманпа Илемпи шикленсе каяççĕ.

Акă каç та пулать. Вăрманта тĕттĕм, хăрушă… Кашни сасă чуна çӳçентерет. Пĕр тăвансем шанчăка çухатмаççĕ-ха, çаплах килелле каймалли çул-йĕр шыраççĕ. Сасартăк темле сасă илтĕнсе каять. Çепĕç, илемлĕ сасă, анчах çын сасси пек мар. Ачасем ирĕксĕрех сасă илтĕннĕ еннелле каяççĕ. Пăхаççĕ те — кӳлĕ хĕрринче пĕр шывçи лара парать. Тĕттĕмре ун çийĕнчи тумтирĕ ялтăртатса çеç тăрать. Халиччен кун пеккине курманскерсем, хăрасах каяççĕ. Шывçи юрлама тытăнать. Ачасем ним шухăшлама пĕлмесĕрех шывçи патнелле утса пыраççĕ. Çитнĕ-çитмен шывçи вĕсене шывалла сĕтĕрсе кĕрсе каять…

Шыв тĕпĕнче Юман вăранса каять те хăй темле пысăк пӳлĕмре пĕр-пĕччен выртнине курать. Йăмăкĕ çук! Ăçта кайса кĕнĕ-ха Илемпи?

Илемпие тепĕр пӳлĕме хупса хунă иккен. Вăл та вăранса каять те тӳрех пиччĕшĕ çинчен шухăшласа илет.

Çав вăхăтра Шывçăпа шывçисем ку ачасемпе мĕн тумалли çинчен шутласа ларнă. Чи малтанах вĕсене тупмалли юмахсем парса пăхар теççĕ. Кайран куç курать унта!

Тарçăсем Юманпа Илемпие хăйсен пӳлĕмĕсенчен илсе тухаççĕ. Вĕсем симĕс тĕслĕ икĕ хутлă пысăк çурт патне ишсе çитеççĕ. Тарçăсем вĕсене пӳрте кĕртсе яраççĕ. Пĕр тĕттĕм пӳлĕмре Шывçă ларать. Ачасем ун умне пырса тăраççĕ те хăраса каялла чакаççĕ. Шывçă ытла та хăрушă сăнлă иккен. Вăл хăйĕн тарçисене ачасене иккĕмĕш хута илсе хăпарма хушать.

Иккĕмĕш хутра виçĕ пӳлĕм пулнă: пĕри — симĕс, иккĕмĕшĕ — хĕрлĕ, виççĕмĕшĕ хура тĕслĕ. Кашни пӳлĕмĕнче пĕрер шывçи ларать. Чи малтан Юманпа Илемпие хура пӳлĕме кĕртсе яраççĕ. Хура тĕслĕ вăрăм кĕпе тăхăннă шывçи калать: «Пӳлĕмре виçĕ кăкшăм ларать, пĕринче — пулă. Пулă хăш кăкшăмрине пĕлсен хĕрлĕ пӳлĕме каятăр, пĕлмесен — çак хура пӳлĕмре ĕмĕрлĕхех юлатăр», — тет.

Юман кăкшăмсем патне пырать те сăнаса пăхать. Пĕр кăкшăмĕнчи шыв чӳхеннĕ пек, шыв хăмписем çиеле хăпарнă пек туйăнать ăна. Вара вăл аллине кăкшăма чиксе ярать те унтан хĕрлĕ тĕслĕ пулă туртса кăларать. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ савăнсах каяççĕ.

Халĕ тарçăсем вĕсене хĕрлĕ пӳлĕме илсе кĕреççĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ вăрăм кĕпеллĕ шывçи калать: «Сĕтел çинче виçĕ пĕчĕк арча ларать. Пĕри — ылтăнран, тепри — кĕмĕлрен, виççĕмĕшĕ — йывăçран. Пĕр арчара çăра уççи пур. Тупатăр пулсан — сирĕн телей! Тупаймастăр пулсан çак хĕрлĕ пӳлĕмре яланлăхах юлатăр», — тет.

Илемпи йывăç арчана уçать те унтан ылтăн çăра уççи туртса кăларать. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ савăннипе кăшкăрсах яраççĕ.

Тарçăсем Юманпа Илемпие симĕс пӳлĕме ертсе каяççĕ. Илемпи симĕс пӳлĕм алăкне ылтăн çăра уççипе уçать те — вĕсем шалалла кĕреççĕ. Симĕс тĕслĕ вăрăм кĕпе тăхăннă шывçи калать: «Эсир ăслă та тавçаруллă ачасем пулнине эпĕ тӳрех сисрĕм. Çавăнпа та эпĕ сире питĕ йывăр ĕç паратăп. Пурнăçлатăр — эсир маттур! Пурнăçлаймастăр — çак пӳлĕмрех юлатăр. Итлĕр. Илтме пулать, анчах та курма та, тĕкĕнме те пулмасть. Мĕн-ши вăл?» — тет.

Юманпа Илемпи пуçа çĕмĕрсех шутлама пуçлаççĕ. Сасартăк алăк хыçĕнче шывçисем юрлани илтĕнсе каять. «Илтетĕн-и, шывçисем юрлаççĕ. Эпир вĕсен сассине илтетпĕр, анчах хăйсене курмастпăр, тĕкĕнме те пултараймастпăр», — тет Илемпи пиччĕшне. «Сасă вăл!» — теççĕ иккĕшĕ те харăсах. «Эсир чăнах та питĕ ăслă ачасем. Халĕ Шывçă патне кайăр», — тет шывçи.

Юманпа Илемпие тарçăсем Шывçă патне илсе каяççĕ. Шыв патши пысăк пӳлĕмре пĕчченех ларать.

— Эсир виçĕ тупмалли юмахăн тупсăмне те çамăллăнах тупрăр. Эпĕ сире киле таврăнма ирĕк паратăп. Çак кăкшăмра пылак шыв пур, çавна ĕçсен — туххăмрах киле çитетĕр, — тет кăкшăма Юмана тыттарса.

Юманпа Илемпи тискер Шывçă патĕнчен çил пек тухса вĕçеççĕ. Кăкшăмри кăн-кăвак шыва виçшер сыпкăм ĕçеççĕ те — кӳлĕ хĕррине тухса та тăраççĕ. Чунĕсем кӳтсе килнипе пĕрре кулаççĕ, тепре макраççĕ. Тинех вĕсем ку кӳлле мĕншĕн Ылхан кӳлли тесе ят панине тавçăрса илеççĕ. Шывçă патне лексе каялла тухнисем те, ĕмĕрлĕхех ун патĕнче юлнисем те нумай ылханнă пуль çав.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2011-11-11 21:15:02):

Хайлавра ачасен тавçăрулăхне аван кăтартнă. Çавна пула пула вĕсем инкекрен çăлăнаççĕ те. Çынна тавçăрулăхпа пултарулăх кирек ăçта та питĕ кирлĕ иккен.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: