Юратупа куляну


Тахçан, ĕлĕк-авал, тĕнче виçĕ пая пайланнă пулнă тет. Пĕрремĕшĕ — çӳлти тĕнче. Унта турăпа унăн юлташĕсем пурăннă. Иккĕмĕшĕ — варринчи тĕнче — унта ахаль çынсем пурăннă. Виççĕмĕшĕ — аялти — унта вилнĕ çынсем пурăннă. Акă, çӳлти тĕнчере, пĕр çемьери пĕр арçын ачан амăшĕпе ашшĕ вилсе каяççĕ. Вара Турă çак ачана варринчи тĕнчене яма шухăшлать. Унта вăл ахаль çын пекех пулать, анчах мĕнле çемье çак ачана тупать — вăл телейлĕ шутланать тет.

Варринчи тĕнчери пĕр килте карчăкпа старик пурăннă тет. Старикĕ яланах вăрмана вутта çӳренĕ, кайăк-кĕшĕк тытнă, ака-суха ĕçĕсене тунă. Карчăк кĕнчеле арласа килти хуçалăх ĕçĕсене тунă, пӳрт-çурта тирпейленĕ.

Вĕсен тăватă ача пулнă тет. Ашшĕпе амăшĕ ачисене питĕ юратса ӳстернĕ, ачашланă, нимĕнле ĕç патне те пыртарман. Вĕсем мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçласа пынă тет.

Пĕррехинче Тайпикепе Аспурах, ачисене шкула ăсатнă чухне, çул хĕрринче пĕр ачана тĕл пулаççĕ (çак ача Турă яни пулнă). Вăл пушмак тасатса ларнă тет.

— Манăн питĕ вĕренес килет, — тесе калать Палантей. Анчах унăн ашшĕпе амăшĕ вилнĕ. Хай Турă патĕнче пурăннине вăл манса кайнă. Халĕ Палантей пĕчченех пурăнать. Вара Тайпикепе Аспурах Палантее хăйсем патне илсе каяççĕ, вĕренме, тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ. Хайсен ачисем те аталанаççĕ. Пӳрт умне йăмра йывăççи лартаççĕ. Ачасем аталанаççĕ, йăмра ӳссе пырать. Пĕтĕм уявсене çак йăмра патĕнче уявлаççĕ вĕсем. Йăмра вĕсен çемйин символĕ пулса тăрать.

Акă Тайпикепе Аспурах ватăлчĕç ĕнтĕ. Кашни ачи хăйĕн йăвине çавăрчĕ. Старикпе карчăка пысăк çуртра пурăнма йывăр пула пуçларĕ. Аспурах ачисене пухса каларĕ: «Пире хăвăр патăра пурăнма илĕр, хăвăр шутлăр: кам илсе каять». Тăватă ачи, тăватă кинĕ урсах кайрĕç. Çакна илтсен. пĕри те хăйĕн патне илесшĕн пулмарĕç ватăсене. Вара пĕри ашшĕне, тепри амăшне уйăрса илсе кайма шут тытрĕç, тепĕр çур çултан ылмашаççĕ терĕç. Тайпикепе Аспураха питĕ килĕшмерĕ ку, вĕсем пĕр вăхăт та уйрăлса курман пĕр пĕринчен, анчах мĕн тăван ĕнтĕ? Çакăн пек уйрăлса кайрĕç вĕсем.

Ачисем питĕ начар пăхрĕç ашшĕпе амăшне, хăш-пĕр чухне апат та çитермерĕç, шыв та сăмахсăр ĕçеймерĕç вĕсем. Тайпикепе Аспурах хавшарĕç, ачисем вĕсене час-часах вăрçма та пуçларĕç, хăйсем кăмăлсăр пулнине палăртма вăтанмарĕç. Вара вĕсем ачисем патĕнчен кайма шутларĕç. Тĕл пулчĕç те яла тухса тарчĕç. Анчах унта тепĕр инкек — çурт çунса кайнă. Йăмра тураттисем те пушарта сиенленнĕ. Хуçасен инкекне туйнă пулас вăл, унăн тымарĕсем çеç курăннă. Çак йăмра çумĕнче пурăнма шутларĕç те вĕсем. «Ачасем патĕнче выçăлла, уйрăмшар пурăниччен, йăмрапа юнашар пурăнар», — терĕ Аспурах.

Пĕррехинче Тайпикепе Аспурах урампа чаплă машина иртсе пынине асăрханă. Вăл йăмра тĕлне çитсен чарăннă. Хăйсен умĕнче ватăсем Палантее курах кайрĕç. Вăл пысăк çын пулнă. Унăн хăйĕн бизнес. Вăл тахçантанпах Тайпикепе Аспураха шырать иккен.

— Эсир пулман пулсан эпĕ çакăн пек пысăк çын пулаймастăмччĕ. Эсир маншăн чи хаклă çынсем. Тăван мар пулсан та, эсир маншăн аттепе анне, — терĕ куççульне шăлса Палантей. Ватăсене хăйĕн патне пурăнма илсе кайрĕ. Вĕсене питĕ лайах пăхрĕ, упрарĕ. Пĕр сивĕ сăмах та каламарĕ.

Анчах та Тайпикепе Аспурах чĕрисенче куççуль тулчĕ. Вĕсем иккĕш çеç чухне йăмра айне кайса ларса йĕреççĕ. «Тăван ачасене кирлĕ пулаймарăмăр, укçа пур чухне çеç кирлĕ пултăмăр», — терĕ ассăн сывласа Тайпике.

Халĕ йăмран та тымарĕсем вăй илсе туратсем кăларчăĕç, вĕсем çӳлелле кармашса кайрĕç. Çакăнтан вара вĕсен пĕртен пĕр ача тăрса юлчĕ , вăл — Палантей. Ватăсене килне илсе килнĕ хыççăн унăн пурнăçĕ тата лайăхрах аталанса кайрĕ. Ахальтен каламаççĕ çав ваттисем «Çынна ырă тăвакан хăйте ырă куракан», — тесе. Паянхи кун та вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Туррăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ.

Эпĕ хам та вĕсем патĕнче пулса куртăм. Вĕсем çине пăхса пĕтĕмлетӳ турăм: Палантей пек ачасем паянхи кун та пур иккен, ун пеккисене кашни ялтах курма пулать. Вĕсем хăсене ырă тунине манмаçççĕ, ырра ырăпа тавăрма тăрăшаççĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2013-07-21 20:08:31):

Шухăшлаттаракан калав. Автор лайăх тема суйласа илнĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ЕВА (2013-11-29 12:03:07):

Паянхи пурнăçра та ку тема пысăк вырăн йышăнать. Палантей пек ырă çын пулма вĕрентет ку хайлав. Маттур, Анна! Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана (2013-11-29 12:11:19):

Мана питĕ килĕшрĕ ку калав. Паянхи пурнăçра та ашшĕ-амăшне манакансем пур. Анна, пултарулăхна малалла аталантар, чуна çывăх темăсемпе малалла та ĕçле.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Эдик (2013-11-29 12:14:33):

Çак калав мана пите килĕшрĕ. Хальхи пурнăçра та ку вырăнлă. Маттур, çакăн пек темăпа малалла та çыр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алеша (2013-11-29 12:51:54):

Содержани питĕ лайăх. Ваттисене хисеплеме вĕрентет. Тата та малалла çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Гущина (2013-11-29 12:55:36):

Калав мана тарăн шухăша ячĕ. Пурнăçра Палантей пек пулма тăрăшасчĕ. Маттур, Анна, чуна хускатрăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кристина Иванова. (2013-11-29 12:58:34):

Эпĕ сана ăмăртура çĕнтерме сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Снежана (2013-11-29 17:35:25):

Мана ку хайлав питĕ килĕшрĕ.Маттур,Анна!Малашне те ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катерина (2013-11-29 19:45:46):

Калава тĕплĕ кăтартса пама пултарнă. Вулакана çавăрса илет. Мана питĕ килĕшрĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ириша Щ. (2013-11-29 19:48:15):

Çав тери илемлĕ чĕлхе. Сюжечĕ те вăйлă.Маттур, Анна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Яна (2013-11-29 19:55:45):

Маттур, Анна! Ăста çыравçă пулас шанчăк пур санра.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анна (2013-11-29 19:57:33):

Чĕлхи пуян, вулама та ансат. Малашлăхĕ пысăк ку вĕренекенĕн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Настя (2013-11-29 19:58:22):

Хайлава çав тери илемлĕ кăтартса пама пултарнă. Вулакана çавăрсах илеççĕ. Çав тери илемлĕ чĕлхе. Сюжечĕ вăйлă. Мана питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2013-11-29 20:00:32):

Питĕ лайăх çырнă.Мана питĕ килĕшрĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ольга (2013-11-29 20:09:38):

Ку хайлав мана питĕ килĕшрĕ.Татах та интереслĕ хайлавсем çырма сĕнетĕп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юлия (2013-11-29 20:11:29):

Илемлĕ хайлав çырнă, çăмăллăн вуланать. Маттур, Анна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юрий (2013-11-29 20:17:54):

Ăса вĕрентекен калав. Малалла та çавăн пек лайăх çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люба (2013-11-29 20:19:26):

Чăнах та, чăн пурнăçра та çавăн пек пулма пултарать. Мĕнле йывăр-ха ун пек пурăнма!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Иван (2013-11-29 20:24:07):

Эсĕ, Анна, мана питĕ тарăн шухăша ятăн. Эпĕ хамăн пурнăçри пĕр момента аса илтĕм те каялла вăхăта тавăрма çуккине ăнлантăм. Çынсен куçне уçма пултаратăн. Маттур, Анна!

 

Анжела (2013-12-01 12:27:25):

Анюта,санăн юмаху вулакансене килĕшессе шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: