Ах, йăмра, йăмра…


Чăваш ялĕн символĕ — йăмра. Пирĕн тăрăхра йăмрасăр ял çук та. Ăçта кăна ӳсмест пулĕ вăл: ял урамĕсенче, çырмара, пĕве хĕрринче. Ахальтен мар çапла каланă: «Чăваш ялĕ йăмраллă».

Тăван ял илемĕ — йăмра. Çак йывăç хăвăрт ӳсет, хăвăрт ĕрчет, яла хăтлăх кӳрет. Çулла сулхăн ун айĕнче, хĕлле хӳтĕ, çуркунне уçă, кĕркунне лăпкă.

Çуркунне çӳллĕ те лаштра йăмра айĕнче ларама мĕн тери аван! Сарă тата симĕс кăчкăсем таврана ырă шăршă сараççĕ. Ку асамлă шăршă темле хаклă духирен те вăйлă. Кунтах пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ, пыл пухаççĕ.

Йăмра…Ĕлĕк чăваш ялĕнче пушартан сыхланма йăмра нумай лартнă. Ку ырă йăлана халь те тытса пыраççĕ. Çырма-çатра çурса ан кайтăр тесе çулсерен аттепе йăмра лартатпăр. Асатте лартнă йăмрасем çырмара кашлаççĕ. Çуркунне вара кураксем сарлака туратсем çинче йăва çавăраççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ.

Ах, йăмра, йăмра, кил умĕнчи йăмра. Çак йăмрана та ман асаттех лартнă иккен. Вăл, ăста платник пулнă май, кӳршĕсемпе тăванĕсем валли йăмраран валашкасем, вĕллесем тунă. Çулсерен шăнкăрчсем çĕнĕ вĕллесене йышăнаççĕ, пире савăк юррисемпе савăнтараççĕ. Халĕ ял çыннисем çамрăк та сĕткенлĕ, çемçе туратсене выльăх-чĕрлĕх валли хатĕрлеççĕ. Хĕлле пĕчĕк путексем кун пек техĕмлĕ апата юратсах кăшлаççĕ.

Ватă пирĕн кил умĕнчи йăмра. Ватă çын пекех: нумай курнă, нумай илтнĕ, нумай пĕлет, истори палăкĕ тейĕн. Ман аттене салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ. Эпир шăллăмпа мĕнле ӳснине курнă, халь пĕчĕк йăмăк çитĕнине сăнать. Кашни кун, куçа уçнă-уçман, чӳречерен урамалла пăхатăп. Ак каллех юратнă йăмра хăйĕн турачĕсемпе мана саламлать. Çĕр каçа вăл сыхланă мана. Кĕрхи çилпе тавлашса темĕн çинчен пуплет.

Пĕррехинче, каç пулттипе, шăллăмпа чуччу ярăнатпăр. Йăмра тăрнех çĕклентĕмĕр, чĕре сиксе тухас пек тапать. Мĕскер куратпăр: тӳперен çăлтăрсем куç хĕсеççĕ, пирĕнпе те выльăр теççĕ. Эпир ярăнса хăпаратпăр — çăлтăрсем тараççĕ. Шăллăм кăшкăрать:

— Пĕр çăлтăрне тыт-ха, тыт, аппа! Кăштах ална тăс.

— Аякра вăл кунтан!

— Эс вĕт шкула çӳретĕн, манран пысăк, çавна та тытаймастăн.

— Шăллăм, ман пĕчĕк шăллăм! Çăлтăр питĕ аякра, тытса илме майĕ çук. Вăл питĕ пысăк та вĕри.

— Аппа, эп вĕт пĕр çăлтăрне аннене парнелесшĕнччĕ, — кăмăлсăрланчĕ Сашук.

— Ан кулян эс, ан кулян, — лăплантаратăп виççĕри шăпăрлана. — Çитет паян ярăнса. Халех пӳрте кĕретпĕр. Эп çак пысăк йăмрана ӳкеретĕп, эс ун тăрринче тӳпери çут çăлтăра ӳкер.

— Юрать! Ку вĕт эп тупнă çăлтăр пулать. Вăл манран тармасть, — тинех йăл кулса ячĕ Сашук.

Хăвăртрах пӳрте чупса кĕтĕмĕр, ӳкерме пуçларăмăр.

— Саша, эс ку ӳкрчĕке аннене парнеле. Ыран вара çемйипех йăмра лартма кайăпăр. Эс лартнă йывăçсем санпа пĕрлех çитĕнĕç.

— Юрать, аппа, мана ирех вăрат вара.

— Калаçса татăлтăмăр. Халĕ вара çывăр. Тĕлĕкре, тен, çăлтăрсене, паттăр йăмрана курăн. Ман вара чăваш йăмри çинчен хайлав çырса пĕтермелле.

Алăри калемпе çĕнĕ шухăш шăрçлатăп:

«Эпир, çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем, кашни çул йăмра лартса хăварма тăрăшатпăр. Тăван тавралăх илемĕ, çăл куçсен тасалăхĕ, уçă сывлăш — пĕтĕмпех йывăç-курăк пуртан. Йăмран усси уйрăмах пысăк. Ăна ытларах лартса хăварар, тăван тавралăха илемлетер, пуянлатар.

Чăваш çĕрĕ-шывĕнче ялан йăмра кашлатăр, çĕнĕ хунавсем ярса чăваш ятне çĕклетĕр!»

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Сашук (2013-12-05 18:07:48):

Мана килĕшрĕ. Шухăшĕ аван, вулама çăмăл. Катя вулакана шухăша ярать. Чĕнсе калани питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надя (2013-12-15 17:47:35):

Катя çăмăл чĕлхепе çырать, çапах та вулама интереслĕ. Лайăх тесе хаклатăп. Татах та çакăн пек произведенисем çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аня (2013-12-23 20:51:21):

Катя пирĕн класра чăвашла чи лайăх çыракан. Маттур! Эп савăнсах вуларăм.

 

Тома (2014-01-06 22:32:24):

Катя лайăх çырнă. Эпĕ савăнсах вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Геннадий (2014-01-13 18:00:48):

кам хуравлĕ :" ăçта кайсассăн та пĕр уйăх, пĕр хĕвел- Тăван Çĕршывран хакли çук ... " тесе Александр Артемьев каланăччĕ- и е урăх автор ?

 

Кристина (2014-01-15 21:21:59):

Ку ĕçе савăнсах вуларăм. Çуркунне йăмра лартма шутлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: