Икĕ кушак


Ытла та кăсăклă иртеççĕ кунсем: мĕнле те пулин камит сиксе тухатех.

Акă, тĕслĕхрен, паян ĕçрен килтĕм те алăк умĕнче кушак ларнине асăрхарăм. Çав тери ыйтуллăн пăхать куçран Мурка. Çиесси килет пулĕ-ха. Çиччас, хаклăскерĕм, сана пулă çитерĕп... Ĕнер кăна ятарласа шăнтнă пулă туяннăччĕ. Васкасах холодильник алăкне уçатăп.

Ак, тамаша... Пĕр пулă та çук. Ара, ăçта кайса кĕнĕ? Мĕнле холодильник пулчĕ ку? Нимĕн те тăмасть унта: йăлтах — шăмми-шаккипех — ирĕлсе каять.

Апат-çимĕç ăçта кайса кĕнине кăштах чухлакалатăп-ха...

Икĕ ураллă кушак аçин — Михалян — ĕçĕ ку. Гороскоппа та кушак çулĕнче çуралнă та... Чăн-чăн кушак аçиех çав. Ара, кунĕпех диван çинче хуп турттарать, ниçта та ĕçлемест. Каçхине вара кухньăна «сунара» тухать.

Упăшка çинчен пырать-ха сăмахăм. Мăшăр тени тĕрĕсех те мар-ха та... Экс-упăшка теççĕ-и вырăссем? Унпа уйрăлнăранпа 15 çул та иртсе кайрĕ ĕнтĕ.

Виçĕ хутчен те авланса пăхрĕ, çапах та ман патах таврăнать. Эпĕ çав тери лайăх-ши е ытти хĕрарăмсем хаклама пĕлмеççĕ-ши ăна?

Эй, тата... Çав киревсĕр кахал Михаля çинчен калаçса çăвар тутине те сая ярас килмест-ха манăн.

Килти пĕртен-пĕр юратнă чун — кушакăм — çинчен сăмахлама кăмăллăрах. Михаля хăйне ăслă тесе шухăшлать пулĕ-ха та, кушакăм та ухмах мар çав... Акă, кур-ха: Михаля пӳлĕмĕнчен кăлпасси татки сĕтĕрсе те тухрĕ. Эх, маттур та! Пурăнма пĕлет çав. Лешĕ сиссе те юлмарĕ курăнать. Пĕрмаях çапла: Михаля холодильникрен Мурка кушакăм валли илнĕ апат-çимĕçе йăкăртать, лешĕ вара — Михалянне. Хырăм выççи пурне те чееленме вĕрентет çав.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: