Пĕчĕк реквием
Митта Ваçлейне
Эс сас памалăх, эс мана илтмелĕх
май пур-ши? Пур-ши вĕçĕмсĕр тĕнчен
кĕрлевĕнче, çак чĕрĕлĕх-илемлĕх
куçăвĕнче те çаврăнăвĕнче —
сана, сан çутуна çынсем пĕлмелĕх
упраякан хăват çĕр вăйĕнче?
Е эс чĕнми те çуталми пулсассăн,
эс шăплансан санран, сан ӳтӳнтен
писет-и çак тĕнче... Çапла пĕр сассăр
тухатăн-и кун-çул тытăмĕнчен?
Вăл — йывăç пек... Эс ун çулçи пулсассăн
сан ӳкмеллех ху вăхăту çитсен...
Кунта — ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,
ху çутупа, таса ăспа çĕнсе
ху илемне кăтартрăн.. Ку çеç мар-и:
эс халăх кăмăлне, чунне пĕлсе
ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн
ăна вăй пур таран илем кӳрсе.
1957, Иркутск
Шухăшсем
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Attract additional leads for your chuvas...
Need more clicks and conversions for Chu...
Повысьте эффективность своего производс...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Is your Chuvash website missing out on l...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...