Анюк савăнăçĕ


Паян кунĕпех аккăшсемпе тетĕшсене тĕпелте кăштăртатакан амăшне ӳкĕте кĕртме йăлăнать пĕчĕк Анюк. Вăхăт-вăхăтпа йĕрсе те илет. Тертленмешкĕн сăлтавĕ пысăк-ха унăн — çичĕ çул та тултарман хĕрачан шкула каясси килет. Урамра çерем çинче вылякан юлташĕсем виçмине пĕрремĕш класа утĕç. Анюкăн амăшĕ тĕпренчĕкне тăхтама ыйтрĕ. Йăвашшăн калаçма тăрăшрĕ вăл чи кĕçĕн ачипе.

— Пĕчĕккĕ-çке-ха эс, çепĕçскерĕм, çичĕ çул та тултарман, — терĕ амăшĕ хĕвел пек сарă та чипер хĕрачине хулпуççинчен лăпкаса.

— Тантăшсем шкула кайма хатĕрленеççĕ. Ман та вĕсемпе çав илĕртмĕш пĕлӳ çуртне çĕннине вĕренме каяс килет. Эп шут ĕçне юрататăп, — парăнмарĕ ача.

— Уруна мĕн сырăн? Вĕренӳ çулĕ вăрăм. Хăвах куртăн-çке иртнĕ çулсенчи шартлама сивĕсенче йывăçсем çинчен кайăксем те ӳке-ӳке вилетчĕç, мĕн тери тутлă пан улмисем паракан улмуççисем шăнчĕç. Ăшă тумсăр хĕлле епле çӳрĕн Турикаса? Анюк, ан кулян, ак хаяр вăрçăран аçу таврăнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерӳпе кĕтсе илсен пурнăç та тĕпренех улшăнĕ. Пире те çăмăлрах пулĕ. Аçу, хĕрĕм, Аслă вăрçăччен учитель пулса ĕçлетчĕ. Сана, кĕçĕннине, хăй пек кăвак куçлине, пĕрле илсе çӳрĕ. Сывă таврăнтăр çеç, — терĕ асли саппунĕпе куçне шăлса. Хĕрне пуçĕнчен ачашларĕ, кăмакара кăмрăк çинче пĕçернĕ мăянпа ыраш пашалăвне парса йăпатма тăрăшрĕ.

Выççине туймасть Анюк. Ăна ăс-тăн çимĕçĕ кирлĕ. Кун-каçа та çав шухăш анчах. Пуçĕнчен пĕлӳ çуртĕнче ачасемпе куларах çепĕç калаçакан вĕрентекен сăнарĕ тухма пĕлмерĕ. Пĕлтĕр аккăшне хирĕç кайсан Вера тухса ĕлкĕрейменнине кура шкул коридорнех кĕрсе тăнăччĕ пĕвĕпе тӳме пек хĕрача. Алăк хушăкĕнчен сывлама пăрахсах вăрттăн итленĕччĕ. Ял ачисем çамрăк учителе пур енчен те сырса илнĕ — пурте пĕрле чăваш юмахне сӳтсе яваççĕ, шăкăлтатса вĕренӳ çинчен калаçаççĕ. Уроксем пĕтнĕ пулин те килĕсене саланасси килмест аппасемпе тетесен. «Атьăр эппин вылятпăр, ачасем»,-терĕ Ольга Николаевна.

— Эх, манăн та кунта килесчĕ-ха! Саспаллисене пурне те паллатăп эп, шутлама та пĕлетĕп. Ман кунти сывлăшпа тăраниччен сывлас килет, — мĕлтлетрĕ сап-сарă кăтра пуçĕнче. Ӳркенмесĕр, тăрăшса вĕренĕччĕ вăл, амăшĕн питне хĕретмĕччĕ. Халĕ çĕр çинчи чи çывăх та хаклă çыннине калаçтарасси çеç юлчĕ тесе шухăшланăччĕ...

— Кам пур-ха кунта? Чим, Анюк, эс мĕншĕн класа кĕместĕн, — каçăр сăмсаллă пĕчĕкскер хĕрачана çиччĕмĕш пĕлĕтрен вĕрентекенĕн лăпкă сасси тавăрчĕ. — Ирт атя, ан вăтан, чиперкке, пĕрле выльăпăр. «Çерем акса вир акрăм, вир акрăм» тесе выляма пуçларĕç. Хăюсăрлана-хăюсăрланах эп те хутшăнтăм. Хăтлă кунта, ырă. Кĕнеке-тетрадьпе чернил шăрши кĕрет. Юман йывăçран тунă çӳлĕк çинче ачасем хăй аллипе ăсталанă ĕçсем курăнаççĕ. Йĕркипе парттăсем тăраççĕ. Ыттисем куриччен йăпăртлăха та пулин пĕрин хушшине ларса пăхрĕ вăл. Шăп та шай Анюк валли.

Унтанпа çулталăк та иртрĕ пуль. Тата тепĕр вĕренӳ çулĕ çитрĕ. Тусĕсем, кӳршĕри Нинăпа Марине тата Михала, виçмине шкула пĕрремĕш класа кайĕç. Вĕсен килĕнче пĕршер, икшер ача кăна. Вĕсене чаракан çук. Пысăк сумккисене кĕнеке-тетрадь чиксе сăмсисене каçăртса çӳрĕç пĕлӳ çуртне. Тантăшсем ав савăнăçне ниçта чикеймесĕр чупкалаççĕ. Пралуккапа анкарти хыçне ыраш пуçне пуçтарма кайсан курнăччĕ вĕсене Анюк. Калаçса пĕтереймерĕç — председатель лашапа килнине курсан чăл-пар саланчĕç.

Килне хурлăхлăн пырса кĕчĕ хĕрача. Чириклетсе уçăлакан алăк пĕчĕкскерĕн ахаль те ыратакан чунне тата та хытăрах хайăрнăн туйăнчĕ. Сĕтел çинче чĕрес тăрать. Анне каçалапа пĕçермелле тесе сĕлĕ çăнăхĕнчен кăвас чустине çăрса хунă. Йывăç савăт çинче сĕлĕ кĕселĕ хытать. Кайри пӳртре никам та çук. Вăйсăррăн кайса выртрĕ вăл ашшĕн вырăнĕ çине. Атте мана ăнланнă, илтнĕ пулĕччĕ. Эх… Пилĕк çынран пĕри те ун хутне кĕменни ĕшентерчĕ пĕчĕкскере.

— Ай, илемлĕ те. Курăр-ха мĕнле пулса тухрĕç кĕпепе пальто. Атти тата еплерех йăлтăртатать! Хитре çеç мар, ăшă та вăл. Ваçлейĕн аттинчен еплерех аван япала тухрĕ! Касса çĕнĕрен çĕлеме тем хавхалантарчĕ. Кур-ха, Верук мĕн пулса тухрĕ. Анюк ăçта çӳрет-ши? Савăнать ĕнтĕ çак илеме курсан, — амăшĕ уçă сасси янравлăн илтĕнет. Анюкран икĕ çул аслăрах хĕрĕпе калаçать вăл.

— Аннеçĕм, аттинчен, кĕпинчен ытла шкула кайма чарманшăн хĕпĕртет ĕнтĕ йăмăк. Ахаль те паян кунĕпе ытла та хăй маар, тунсăхлă çӳрет. Пуçне уснă, урипе пуснă. Пĕлӳ тĕнчи тыткăнлать апăршана. Çилçунатлăн ăнтăлать шкула. Тен, пирĕн мухтавлă паттăр атте пек учитель пулма пурнĕ ăна Турри. Кам пĕлет? — тет çулне кура мар ăслă калаçакан Вера.

— Анне, эп-мĕн, эп те ыран хамăр урамри атьсемпе пĕрле шкула кайăп-и? — ăппăл-каппăл сиксе тăчĕ халиччен аслисене шăппăн итлесе выртакан Анюк.

Килтисенчен пĕри те алăк кутĕнче çурма тĕттĕм пӳлĕмре сăмах чĕнмесĕр выртакан тунсăхлă хĕрачине асăрхаман иккен. Хĕрача пĕрре савăнăçпа çиçекен амăшне, тепре унпа пĕрле хĕпĕртекен аккăшне ыталарĕ. Шăп тата çав самантрах ĕçрен пырса кĕмелле пулнă тетĕшĕсене те хаваслăн уртăнчĕ.

— Тавах сире, тавах. Эсир ман чи-чи маттур, чи-чи ырă çынсем! Анне, Ольга Николаевнăна пĕлтерме чупам-ха шкула. Мана вăл шкул ачисен йышне кĕрттĕр, парта хатĕрлетĕр, — тем хушăра пăлтăра илсе тухакан пĕчĕк алăк тĕлнелле ыткăнчĕ Анюк.

— Тăхта, хĕвелĕм, ан кулян, сире пурсăра та тепĕр кун кĕтеççĕ шкулта. Сан паян ахаль те ĕç нумай — пир сумккуна васкмасăр хатĕрлес, ку савăнăçлă хыпара тантăшусемпе сӳтсе явас пулать, — терĕ амăшĕ çурăмĕнчен лăпкаса.

Ун çине телейпе çиçекен пĕчĕк хĕрачи куç туллин ытараймасăр пăхрĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: