Ахрăм — ахрăма хупларĕ
Юханшыв хĕрри. Тăратăп.
Майсăр хăвăрт ун юххи.
— Илсе кай хăвпа? — ыйтатăп,
Урăх ан пултăр хуйхи.
Çук çав, илсе каяймастăн,
Манăн хуйхă саншăн мар.
Хăвăн ытамна ямастăн, —
Чăрмантарнăшăн — каçар.
Çарансем, вăрмансем тăрăх
Утнă майăн чун канать.
Çуллахи кун. Питĕ шăрăх.
Йĕп-йĕпе, тар тăкăнать.
Сывлăш ахрăмĕ чĕтревлĕ,
Хăлхара сасси. Итле.
Курăнать куçа тĕтревлĕ,
Паянхи, иртни пĕрле.
Ахрăм, ахрăм, эс çитсемччĕ
Савни патне çиçĕмле.
Тунсăх пысăк, пĕлтерсемччĕ
Тусăма, яланхилле.
Ахрăм сассăма хупларĕ
Ахрăмпа… Каллех пĕччен…
Ӳкĕтлес тĕллев пулмарĕ —
Асаплантăм çеç ирччен.
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Capture more leads for your chuvash...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...