Ҫиҫӗм Натюш


Натюш урамра ачасемпе выляса чупса çӳретчĕ – сисмен те, çанталăк тĕттĕмленсе килчĕ, тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем хĕвел анăçĕнчен йăтăнса тухса хĕвеле хупларĕç те хучç. Урамра тăруках каçхи пек тĕттĕмленсе кайрĕ. Çавра çил çавăрттарма пуçларĕ. «Ури-ури çăпати, çăпати кантри салантăр-р-р!» - тесе кăшкăрса та ĕлкĕреймерĕç ачасем, лешĕ хăйсен патнелле пысăкланăçемĕн пысăкланса, хăвăртрах та хăвăртрах çаврăнса çывхарнине курсан, пурте килелле чăл-пар! саланчĕç. Вĕсем хапха умне чупса çитнĕ çĕре шалкăм çумăр витререн тăкнă пек тăкса ячĕ. Хĕрача самантрах шыва кĕрсе тухнă пек йĕп-йĕпе пулчĕ. Çаплипех шапарса чупса кĕрсе кайрĕ пӳрте.

– Анне! Асанне!..

Тĕлĕнмелле, пӳртре никам та çук! Ăçта кайса пĕтнĕ пурте? Ăçта амăшĕ, ашшĕ ĕçре пулĕ-ха… Асламăшĕ те пулин çак çумăр витĕр ăççта çӳрет-ши тата? Чим-ха?.. Унăн кĕçĕĕ йăмăкĕсемпе шăллĕсем тата?.. Пурте йĕп пек çухалнă…

Урамра çапса çăвакан шултăра çумăр чӳречесене патлаттарать кăна. Унччен те пулмарĕ, чавка пуçĕ пек пăр çума пуçларĕ. Пĕлет-ха Натюш, кун пек чухне пысăк пăрсем чӳрече кантăкĕсене те çĕмĕрме пултараççĕ. Амăшĕпе ашшĕ плащ тăхăнса чӳрече хупписене тухса хупаканччĕ… Хĕрача та çапла тăвасшăнччĕ, амăшĕн плащне те тăхăнса пăхрĕ ĕнтĕ,.. Тухас тесе алăк хăлăпне ярса тытсан хаяр аслати кĕмсĕр-кемсĕр! шатăртатрĕ. Пĕлĕт çурăлса кайрĕ тейĕн! Натюш хăранипе хутлансах ларчĕ. Çат! çатлатрĕ çиçĕм – вĕсен пӳрт тăрринчех пуль, унăн хăлхи янăраса кайрĕ…

Натюшăн чӳрече хупма тухас кăмăл пач та сӳнсе ларчĕ. Ăçта унта? Сехре хăппи пуçланчĕ мар-и?.. Хĕрача тăр-тăр-тăр чĕтресе кравать айне упаленсе кĕчĕ. Ах, ăçта-ха килтисем? Мĕншĕн ăна пĕчен пăрахса хăварнă?

Натюш çапах та пуçне ĕçлеттере пуçларĕ: аçа-çиçĕм çапасран епле хăтăлмалла-ха? Ашшĕ электричество счетчикĕнчен розеткăна пăрса кăларма каланăччĕ. Натюш унталла пăхрĕ, лешĕ çăтăр-çатăр туса çеç тăрать… Ăçта унта пырса перĕнме! Вăл шкулта учительсем вĕрентнине аса илчĕ: «Аçа çапасран пысăк йывăç çумне е тимĕр япала çумне тăма е ăна тытма юрамасть!» - тенĕччĕ физика урокĕче. Натюш вара тимĕĕ кравать айĕнче ларать!

Йăпăр-япăр сирпĕнсе тухрĕ кравать айĕнчен хĕрача. Кунта хăрушă! Асламăшĕ аслати авăтнă чухне чӳрече çумĕнче те ларма юрамасть тенине аса илчĕ. Кăмака çине хăпарса ларас-ши? Мăрьерен аçа çапма пултарать! Юшкине ун пек чухне те хупмаллаччĕ, те уçмаллаччĕ ĕнтĕ? Пĕлнĕ-пĕлмен унта пырса çапăнас мар терĕ Натюш. Мĕн тăвас? Урамра вара вĕçĕмсĕр çиçĕм çиçет, пĕрехмай аслати авăăтать… Хăранă чун пӳртре хăйне валли хӳтлĕх вырăнĕ ниепле те тупаймарĕ. Пуçĕ вара хăвăрт-хăвăрт шухăшлать: тем самантрах радио, телевизор вилкисене, телефона розеткăран кăларчĕ-ха. Хăй вара йывăç тенкел тытрĕ те урай варрине ларчĕ. Ĕнтĕ кунта чи хăрушсăр вырăн тесе шут тытрĕ вăл.

Урамра çаплах ахăр самана кĕрлет, урса кайнă аслати такама вăрçать, хăратать, пушăпа çапнă пек çиçĕм çиçет: çат, çат!..

Çапла пӳрт варринче юпа евĕĕ хытса ларнă вăхăтра ун умĕнчи телевизор розеткинчен сарă-симĕс-хĕрлĕ-кăвак икĕ юплĕ электровăй çĕлен сăнни пек силленкелесе тухрĕ те икĕ метр тăсăлса чутах Натюша «сăхса илетчĕ», сăмса умĕнче чарăса тăчĕ те пĕр самант, каялла розеткăна хăвăрт кĕрсе кайрĕ. Натюшăн аллине тăсса ăна тытса пăхас килнĕ кăмăл авăкланса илчĕ. Мĕнлескер-ши вăл, э? Çемçе-ши?.. Яка пурçăн евĕр курăнать хăй… Çапах та шалти асăрханулăх туйăмĕ ăна çак хăрушă утăмран тытса чарчĕ. Физика учителĕ вĕрентнĕ тăрăх çиçĕм тени çав тери хăватлă вăй пулмалла, самантрах çунтарса яма пултарать… Ашшĕ килте пӳрт тăррине громоотвод лартнине те аса илчĕ сасартăках вăл. Çавах çăлса хăварчĕ пуль…

Натюш хăранипе çухăрса ярасшăнччĕ, анчах сасси тухмарĕ. Розетка хуралса ĕнчĕ, унтан ĕнĕк шăрши тухса юлчĕ… Хĕрача, аптраса ӳкнипе, нимĕн те шухăшлама пĕлмест ĕнтĕ, çаплах розетка çине тĕллесе пăхса ларать. Çумăрĕ вара лӳшкерĕ те лӳшкерĕ, аслатийĕ авăтрĕ те авăтрĕ. Вăхăт ăнлавне çухатса янă Натюш пӳртре урай варринче пĕчченех тенкел çинче мĕн чухлĕ ларнине ас тумасть.

Сасартăк йăлтах харăс пĕтрĕ – аслати сасси те кăлтăртатса тухăçалла кайрĕ, çиçĕмĕ те çухалчĕ, сарă хĕвел çап-çуттăн, пĕтĕм тĕнчене илемлетсе кулса пăхса ячĕ. Çемье киле таврăнчĕ. Пурте пĕрле хаваслăн, шавласа-кулса пырса кĕчĕç. Хăйсем тип-типех тата. Вĕсем çумăр пуçлансанах кукашшĕсем патне каялла тарса кĕнĕĕиккен. Унта хăнана кайнă пулнă.

Ашшĕ хĕрĕ çине пăхса илчĕ те, самантрах розетка тĕтĕмленнине асăрхарĕ, вара йăлтах ăнланчĕ. Вăл хăвăрт кăна электричество счетчикне пырса кăларчĕ, унтан розеткăна сӳтме пуçларĕ. Хăй хĕрĕ çине тек-текех çаврăна-çаврăна пăхса илет.

- Амăшĕ, курмастăн-им хĕрне, епле ларать? Пырса пăх, - терĕ.

Кĕçĕннисемпе аппаланакан, апат хатĕрлекен амăшĕ Натюш мĕнлине сисмен иккен. Тĕкех ларакан хĕрачаран тĕлĕнмерĕ малтан. Натюш ахаль чухне те кĕнеке вуласа е тĕрĕ тĕрлесе шăпăрт ларма юратать.

– Натюш, хĕрĕм, эсĕ мĕн? – амăшĕ хĕрне пуçĕнчен пырса ачашларĕ. Çав самантра хĕрĕн çӳçĕсем вирелле çĕĕленнине, çăтăр-çатăр туса алă çумне çыпçăннине асăрхарĕ…

– Чим! Эсĕ?..

– Анне!.. – тинех чĕм пырса кĕрсе кăшкăрса йĕрсе ячĕ хĕрача. – Мана, мана чутах аçа çапатчĕ! Эпĕ ăна тытса та пăхасшăнччĕ!.. Эсир мана мĕншĕн пĕччен хăварнă-?!. Мĕншĕн пĕччен хăварнă?!. Пĕччен хăварнă!..

Кăшкăрса йĕрекен хĕрачана çемйипех лăплантарчĕ. Амăшĕ шыв ĕçтерчĕ, кайран ушкăнпа пĕрле ларса яшка çирĕç.

– Ашшĕ, ара пирĕ выльăхсем пахча хынĕçчех- çке! Çумăр айĕнче тăрса лӳшкенчĕç те пуль!.. Атьăр, кайса илер! – тесе хыпаланса тухрĕ амăшĕ сĕтел хушшинчен. Вара пурте пĕрле улăхалла васкарĕç.

– Ачасем, чимĕр-ха, пăхăр! Куратăр-и юхан шыв леш енче çавра çиçĕм сывлăшра куçса çӳрет. Хĕвел пысăкăшах.

– Ăçта?..

Пурте ашшĕ кăтартнă енне пăхрĕç те тĕлĕнсе хытса кайрĕç: çавра çиçĕм, чăнах, хĕвел пек, сарă-хĕрлĕ тĕслĕскер, хăйпе хăй çаврăнса вылять… Тĕлĕнмелле япала! Епле илемлĕ.. Улăхра пĕр еннелле кăштах хумханса-сиккелесе каять, унтан тепĕр еннелле килет.

Улăхĕ вара, улăхĕ!.. Сип-симĕс курăк ешерсе, чечексем пуçĕсене çĕклесе саркаланса лараççĕ. Вĕсен çийĕн чĕр кĕмĕл пек ăрша хумханать. Сывлăша калама çук уçă, таса, пĕтĕм чуна, çан-çурăма çӳçентерет. Ку – озон.

– Аслатиллĕ вăйлă çумăр хыççăн сывлăшра электричество вăйĕсем нумайланса каяççĕ те çапла пĕрлешсе пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ. Кун пекки питĕ сайра пулать. Хам салтакра чухне пĕрре курнăччĕ, халь иккĕмĕш хут куратăп. Феномен теççĕ ăна. Унта темиçе 100 пин вольт та пулма пултарать.

– Атте, çывăха кайса курас килет! Атьăр, юхан шыв хĕррине анатпăр. Улăх унтан инçе мар.

– Эй, çук! Çук! Юрамасть! Ун çывăхне пымалла мар! Вăл çил çук çĕрте çеç çапла пĕрлешсе пĕр чăмăр пулма пултарать. Атмосфера пусăмĕ тăрăх куçать. Эсир ун çывăхне пырса сывлăш юхăмне хускатма пултаратăр. Вакуум пур çĕрелле кусма пуçлать те сире хăваласа çитет вара… Çав тери хăватлă вăй тĕппипех çунтарса яма пултарать.

Натюш чĕнмест, унăн хăрани халь те иртсе пĕтмен-ха. Пурте унăн нимле мар пулса кайнă сăнĕ çине пăхса илчĕç те шăпланчĕç.

– Атте, манăн ăна çывăхран курас килет! – кĕтмен çĕртен тăрук кăшкăрнă пек хыттăн та хăвăрттăн каласа хучĕ Натюш.

Ашшĕ пӳрнипе юнарĕ.

– Эсĕ паçăр чутах çиçĕм сăннине тытса пăхайман, çитмерĕ-им-ха сана? Электричество вăл – вылямалли япала мар. Шăпăрт тăрăр та пăхса киленĕр çавра çиçĕм çине. Кунталла ан килтĕр тульккăш, атту чӳрече витĕр те, стена витĕр те ним мар çунтарса-шăтарса кĕрет те витĕрех тухса каять.

Натюшăн куçĕ тата ытларах чарăлса кайрĕ.

– О-о-о! Атте, эпĕ пурпĕрех физик пулатăп! Мари Кюри пек!

– Эпĕ хирĕç мар, физик пуласси – пархатарлă ĕç, хытă тăрăшса вĕренес пулать вара.

– Вĕренетĕп! Çав çавра çиçĕме пур пĕрех алла илетĕп!

Улăхри ăрша çийĕн хумханса çӳрекен çавра çиçĕм-тĕлĕнтермĕше вĕсем чылай хушă пăхса тăчĕç. Ăна сăнаса тăрасси пĕрре те йăлăхтармасть иккен. Тепĕр чухне çăтăр-çатăр туса турат пек хумсем сапкаласа илет вăл.

– Пĕчĕкленсе пырать, куратăр-и? – терĕ ашшĕ, унăн вăйĕ атмосферăна саланса пырать.

Çавра çиçĕм тата тепĕр-икĕ сехет тытрĕ-ха вĕсене хăй тыткăнĕнче, унтан пĕчĕккĕн сӳнсе, пĕчĕкленсе пычĕ те ялт! сиксе илсе сывлăшра ирĕлсе кайрĕ.

Малтан пурте шăпăрт пăхса тăнă ачасем тăруках пĕр-пĕрне пӳлсе çавра çиçĕм пирки каласа пама пуçларĕç, кашнийĕ хăй мĕн сăнанине, пĕлнине теприне ăнлантарасшăн. Тавлашакансем те, тӳпелешекенсем те тупăнчĕç. Амăшĕ чарма хăтланчĕ пулин те, ашшĕ вĕсем çине кулкаласа çеç пăхса тăчĕ.

Кĕçĕннисем çавăн хыççăн Натюша «Мари Кюри» тесе йĕкĕлтеме пăхрĕç, унтан «Çиçĕм Натюш» ят пачĕç. Çак ят вара ун çумне ĕмĕрлĕхе çыпçăнса юлчĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: