Аня… Анечка… Анна


Лиза палламан хĕрарăм мĕн каланине чăвашла куçарса пачĕ пулин те Марук аппа чĕнмерĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ ун. Куçĕсем халиччен амăш çумĕнче шăпăрт тăракан арçын ача çине куçрĕç. Матрос тумне тăхăннăскер, пысăк та чăмăр куçĕсемпе кинемей çине шăтарас пек пăхать. Чим, кама аса илтереççĕ-ха вĕсем? Ара, ку Веня вĕт! Каснă-лартнă ун упăшки!

— Ку вара... Гришăн ывăлĕ-и? — хаклă япалана туртса илесрен хăранă пек ăна аллинчен ярса тытрĕ кинемей.

— Да, Гриша, — Лиза куçарса парасса кĕтмесĕрех хăюллăн хуравларĕ арçын ача.

— Эп ăна ашшĕ ятне патăм, Мария Ивановна.

— Ай-уй, Лиза, пӳрте чĕн-ха хăнасене, кала, маншăн вĕсенчен хаклă хăна та çук çĕр çинче. Гриша ман пĕртен-пĕр ывăл пулнине кала, веçех кала, Лиза.

— Вăл йăлтах пĕлет, Марук аппа, мана хăй каласа пачĕ кун çинчен. Çавăнпа килсе кăтартас терĕм тет сана мăнука.

Çур çĕр иртсен те çутă сӳнмерĕ Марук аппа килĕнче. Виктор Ивановичпа Аня та ыран ирех ĕçе каймалла тесе киле кайрĕç ĕнтĕ. Марук аппа, Тоня темиçе хутчен Гриша мĕнле вилни çинчен каласа пачĕ пулин те, хăнана çывăрма памарĕ: ывăлĕ тӳснĕ кашни суран çинчен пĕлес килчĕ ун.

— Эп медсестраччĕ вĕсен чаçĕнче. Шăп пĕрлешме калаçса татăлнă кун ăна Чечняна илсе кайрĕç. Малтан çырусем яркалатчĕ, кайран çырма пăрахрĕ. Мĕнле вилни çинчен юлташĕсем каласа пачĕç. Нумай пĕтнĕ вĕсем вăл çапăçура. Ман сирĕн пата килсе сурана хускатас килмерĕ. Хам та ача амăшĕччĕ ĕнтĕ ун чухне. Асăнмалăх Сире валли сăн ӳкерчĕксем илсе килтĕм.

Ялĕпех ăсатрĕç тепĕр кунне Тоньăпа Гришăна. Виктор Иванович сăн ӳкерчĕ пĕрле. Йăх тăсмăшĕ тупăннăшăн Марук аппа чĕререн савăнчĕ. Савăнăçлă кун вара ял çыннисемшĕн тепĕр хурлăхлă хыпарпа вĕçленчĕ. Петюк Мишши Рита патĕнче сăмакун юхтарнă чухнех çывăрса кайнăран лаçĕ хыпса тухнă мĕн. Пушара сӳнтернĕ çĕре вăл тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Ялта иккĕшне те килĕштермеççĕ пулин те çын вилни, паллах, никама та савăнтармарĕ. Чарăнма пĕлмесĕр ĕçрĕç çав юлашки вăхăтра иккĕшĕ те. Рити патне ĕçекен арçынсен мăшăрĕсем пырса йăлăнни те усси пулмарĕ: çав-çавах лешсем арăмĕсенчен вăрттăн ял хĕрринчи пӳрте япала йăтрĕç. Пытарма пынă çынсенчен пĕри те, хăйсен япалисене палласа илчĕç пулин те, вĕсене каялла илсе каяс темерĕç. Темĕнле ырă мар шăршă çапнă пек туйăнчĕ вĕсене. Халăх хушшинче упăшкисем тинех ĕçме пăрахасса шанакансем те пулчĕç пулĕ. Нумай çын пымарĕ Петюк Мишшине пытарма. Шăтăк алтакансем те тăванĕсем çеç пулчĕç. Виçĕ кунне асăнма та халăх пухăнмарĕ. Районти милици уйрăмĕнчен килсе ял тăрăх çӳрерĕç. Пилĕк çемьене икçĕршер тенкĕлĕх штрафланă текен сас-хура сарăлчĕ ял хушшинче.

— Мĕн вăл маншăн икçĕр тенкĕ, эп ăна пĕр каçра сăмакун сутса тăвап, — ахăрчĕ Рита каçхине кĕтӳ кĕтме тухнă хĕрарăмсем умĕнче. — Пĕлем только кам шалăп панине. Чĕртсе çунтарса ярап, нимĕр тăвап пурне те.

Те Рита пирки пĕлтерекен пулмарĕ, те милици уйрăмĕнче ĕçлекенсен вăхăчĕ пулмарĕ — урăх яла килсе тĕрĕслекен тупăнмарĕ. Ял администрацийĕнче ĕçлекенсем çеç хушăран килĕрен çӳрерĕç. Пурте лăпланчĕç тейĕн. Çав вăхăтра пĕр чун çеç хăйне валли канăç тупаймарĕ. Рита ятне илтсенех ун куçĕсем тарăхупа тулчĕç, чышкисем чăмăртанчĕç. «Пурпĕрех тавăратăп! Каçармастăп!» — пăшăлтатрĕç тутисем.

* * *

Ничкасси пурнăçĕ майĕпен малалла шурĕ. Кашни хăйĕн лавне малалла туртрĕ. Хашĕсемшĕн çăмăл пулчĕ вăл, теприсемшĕн... Сахал мар çын вилчĕ юлашки тăватă çул хушшинче. Ытларах çамрăксем вилни пурне те шухăша ячĕ. Чирĕ те вĕсен пурин те тенĕ пек пĕрре — эрех. Рита та юлашки вăхăтра этем ĕренкинчен тухсах ĕçрĕ. Петюк Мишши пурăннă чухне хăйне ун пекех ирĕке яраймастчĕ вăл: лешĕ час-часах хĕнетчĕ ăна. Никам та чаракан çуккине кура куç умĕнчех эрех ĕçсе алхасса пурăнчĕ. Аня патне те çураçар тесе темиçе хутчен те сăмакун илсе пычĕ Виктор çук чухне, анчах Аня ăна килхушшине те кĕртмерĕ — тĕксех кăларса ячĕ.

Павловсен килĕнче вара паян савăнăçлă кун: Гриша пĕрремĕш класа каять. Сумкине уйăх каяллах хатĕрленĕ пулин те аппăшне канăç памасть. Аня та иртенпех канăçсăр.

— Анне, Лиза, атьăр манпа пĕрле шкула, — амăш кĕпе аркинчен пырса туртрĕ Гриша.

— Ман кĕç ĕçе каймалла. Лиза вара каялла мĕнле килĕ? Эс тек пĕчĕк мар ĕнтĕ, хăвах хăнăх. Эп кăшт каярах аçупа пĕрле линейкăна çитĕп.

Киле каялла таврăнасси мар, урăххи пăшăрхантарчĕ вунçичĕ çулхи Лизăна. Хăй ытти хĕрсем пек урам тăрăх нихăçан та ярăнса утас çукки иментерчĕ. Алăсемпе картаран тытса утнине курсан куласран шикленчĕ. Ăçта кăна çитмерĕç вĕсем ашшĕпе? Врачсем куçсем уçăласса шантараççĕ. Анчах çичĕ çул иртрĕ унтанпа — Лиза çаплипех туя вĕççĕн çӳрерĕ. Шăллĕне шкула ăсатас килет ун. Вăл уншăн чăн-чăн юлташ пулса тăчĕ. Ăшра мĕн хумхантарнине йăлт унпа пайларĕ аппăшĕ. Ашшĕпе амăшĕ пĕлмен вăрттăнлăхсем те пур иккĕшĕн. Гриша аппăшĕн сӳрĕк кăмăлне часах сирсе яма ăста. Кулăшла япаласем каласа парса кулман çынна та култарать.

— Юрĕ, çул çине кăларса ярăп, эппин. Анчах аннене ан кала, — амăшĕ ĕçе тухса кайсан шăллĕне вăрттăн хăлхаран пăшăлтатрĕ аппăшĕ.

Гриша çавăтса утнă чухне Лиза хăйĕн куçĕсем курманнине те туймасть тейĕн: çул тăрăх çăмăллăн пусса утать. Шăллĕ ăна кашни чул катăкĕнчен пăрса ирттерет.

— Халĕ ĕнтĕ эп ялан санпа çӳреймĕп. Кăнтăрлаччен сан килтех ларма тивет. Халь эп шкул ачи.

— Юрĕ-çке, юрĕ, итлетĕп сана. Тухмăп ниçта та эс киличчен. Халĕ ĕнтĕ малалла хăв кай. Ахаль те нумайрах килтĕм пулас.

— Лиза, ав Костьăпа Женя та шкула каяççĕ. Эп вĕсемпе каяп малалла, юрĕ-и?

— Каях. Эп каялла васкамасăр кайăп.

— Ку çула эпир санпа темиçе хутчен те тĕрĕсленĕ.

— Юрĕ-çке, юрĕ, каях, — шăллĕне хулпуççинчен ачашшăн тĕртрĕ Лиза.

Аппăшĕн аллинчен вĕçерĕнсен Гриша малалла вĕçнĕ пек чупса кайрĕ. Лизăн вара киле таврăнас килмерĕ. Ăна темĕнле вăй вырăнтах тытса тăчĕ. Шăллĕне тепре сăмах хушса илес тесе ăна ятран чĕнчĕ — лешĕ сас памарĕ. Шавлакан ачасем хушшинче илтмерĕ те пулас аппăшĕн сассине. Сасартăк анат енчен машина сасси илтĕнчĕ. Ун сасси Лизăна вăл питĕ пысăк хăвăртлăхпа килнине туйтарчĕ. Лиза руль умĕнче ӳсĕр çын пулнине чĕрипе ăнланса илчĕ.

— Гриша! — кăшкăрчĕ вăл пĕтĕм ял илтмелле. — Гриша, хăвăртрах, машина килет.

Лиза хăйне шăллĕ илтменнине ăнланса малалла чупрĕ.

Юлташĕсемпе урам урлă васкамасăр каçакан Гриша аппăшĕн сассине илтсе каялла çаврăнчĕ. Пĕр самант анатран хăпаракан машина çине, унтан хăй патнелле ыткăнакан аппăшĕ çине пăхрĕ. Çав самантра ăна темĕнле вăй вырăна пăраласа лартрĕ тейĕн: арçын ача малалла та, каялла та утас тăваймарĕ. Кĕç аппăшĕ унпа танлашса ăна хыттăн тĕксе ячĕ, хăй айне турĕ.

Хĕрĕпе ывăлĕ машина айне пулнă тенине илтсен Виктор Ивановичăн аллинчи телефон трубки çĕре ӳкрĕ. Аньăна пĕлтерес темерĕ вăл инкек пирки. Мăшăрĕ тепĕр хутчен ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕрен шеллерĕ ăна. Чĕрепе аптăраканскер, çак хуйха тӳсеймесрен шикленчĕ.

— Мĕнле вĕсем? — пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ вăл. Унтан сĕтел хушшинче тĕрĕс-тĕкел ларакан ывăлне пырса ыталарĕ.

— Лиза ăçта? Кам таптарĕ?

— Кĕтеринсен Коли. Ӳсĕрччĕ вăл. Ăна милицисем илсе кайрĕç. Лиза, ав, вырăн çинче. Зоя аппа килсе укол турĕ ăна. Пичĕ юнланнă ун. Шур Ларивансен Костипе Женине больницăна илсе кайрĕç. Хытах аманнă вĕсем, — халĕ те чĕтреме чарăнман Гриша ашшĕ çумне йăпшăнчĕ.

— Турах çăлнă пуль вĕсене. Лиза чупса пырса тĕксе ячĕ тет Гришăна. Марук аппа Лизăн çамкине таса татăкпа сăтăрать. Ашшĕн чĕри, хĕрĕн шуранка сăнне курсан чиксе илчĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче хуйхине пайтах курма ĕлкĕрчĕ Лиза. Сусăрлансан тата малалла мĕнле пурăнĕ-ши? Çак шухăшсем канăç памарĕç ашшĕне. Эрнипех пăрăнмарĕ вăл хĕрĕ умĕнчен. Аня ĕçрен таврăнсан пĕр-икĕ сехет пек канса илет те каллех хĕрĕ умне пырса ларать. Тĕрлĕрен шухăшсем пырса кĕреççĕ аллă çулхи арçын пуçне. Пĕринпе ыр курмасан тепринпе те телей пулмĕ тени тӳрре килмерĕ уншăн. Виççĕмĕш арăмĕ Турă пӳрниех пулчĕ. Хăй те хуйхи-асапне чылай тӳснĕрен çынна ăнланма пĕлет Аня. Викторшăн вăл арăм çеç мар, пурнăçри чи шанчăклă юлташ. Унпа темĕн çинчен те калаçма пулать. Кирек хăçан та тĕрĕс шухăш пама пĕлет мăшăрĕ. Сакăр çул ĕнтĕ вĕсем шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Анчах инкекĕ кашни утасрах кĕтсе тăчĕ вĕсене. Лизăшăн Аня тăван амăшĕнчен те хаклăрах пулчĕ. Хăйĕн иккĕмĕш ачине те Виктор чылай ӳкĕтленĕ хыççăн çеç çуратма килĕшрĕ. Гришăна çуратсан Лиза мĕнле хурланса асапланнине каялла тавăрас килмерĕ ун. Лиза вара шăллĕне çăлас тесе хăйне те шеллемен ав.

— Витя, кайса кан-ха, эп ларам пĕр каç ун патĕнче, — анаслакан мăшăрне пырса ыталарĕ Аня.

— Çук-çук, сан канмалла. Лиза вăраннă чухне ман кунта пулмалла.

Виктор хĕрĕн ыратăвне хăй илĕччĕ май пулсан. Хăйĕн куçĕсене парĕччĕ ăна. Анчах ун пек тума май çук çав пурнăçра. Харпăр хăй лавне харпăр хăйĕннех туртмалла. Сулнăксем пулсан та малаллах шумалла. Хăв кăшт чарăнса канас тесен те чарăнмĕ лаву — малаллах шуçĕ.

Çав вăхăтра Лиза хăйĕн шăмшакĕ çăмăлланса кайнине туйрĕ. Акă вăл вĕçет пек. Шурă акăш пек: çуначĕсем пĕрре çӳлелле çĕкленеççĕ, тепре аялалла анаççĕ. Умра вара çутă пĕлĕт. Гриша вуласа паракан калавсенче вăл янкăр кăвакчĕ, халĕ çутăрах пек. Чим, кайăк йăви мар-и çав пĕлĕтре? Çапла, кайăк йăви. Анчах темшĕн вăл витĕр курăнать. Мĕнле кайăк пурăнать-ши унта? Ăçтан лекнĕ вăл пĕлĕт çине? Чим, ку мĕскер? Ку çын. Лиза пекех вăл пĕлĕтре вĕçет. Кам эсĕ, этем? Ăçталла вĕçетĕн? Лиза мĕнпур çуначĕсене авăсса çав этем патнелле вĕçрĕ. Акă вăл. Çывăхрах. Кам эсĕ?

— Лиза, эп сан аçу, хĕрĕм.

— Атте? — тĕлĕнчĕ хĕр. — Эп пĕлнĕ эс çавăн пек хитрине. Сухаллă. Мĕншĕн хырăнмастăн. Эс яланах ĕçе кайиччен хырăнаттăнччĕ-çке?

— Хырăнаймарăм çав, — айăпа кĕнĕн хуравларĕ ашшĕ.

— Атте, эпир кайăксем-и, эпир вĕçетпĕр-и?

— Çук, хĕрĕм, эпир çĕр çинчех. Чим-ха, Лиза, эс ăçтан пĕлетĕн эп сухал хырманнине, эс... — ашшĕ кĕç «суккăр» тесе ярасран хăйне аран тытса чарчĕ. — ... курмастăн вĕт? Мĕн терĕн эс? Тепĕр хут кала!

— Ăçталла вĕçетпĕр терĕм?

— Çук, ун пирки мар, сухал пирки кала!

— Мĕншĕн сухална хырмастăн, эс кун пек ватă курăнан терĕм.

— Сестра, сестра! Хăвăтрах! Кунта! — çак сас Лизăна шартах сиктерчĕ. Хĕр патнелле вĕçекен этем сăнарĕ хăвăрт куç умĕнчен сирĕлчĕ. Хĕр малалла вĕçрĕ. Умра каллех шуранка пĕлĕт курăнчĕ тата шăтăк кайăк йăви.

— Сестра, вăл курать! Эп сухал хырманнине курчĕ! — пĕлĕтри этем сăнарĕ каллех Лиза умне вĕçсе килчĕ.

— Куçĕсем уçăлнă, анчах кăшт çеç. Халлĕхе мĕн те пулин çирĕплетсе калама хĕн. Наркозран вăрансах çитмен-ха. Операци хăвăрт иртрĕ пулин те савăнма иртерех. Ирччен кĕтер-ха.

— Сестра, çав кĕтесри мĕнле кайăк вăл? — вĕсем çине сенкер куçĕсемпе пăхрĕ Лиза.

Вăтам çулсенчи сестра хĕрĕн шуранка питне сăнарĕ, вăл кăтартакан вырăна пăхрĕ. Анчах эрешмен картисĕр пуçне нимĕн те курмарĕ.

— Каларăм сире курать тесе. Лиза, Лизенька, куратăн-и эс мана? Эп сан аçу.

— Куратăп.

— Наркоз иртмен-ха унăн. Ыран ир врачсем пăхĕç. Халь ан шавлăр, ыттисем вăранĕç.

Медсестра килсе укол тунă хыççăн Лиза лăпкăн çывăрса кайрĕ. Виктор хĕрĕн аллине хăй аллинчен ямарĕ. Мĕнле çавăн пек лăпкă пулма пултараççĕ сестрасем? Унăн хĕрĕ вунвиçĕ çултан куракан пулчĕ! Кунтан пысăк савăнăç пур-ши ашшĕшĕн. Вĕсем вара лăпкăн çеç: «Ан тив, çывăртăр, эс те çывăр», — терĕç те хăйсем те çывăрма кĕрсе выртрĕç. Викторăн вара пĕтĕм тĕнче илтмелле хĕрĕ куракан пулни çинчен кăшкăрас килет.

Икĕ сехет çурă кĕтрĕ ирхине Виктор врачсем хĕрĕн палатинчен тухасса. Палатăра мĕн калаçнине пĕлес тесе сестрасем патне пычĕ. Анчах лешсем çăвара шыв сыпнă тейĕн: нимĕн те шарламарĕç. Кĕç Виктор Иванович хĕрне каталкăпа тĕксе тухнине асăрхарĕ.

— Ăçта илсе каятăр? Мĕн пулчĕ? — сисчĕвленчĕ ашшĕ.

— Савăнмалли çеç. Ятарлă палатăна кайса тĕрĕслесшĕн. Куракан пулать сирен хĕр, ашшĕ.

Уйăхран хĕрĕн куçĕсем йăлтах уçăлса çитрĕç. Кĕнеке çинчи саспаллисене те асăрхакан пулчĕ вăл. Гриша хыççăн вĕсене сăмахсене пĕрлештерме тăрăшать. Аппăшне мĕн те пулин вĕрентме пултарнăшăн Гриша калама çук хĕпĕртерĕ. Хăй чĕрĕ юлнăшăн ăна тав тумаллине пĕлет вăл.

— Ӳсĕрпе руль умне ларнăшăн, çынна таптанăшăн Кĕтеринсен Колине хупрĕç. Пирĕн ăна тав тумалла Лиза куракан пулнăшăн. Костьăпа Женьăна шел, паллах. Çамрăклах иккĕшĕн те уксахласа çӳреме тивет, — каçхине авари пирки сăмах пуçарсан пăшăрханса калаçрĕ Виктор.

— Эрехе пула мĕн чухлĕ çын инкек тӳсет пулин те алла çавăн еннеллех яратпăр. Эпир те санпа пĕр вăхăт ун серепине çакланнăччĕ. Юрать-ха Турă тĕрĕс çул кăтартрĕ пире — вăхăтра унран хăпрăмăр.

— Ялта миçе çын ĕнтĕ ĕçкĕпех пĕтрĕ. Кĕтеринсен Коли пиркиех-ха эп. Салтакран таврăнсан мĕнле чипер ачаччĕ. Ун чухне пиччĕшĕ хыт ĕçетчĕ ун. Эп пичче пек пулмас, тӳрех ĕçе вырнаçап, авланса çĕнĕ пӳрт лартап тет. Эп пиччĕшне, Çеруша, вăрçса та илтĕм ун чухне сан шăллу санран ăслăрах тесе. Ик çул пурăнчĕ-и Коля — ĕçме пуçларĕ.

— Юлташĕсем пĕтерчĕç, — калаçăва хутшăнчĕ Марук аппа та. Килте пĕччен кичем тесе кашни каçах кӳршисем патне каçса ларать вăл халь. — Комбайнер Иван та арăмĕ ача çуратнă чухне вилсе кайнă хыççăн ĕçсе кайрĕ те чарăнаймарĕ. Шупашкарах хунă тет больницăна. Пĕверĕсем йăлт пĕтнĕ терĕç.

— Ĕçнĕ вăхăтра анчах лайăх. Кайран çапса хуçать çав. Ĕмĕр çапла вăйпитти, сывлăхлă пулатпăр тесе шутлатпăр пулĕ те, пурнăç хăйĕннех тăвать.

Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ Аньăн. Куç умĕнчен çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă йăмăкĕн сăнарĕ каймарĕ. Утмăлтурат çеçки пек Марине аппăшĕ çине айăплăн йăл кулса пăхнăн туйăнать.

— Эй, вăранăр! Пушар! — чӳречерен шакканă сас кĕтмен çĕртен пулнăран Аня шартах сикрĕ.

— Виктор, тăр часрах! Вера аппасен килĕ çунать. Рити каçхине ӳсĕрччĕ, каллех тем тунă ĕнтĕ.

Вĕсем çитнĕ çĕрĕ пӳрчĕ çунса та пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Маларах килнисем пĕверен шыв йăтаççĕ. Виктор та ватăрах кинемейрен витрине илсе пĕве хĕррине чупрĕ.

— Ăçтан тухнă пушарĕ? — аякра тăракан хĕрарăмсенчен ыйтре Аня.

— Верандинчен.

— Унтан çеç мар, виçĕ çĕртрен тухнă. Такам чĕртсех янă пулмалла.

— Ритине шырама темиçе те кĕчĕç — тупаймарĕç. Каçхине килтехчĕ тет. Çунса кайман пулсан пырĕччĕ, этем çапах та.

— Çав кирлĕ ăна, тепĕр тесен. Йытта йытă вилĕмĕ. Миçе хĕрарăм хур курмарĕ уншăн.

Хĕрарăмсем калаçнине итлесе тăракан Аня сасартăк сарай пулнă вырăнта такам ĕмĕлкине асăрхарĕ. Хыпăнса шыв йăтакансем çине вăл тăрăхларах кулса пăхать.

— Тĕлĕнмелле... Пушар тухиччен темиçе минут маларах Машуксен чӳречинчен такам шаккарĕ тет. Кӳршĕсем çунаççĕ, тăрăр, асту хăвăр та çунса каятăр тесе кăшкăрчĕ тет. Машук ывăлĕпе урама тухса пăхрăмăр — нимĕн те курмарăмăр терĕ. Такам пустуй хăратса çӳрет тесе кĕрсе выртрăмăр тет. Унтан çынсем кăшкăрнипе каллех урама чуса тухрăмăр терĕ.

Çынсен калаçни йăлтах хăлхана кĕчĕ пулин те Аня çав ĕмĕлкене сăнама пăрахмарĕ. Хăйне çынсем асăрхасран шикленет пулас: пĕччен ларакан хурăн хыçĕнчен вăрттăн пăхать. Кĕçех вăл Аня хăй çине пăхнине асăрхарĕ. Унтан пĕшкĕнсе çĕр çинчен темскер илчĕ те хыçалалла чуптарчĕ.

Чылайччен калаçрĕç ялта пушар пирки. Милици уйрăмĕнче ĕçлекенсем тĕпчемен çын юлмарĕ пулин те ялта ун сăлтавне пĕлеймерĕç. Рита виллине пушара сӳнтерсен çеç çунăк пĕренесем айĕнчен туртса кăларчĕç. Юнашарах тепĕр çын кĕлетки. Йăлт çуннă пирки паллакан пулмарĕ ăна. Ялта çухалнă çынсем çукран Рита таçтан аякран çĕнĕ «савни» тупнă пулĕ терĕç. Вера аппана пытарнинчен те сахалрах халăх пуçтарăнчĕ вĕсене пытарма. Виктор Ивановичпа Сидор Васильевич хĕтĕртнипе çеç пычĕç.

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: