Ылтăн хутаç
Ку ĕç пулнă пит авал.
Карчăккипе старикки
Мул таврашĕ çук пирки
Панă виличчен халал,
Икĕ ывăлне пĕр тан
Килĕшсе пĕр çăвартан,
Туслăн иккĕш пурăнма,
Пĕр-пĕрне шав пулăшма.
Асли ĕçчен пулнăран
Пуйнăçем - пуйса пырать.
Кĕçĕнни ĕç юратман,
Нишлĕ çавăнпа юлать.
Кĕçĕн ывăлĕ Йăван,
Нихăçан пĕр ĕç туман.
Хăйĕн тăхăр ывăлне
Тăрантма тупман мелне.
«Мĕншĕн чухăн пурăнап?
Акма вăрлăх тупаймап?» -
Шухăша пĕрре каять,
Мул пухма кĕçех шутлать.
Шанмалла халь çынсене.
Çӳресе ыйткаласа,
Пĕр пăт пăрçа вăрлăхне
Хатĕрлерĕ, тет, пухса.
Çуркунне те кĕç çитет.
Ашшĕ-амăш халалне
Астутарса пиччĕшне,
Ак çапла каларĕ тет:
«Кĕç çĕр сухаламалла,
Пар, пичче, хăв лашуна..
Çĕнĕ тырă тумалла,
Пулăш акма пăрçана.
Çын пĕрле пурăнмалла,
Пур – пĕрле, çук – çурмалла», -
Килĕшеççĕ ик тăван.
Урăх епле пурăнан?
Пиччĕш акма пулăшать,
Чиперех пăрçи шăтать.
Шăллĕн чунĕ савăнать,
Пысăк шанчăк çуралать.
Çак Йăван пĕр ирхине
Пăрçине пăхма килет.
Пăрçи лайăх ӳснине
Пиччĕшне час пĕлтерет.
Тепринче кайса пăхать:
Ун ани шап-шурă тет.
Çеçкере пăрçа ларать -
Çавăншăн пит хĕпĕртет.
Виç кунран ани çине
Кятьте, хыт тарăхать,
Пăрçине тăм тивнине
Курсан - выртса макăрать.
Тытăнать тарăхнипе
Ку Тăма хăвалама.
Тăрăшать пур вăйĕпе
Çак сиеншĕн тавăрма.
Пĕр канми хăваласан,
Çак Тăма кĕç çухатать.
Пур çĕрте те шырасан,
Инçетре тин асăрхать:
Тăм пĕр тунката çинче
Сухал тураса ларать.
Йăван ун сухалĕнчен
Çавăрса илсе лăскать:
«Санăн сӳс пек сухална
Кăларап тăпăлтарса.
Хăвшăн хаклă тупруна
Ярăп çилпе салатса».
«Ан тив-ха мана, Йăван,
Парăп пĕр хутаç сана.
Ун пекне никам курман, -
Нумайлатĕ апатна.
Кай килне, ачусене
Ларт сĕтелĕ хушшине.
Хутаçна силлесенех –
Пулĕ сĕтел туллиех».
Йăван килне таврăнсан,
Силлесен çак хутаçа,
Хăй куçĕпе - хăй курсан
Алчăратнă куç- пуçа.
Мĕн кирли пурте умра,
Тăп - тулли сĕтел çинче.
Пур апат кирлĕ таран
Халĕ унăн килĕнче.
Ак çапла Йăван пуять.
Пиччĕш ăмсанса калать:
«Хăвăн çĕтĕк хутаçна
Пар улăштарса мана.
Парăп эп сана капан,
Эс мана хутаç паран.
Ун чух ĕмĕр ыр куран,
Пулăн пуянран - пуян».
Иртеймерĕ пĕр çул та -
Çук хайхи капан умра.
Çитеймерĕ çак мул та, -
Çемье каллех çуклăхра.
Тепре пăрçа аксанах
Тăм каллех çапса каять.
Ку нушана курсанах,
Çак Тăма Йăван шырать.
Тăмĕ халь те вăрманта
Тунката çинче ларать.
Уншăн шур сухал тата
Тем пек хаклă туйăнать.
Тураса ларнă чухне
Ярса илсе сухалне.
Пĕлтерет тарăхнине,
Хăй калас тенисене:
«Мĕншĕн манăн пăрçана
Кайрăн тустарса каллех?
Тăкака сапла халех,
Унсăр çăлăп сухална».
«Каçарсам, Йăван, сана
Ылтăн хутаçа парам.
Намăса ан кӳрт мана,
Çын мăшкăлĕ ан пулам».
Йăван ылтăн хутаçне
Килне илсе таврăнать.
Силлесессĕн хайхине
Ак,вун ик салтак тухать.
Тытăнаççĕ ун чухне,
Килхуçи ачисене
Саламатсемпе хĕртме,
Юлхавсене ăс кĕртме.
Çак Йăван салтаксене
Чикрĕ тет те хутаçа,
Леçрĕ - пачĕ пиччĕшне,
Хытă чунлă ултавçа.
Пиччĕш ылтăн хутаçне
Илнипе пит савăнса,
Пухнă та пуянсене
Хăналас тет юп курса.
Силлесессĕн хутаçа
Ак, вун ик салтак тухать.
Тĕлĕнсе каять хуçа,
Ним тума та аптăрать.
Тытăнчĕç килнисене
Саламатпа çунтарма.
Хăнисем тепĕр кунне
Шут тытаççĕ тавăрма.
Йăванпа ун пиччĕшне
Суда килме чĕннĕ тет,
Йăван ылтăн хутаçне
Çумра çакса килчĕ тет.
Суд пуçланнă - пуçланман
(Кăна никам ăнланман),
Çак Йăван хăй хутаçне
Силлет тӳресен умне.
Вуник салтак хутаçран
Ак, каллех сиксе тухсан,
Тытăннă тет ун чухне
Тăн пама тӳресене.
Халь Йăван салтаксене
Юриех чармарĕ тет.
Хайхисем тӳресене
Вĕлерсе пĕтерчĕç тет.
Ултав ырă кăтартмасть,
Пурнăçра нуша кӳрет.
Юлхав çын та пуяймасть,
Чухăн пурăнсах вилет.
Шухăшсем
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...