Савтерпе Сайте
Сайтене савать Савтер,
Чун-чĕререн, çавхатер.
Ку пулайнă ĕнтĕ ĕлек —
Хыврăм эп унта кĕпер.
Ваттисем каланине,
Çитĕнсен хам курнине
Çĕн ăру валли çыратăп
Пурнăçра чи кирлине.
Пĕрремĕш сыпăк
Кивĕ чăваш ялĕнче
Ашшĕн хăтлă килĕнче
Пурăннă Сайте, хитре хĕр,
Пурте пулнă умĕнче.
Ир пулать те каç пулать,
Ӳссе çитнĕ вашават.
Малалла пĕр вĕçĕм вăхăт
Сисĕнмесĕрех шăвать.
Çурхи каç тухать вăййа,
Шӳлкеме çакать мăя.
Илĕртеççĕ шăнкăр-шăнкăр
Çутă тенкисем, иййа!
Пичĕ-куçĕ ун — çырла,
Ĕç-тытать юрла-юрла.
Тыр вырма ял-йыш тухсассăн
Аллинчен ямасть çурла.
Тупăнать ăна валли
Çитĕнсе çитсен варли.
Ку — Савтер, ялти сар каччă —
Пурнăçра вăл чи кирли.
Çавнашкал шутлать Сайте.
Пулнă ĕлĕк, халĕ те
Юрату — асамлă туйăм,
Вăл пурришĕн хĕпĕрте.
Савтер савнă Сайтене,
Тенкĕллĕ чăваш хĕрне.
Калама та çук юратнă
Вĕсем иккĕш пĕр-пĕрне.
Вăхăт шунă майĕпен,
Сайте сăмах панипе
Чăваш туйĕ кĕр-кĕрленĕ
Ялта кĕр мăнтăрĕпе.
Туй вăл — авалхи йăла,
Туй — асамлă япала
Савăннă телейлĕ мăшăр
Çав кун пĕтĕм ялпала.
Туй кĕрлет те туй иртет,
Ĕçлĕ кун килсе çитет.
Çамрăк мăшăр йывăр пурнăç
Лайăхланасса кĕтет.
Ир те каç вĕсем хирте,
Ĕç кĕтет куллен килте.
Ку йĕрке вĕçĕ-хĕррисĕр
Авалтан пырать пирте.
Ун чухне те пĕр килте
Çамрăк Савтерпе Сайте
Алла-аллăн пурнăç тунă,
Ӳркенмен иккĕшĕ те.
Шăпах тăхăр уйăхран,
Килнĕ хыççăнах уйран
Сайте-кин çуратнă ывăл,
Телейли пулман унран.
Савнă мăшăрĕ Савтер
Хĕпĕртенĕ çавхатер.
Ывăл ӳснĕ ырă-сывă,
Ятне хунăскер Уххер.
Тата мĕн кирлĕ ара
Çамрăк савнă мăшăра?
Кун кунланă ирĕн-каçăн
Ача пăхнă хушăра.
Хапсăнман Савтер мула,
Пурăннă çукла-пурла.
Мĕн пурри те çитĕ тенĕ,
Аллине тытса çурла.
Иккĕмĕш сыпăк
Анчах пач кĕтмен çĕртен
Вирт ярать тăшман çӳлтен.
Вут-вăрçа патвар Савтер те
Ăсанать тăван килтен.
Вăл каланă:
— Кĕт мана...
Пуçне уснă кăшт кăна.
Тупа тунă та ăсаннă
Тавăрмашкăн тăшмана.
Çав самант уй хапхинче.
Кин тăрса юлать пĕччен.
Аллине сулать пĕр вĕçĕм
Лав куçран çухаличчен.
...Вăрçă-харçă чарăнмасть,
Сăхă тăшман парăнмаст.
Çĕршыври инкек-синкекĕн
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Çитнĕ ахăр самана...
Кушак пуçлă тăмана
Сĕм çĕрле килсе уланă —
Ырра мар, тамашана.
Çук, пулманччĕ кун пекки
Халиччен, екки-мекки!
Сĕм çĕрле Сайтен, пĕлетĕр, —
Хăпăнать сехре пăкки.
Ун чĕри улталаман,
Тăмана ахаль ларман —
Вăрçăра пуçне-мĕн хунă
Мăшăрĕ, хăтăлайман.
Пĕр синкерлĕ ирхине
Аякри чăваш ялне
Вилĕм хучĕ килсе çитнĕ,
Çурса Сайте чĕрине.
Вăл хӳхленĕ:
— Ах-та ах!..
Палăртман çынна çапах.
Ывăлне пĕччен ӳстернĕ.
Кам шутланă? Тур, çырлах!..
Виççĕмĕш сыпăк
Вăхăт — ĕмĕрхи хăват,
Вăхăт хăйĕннех тăвать.
Аркатать те вăл, сиплет те —
Йăлт вăл хушнă пек пулать.
Вăхăт ĕçĕ — малалла,
Мĕн пӳрнине курмалла.
Майĕпен чĕре суранĕ
Сипленсе юсанмалла.
Ир пулать те каç пулать,
Мĕн пулни хыçа юлать.
Манăçмасть Сайте суранĕ,
Вăл çаплах сайра кулать.
Хăй çаплах хĕр пек хитре,
Хĕвел сăнлă сан-питре
Вăй вылять шевле пек çутă,
Хăтлăха упрать пӳртре.
Ахаль мар пуль Сайтене,
Тăлăх арăм инкене
Куç хывать ялти яш каччă,
Илет унăн тинкине.
Каччă ячĕ Утриван,
Савтере тивет тăван.
Кĕçĕнрех кăна пăртакçă,
Пур енчен те вăл аван.
Сăн-питрен хитре, маттур,
Ик аллинче вăй ун пур.
Арçынна тата мĕн кирлĕ?
Унпала эс курмăн хур.
Ӳснĕ ял çинче йăваш,
Питĕ кăмăллă чăваш.
8ул çитменнипе çех юлнă
Салтакран каччă тавраш.
Вăт çав çамрăк Утриван
Тĕл пулсассăн ăнсăртран
Канăçне йăлтах çухатнă.
Юратсан эс мĕн тăван?
Сас-хура тухать яла.
Тен, чăнах туй тумалла?
Ĕмĕртен пĕрле пулмашкăн
Хушнă авалхи йăла.
Сайте ямасть яхăна,
Хирĕçлет Утривана.
— Эсĕ — çамрăк. Мансăр пуçсăр
тупăн, — тенĕ вăл ăна. —
Ăнлансам мана хăвах:
Тен, Савтер çаплах сывах?
Эп ăна кĕтмешкĕн тивĕç,
Кĕтсе илĕп çав-çавах.
Чирлĕскер юратупа,
Утриван тăвать тупа:
— Эсĕ çеç мана, — тет, — кирлĕ
Утма пурнăçри çулпа.
Сансăр манăн пурнăç çук,
Чĕре сиксе тапнă чух
Никама та сана памăп,
Чăн та, чĕре тапнă чух.
— Ан васка тупа тума, —
Хуравлать Сайте ăна. —
Тĕрĕсле малтан эс тĕплĕн
Туйăмна тата хăвна.
Пурнăç сакки сарлака,
Вăл пăхма кăна яка —
Тавăрать Сайте ытарлăн
Вĕри чунлă çамрăка.
— Ман Ухтер ывăлăм пур,
Ав, епле чупать вăл, кур!
Кам пĕлет мĕн пулса тухĕ?
Мансăр курĕ вăл хĕн-хур.
Чĕри çуннă яхăнта
Лăпланма ăçта унта!
Утриван калать: — Вăл пулĕ,
Тăван ывăл пек, йăлтах.
Утривана, каччăна,
Сайте ямасть яхăна.
Малалла каллех пĕчченçĕ
Юлать Ухтерпе кăна.
Вăхăт пĕлĕт пек иртет,
Сайте мăшăрне кĕтет.
Хуйхăпа хитре сăн-пичĕ
Кунсерен шурса типет.
Тăваттăмĕш сыпăк
Ир пулать те каç пулать,
Вăхăт хăйĕннех тăвать.
Каччă пурнăçĕнче урăх,
Çĕнĕ тапхăр пуçланать.
Утриван кĕç авланать,
Çамрăк арăм туянать.
Малтанхи чĕре суранĕ
Сисĕнмесĕр лăпланать.
Ял вĕçĕнче халĕ те
Пурăнать пĕччен Сайте.
Ухтер ывăлĕ ăсаннă,
Ӳссе çынна çитнĕ те.
Пурăнать таçта ютра,
Те вăл сывă ку хута,
Те сыв мар, пĕлмест никам та,
Амăшĕн чĕри — вутра.
Сайте çунать ир те каç,
Вăт сана, пыр та калаç!
Хуйхăпа чире вăл кайнă,
Пулăшмасть ни йыш, ни влаç.
Ăçта тейĕр Утриван?
Унăн мăшăрĕ ăнман.
Сăйте инкекре чухне вăл
Урине ярса пусман.
Арăмĕ кӳлешнипе,
Чун-чĕри чулланнипе
Ун патне çулне пач маннă —
Супнă хăиĕн нушипе.
Пĕрреччен Сайте кӳрши
Пырса кĕнĕ: — Хăй пур-ши?..
Çук, пулман хуравĕ унăн,
Çапнă кӳ! виле шăрши.
Çаплалла пĕччен Сайтен
Чунĕ кайнă пĕлĕте.
Хăйпеле пĕрле ăсаннă
Çĕр çинчи асапĕ те.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...