Успенди


Вылякансем:

Успенди, Успенди амăшĕ Анеле — Карпас планета çыннисем;

Эльза — 5-мĕш класра вĕренекен хĕр ача, 12 çулта;

Эдик — Эльзăн пиччĕшĕ, 14 çулта;

Эльзăн асламăшĕ — 78 çулта.

Салтаксем

Урталак патша

Миникат — çар пуçĕ

Пьесăри ĕçсем 31-мĕш ĕмĕрте пулса иртеççĕ.

 

1-мĕш курăну

Пӳлĕм. Каç. Чӳрече витĕр çăлтăрлă тӳпе курăнать. Алтăр çăлтăр чӳрече тĕлĕнчех. Эльзăпа Эдик пӳлĕмре хăйсем кăна. Эльза тӳпене пăхса, тарăн сывлăш сывласа.

 

Эльза. Алтăр-çăлтăр — çич çăлтăр, çиччĕ каласан сăвап пултăр…(Пӳрнисене хуçлатса пырать, 5 каласан чарăнать).

Эдик. Пиçмерĕ, пиçмерĕ... Тытăнмалăх та çукчĕ. (Тӳпенелле кăтартса). Пăх-ха, пăх, Эльза, çăлтăр ӳкрĕ.

Эльза. Тӳпере мĕн чухлĕ çăлтăр, çавăн чухлĕ чăваш теççĕ. Мĕн тери анлă, илемлĕ çӳлти тĕнче…

Эдик. Улăхса курасчĕ-çке унта….

Эльза. (Йĕкĕлтесе) Улăхса курасчĕ....

Эдик. (Хирĕç) Алтăр-çăлтăр — çич çăлтăр..

Ачасем пĕр-пĕринпе алхасаççĕ, кулаççĕ.

Эльза. Эдик, çӳлте-çӳлте Карпас ятлă планета пур. Унта пысăк хăлхаллă, пĕчĕк сăмсаллă, пĕр куçлă, икĕ ураллă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем пирĕн пекех шкулта вĕренеççĕ, пысăккисем — ĕçлеççĕ. Чи пĕчĕккисем ача садне çӳреççĕ. Фабрик-заводсем те унта чылай.

Эдик. Эльза, эсĕ ăçтан пĕлетĕн? Кайса курман пуль те?

Эльза. Кайса курман та, çапах та унта пурăнакан каласа панине илтнĕ.

Эдик. Ăçта каласа панă вăл сана?

Эльза. Паркра. Вăл унта карапĕпе анса ларнăччĕ. Эсĕ никама та

каламăн-и?

Эдик. Çук. (Пуçне суллать)

Эльза. Вăл Успенди ятлă. Манпа пĕр çултах. Мана вăл хăйсен планетти çине илсе кайса кăтартатăп терĕ. Тепĕр икĕ кунтан вăл ман çуралнă куна килет. Эпĕ вара ун çинчен асаннене, аттепе аннене мĕнле каласа памалла-ши тесе шутлатăп.

Эдик. Мана та паллаштаратăн-и унпа? Манăн та унта кайса курас килет.

Асаннене, аттепе аннене ун çинчен каласа парăпăр-ха, ан кулян.

Асламăшĕ кĕрет.

Асламăшĕ. Ай-ай-ай. Çывăрма вăхăт çитнĕ, эсир çаплах пăшăлти пăтти пĕçеретĕр.

Эльзăпа Эдик лăпланса асламăшĕ патне пыраççĕ.

Эдик. Асанне, эсĕ хăçан та пулин ют планета çыннине курнă-и? Пирĕн Эльза курнă.

Асламăшĕ. Курман. Ăçта курас-ха манăн вĕсене? Карпас планета кунтан пит инçех те мар теççĕ. Эльза, эсĕ ăçта курнă вĕсене?

Эльза. Уйăх каялла парка уçăлма кайнăччĕ. Унта курма тӳр килчĕ.

Асламăшĕ. Çывăрма вăхăт, пепкемсем. Эдик, хăвăн пӳлĕмне каятăн пуль.

Эльза, эсĕ те вырт атя. Икĕ кунтан санăн çуралнă куну. Кама-кама чĕнес тетĕн-ха?

Эльза. Юлташсене, тăвансене тата Успендине.

Асламăшĕ. Успенди? Эпĕ ăна паллатăп-и?

Эльза. Çук, эсĕ ăна нихăçан та курман.

Асламăшĕ. Вăхăт çитсен курăпăр-ха. Ырă каç пултăр.

Эльза. Ырă каç пултăр, асанне.

Асламăшĕ тухса каять.

2 курăну

Карпас планета çинче. Успендипе унăн амăшĕ пахча шăвараççĕ.

Анеле. Ывăлăм, эсĕ мĕншĕн салху? Мĕн те пулсан пулман пуль те?

Успенди. Нимех те мар, анне. Эпĕ сана калас та теменччĕ, анчах каламасан та май çук пуль.

Анеле. Кала, мĕн каласшăн?

Успенди. Уйăх каялла эпĕ уçăлма тухнăччĕ. Инçетре-инçетре питĕ илемлĕ планета куртăм. Çавăнтах çитсе курма шутларăм. Çĕр-планета иккен вăл. Унта пирĕн планетăринчен те илемлĕрех, Тӳпи сенкер, шывĕ кăвак, йывăçĕсем те пирĕнни пек сарă мар, симĕс тĕслĕ. Урамĕсенче тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ӳсеççĕ. Чĕрчунĕсем те, ӳсентăранĕ те пачах урăхла. Унта эпĕ, анне, пĕр хĕрачапа паллашрăм…

Анеле. (Успендие пуçĕнчен шăлса) Килĕшрĕ эппин вăл сана?

Успенди. Ăхă! Унăн икĕ кунтан çуралнă кунĕ. Саламлама каяс тетĕп — сăмах патăм. Анчах мĕнле йышăнĕç мана унта? Çакăн çинчен эпĕ ун чухне шутламан та.

Анеле. Ăнланатăп сана, ывăлăм. Вăл планета, чăнах та, питĕ хитре. Ахаль мар çав планета çине 29 ĕмĕртех тапăннă пулнă пирĕн çынсем.

Успенди. Эпĕ ун çинчен нимĕн те пĕлместĕп, анне. Мĕншĕн каласа паман эсĕ мана ун çинчен?

Анеле. Эпĕ хам та лайăхах пĕлместĕп. Мана мăн асанне каласа панăччĕ. Ун чухне нумай çын вилнĕ тет. Çĕр-планета çинчисем çĕнтернĕ тет. Килĕшӳ тунă чухне пирĕн планетăрисем унта урăх ура ярса пусмалла мар калаçса татăлнă тет. Ывăлăм, мĕн сĕтĕрсе кайнă сана унта? Эсĕ унта кайнине пĕлсен кунта шăв-шав пуçланĕ. Çав килĕшĕве пурнăçланине пирĕн патша, Урталак, тимлĕ сăнаса тăрать тет. Мĕн калăпăр-ха эпир ăна?

Успенди. Эпĕ сăмах панă. Манăн унта каймаллах. Тепре курмаллах манăн Эльзăна.

Каласа памаллах эсĕ мана каланине. Вăл та нимĕн те пĕлмест пулмалла.

Пĕр вăхăт хушши шăп тăраççĕ.

Анеле. Юрать. Мĕн пулни пулнах ĕнтĕ.

Сассем илтĕнеççĕ. Сцена çине салтаксем тухаççĕ. Вĕсен асли – Миникат.

Миникат. Анеле, сирĕн ывăлăр Çĕр-планета çинче пулнă. Ху та пĕлетĕн пуль? Успендие патша хăй патне илсе килме хушрĕ.

Анеле. Хăйне кăна ямастăп, хам та пĕрле пыратăп.

Тухса каяççĕ.

 

3 курăну

Патша патĕнче. Сцена варринче Урталак ларать. Ун йĕри-тавра салтаксем.

Анелепе Успендие илсе кĕреççĕ.

Миникат. Эсир хушнипе Анелепе Успендие илсе килтĕмĕр. (Пуç таять)

Урталак. Успенди, мĕнле хăйнă эсĕ никамран ыйтмасăр Çĕр-планета çине кайма? Кам ăс панă сана? Санăн мăн аслаçу пĕрремĕш хут çав планетăна кайса çав планета илемĕпе киленнĕ теççĕ. Кунти çынсене унта кайса курма хистенĕ теççĕ. (кăштах ларсан) Кала-ха, Успенди, чăнах та питĕ хитре-и унта?

Успенди. Хисеплĕ патша, мана çав планета енне чун туртрĕ. Унта, чăнах та, питĕ хитре. Сип-симĕс вăрмансем, çӳллĕ сăрт-тусем. Сăртсем тăрринче шап-шурă юр, çав вăхăтрах çарансем çинче симĕс курăк, сарă, кăвак, хĕрлĕ, сенкер чечексем. Хитре саслă кайăксем, тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕр чунсем... Ялсем, хуласем, …шывсем. Ытармалла мар çыннисем…

Урталак. Анеле, эсĕ мĕн калăн?

Анеле. Хисеплĕ патша, Успенди манăн кăмăла çавăрнă ĕнтĕ. Çĕр-планета çине вăл усалпа кайман. Татах та кайма сăмах панă вăл. «Сăмах парсан-тытмалла» тесе вĕрентетĕр эсир те пире.

Урталак. Эсĕ — амăшĕ. Мĕн калани пурте тĕрĕс санăн. (Успендие) Мĕнле салтавпа каяс тетĕн Çĕр çине?

Успенди. Манăн унта паллакан хĕрача пур. Вăл Эльза ятлă. Икĕ кунтан унăн çуралнă кунĕ. Саламлама каяс тетĕп.

Урталак. Мĕнех. Мĕн парнелес тетĕн?

Успенди. Шутламан-ха. Чечек çыххи, илемлĕ шăрçа… мĕн те пулсан парнелĕп.

Патша кулсах ярать.

Урталак. Чаплăрах парне хатĕрлĕпĕр. Космос карапĕ уншăн лайăх парне пулĕ. Иксĕр çапла пĕр-пĕрин патне çӳресе, тен, икĕ планетăна мирлешме пулăшăр?

Успенди. Тавах, хисеплĕ патша.

Анеле. Эсир ырă тунине нихăçан та манмăпăр.

Урталак. Чипер кайăр, салам калăр.

 

4 курăну

Çĕр çинче. Эльза чупса çӳресе сĕтел çи майлать. Юрă ĕнĕрлет. Юрри тунсăхлă.

Эльза. Питĕ пăлханатăп паян. Çуралнă куна Успенди килет-ши? Асанне, атта-анне еплерех йышăнĕç ăна. Юлташсем мĕн калĕç.

Эдик кĕрет.

Эдик. Çуралнă куну ячĕпе саламлатăп сана, Эльза. (Чечек çыххи парать, чуптуса илет)

Эльза. Тавах, Эдик.

Эдик. Мĕншĕн салхуллă эсĕ? Успенди пирки-и?

Эльза. Çапла. Пĕрре те пуçран тухмасть... Мĕнле йышăнĕç ăна кунта?

Эдик. Ан кулян, кăна эпĕ хам çине илетĕп. Пурне те малтанах каласа ăнлантаратăп.

Ăнланаççĕ вĕсем. Аттепе анне те ăнланма тивĕç. Эпĕ хама Успендипе палашă пекех туятăп. Мĕнле шутлатăн, Эльза, Успендипе Интернет урлă çыхăну тытма пулать–ши?

Эльза. Пĕлместĕп çав. Ун çинчен калаçман. Паян килес пулсан адресне ыйтăпăр.

Эдик. Юрать эппин. Эпĕ лавккана кайса килем-ха.

Тухса каять. Асламăшĕ килсе кĕрет.

Асламăшĕ. Сĕтелçи хатĕр тесен те юрать. Маттур, хĕрĕм, аннӳ ĕçрен килнĕ çĕре йăлтах майласа пĕтеретпĕр акă. Тĕлĕнсех кайĕ-ха. Аçу та паян иртерех килме пулчĕ. Ют космос карапне курни, эсĕ çавăн çинчен пĕлни çинчен калаçрĕ ĕнер. (Эльзăна куç хӳрипе пăхса). Мана та сăмахĕ лекрĕ... Эпĕ вара ăна йăлтах каласа ăнлантартăм.

Успендипе паллашма килетĕпех терĕ.

Эльза чупса пырса асламăшне мăйĕнчен ыталаса илет.

Эльза. Асаннеçĕм, тавах сана уншăн. Иртенпех çавăн çинчен шутлатăп паян.

Чун кăштах лăпланчĕ.

Асламăшĕ. Ан пăлхан, йăлтах лайăх пулать. Кулса кăтарт-ха эсĕ мана. Çуралнă куну ячĕпе эсĕ юратнă кулăль пĕçертĕм. (Кукăльне сĕтел çине лартать, Эльзăна ачашшăн çупăрлать).

Эльза. Асанне, кала-ха чăннине, эсĕ Карпас планета çинчен малтанах пĕлнĕ-и?

Асламăшĕ. Пĕлнĕ. Малтан калас темерĕм. 29 ĕмĕрти ĕçсем çинчен пĕлекенсем чылай. Сире те вĕрентмеллеччĕ ăна истори урокĕсенче. Министерство никам та ун çинчен пĕлтересшĕн пулман. Çавăнпа та эсир ун çинчен нимĕн те пĕлместĕр. Каярах эпĕ сана йăлтах каласа парăп. Халĕ вара сĕтел çине майласа пĕтерер.

Эдик кĕрет. Хăй савăнăçлă.

Эдик. Пĕлетĕр-и урамра мĕн пулса иртет?

Эльза. Çук, мĕскер тата?

Эдик. Успендие кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Плакатсем, лозунгсем… атте ĕçĕнчен оркестр илсе килнĕ...

Эльза. Апла атте йăлтах ăнланнă. Мĕнле телейлĕ эпĕ. (Алă çупса вырăнĕнче сиккелет).

Сасартăк çутă çуталса илет, сасăсем илтĕнеççĕ.

Пурте сцена çинчен чупса тухса каяççĕ.

 

5 курăну

Сцена çавах. Капăр пӳлĕм. Тулли сĕтел çи. Оркестр сасси илтĕнет.

Пӳлĕме Эльза, Эдик, асламăшĕ, Успендипе амăшĕ кĕреççĕ.

Асламăшĕ. Тĕпелелле иртĕр. Епле çитсе ӳкрĕр? Çулĕ те çывăх çул мар...

Анеле. Тавах, лайăхах çитрĕмĕр. Кургунав планетти патĕнче кăна çăлтăр çумăрĕ кăштах чăрмантарчĕ. Тавах сире пире çапла кĕтсе илнĕшĕн. Тĕлĕнмелле пулчĕ. Хамăр патăрта каласа парсан ĕненмĕç те...

Успенди. Эльза, паян санăн çуралнă куну. Эпĕ сана саламлатăп. Ăспа сывлăх сунатăп. Нумаях калама пĕлместĕп… (Пуçне усать).

Анеле. Эльза, ырă кăмал, хăвăнтан аслисене хисеплесси те пултăр. Пиртен йышăнсам парне. Эпир сана космос карапĕ парнелес тетпĕр. Пирĕн патша сире пысăк салам каласа ячĕ, эсир çемйĕрпех пирĕн планета çине пырасса шанать.

Эльза. Пысăк тав.

Эльзăпа Успенди парнене курма тухса чупаççĕ.

Асламăшĕ. Чăрманмалла марччĕ. Виличчен космоса та çитсе курăпăр-ши?

Анеле. Пырса курăр. Эпир яланах сире курма хавас.

Асламăшĕ. Нумай калаçатпăр. сĕтел хушшине ларар. Часах ачасем те, тăвансем те килĕç. Вĕсем те сирĕнпе паллашма хавас пулĕç.

Анеле. Нихçан та шутлама пултарайман çакăн пек япала пирĕнпе пуласса.

Оркестр сасси вăйланать, кулни, калаçни илтĕнет.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-24 18:01:52):

Пьеса çырма кахаланман ачана вырăн памаллах пулĕ тесе шутлатăп. Пьеси те япăх мар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лариса (2008-11-29 09:46:17):

Пьеса çырма çăмăлах мар. Елена ĕçĕ

аванах пулса тухнă. Ăна малашне те ăнăçу сунар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-30 00:39:58):

Ытла кăткăс жанăра алла илме шутланă автор. Паллах, çавна май йăнăшсем, çименлĕхсем пайтах. Анчах та, пĕтĕмĕшле илсен, ман Ленăна тав тăвас килет. Маттур, хăраса тăман. Пуçланă ĕç малалла та аталанса пытăр, чăваш халăхне пултаруллă драматургсем питĕ кирлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Андрей (2008-11-30 08:17:05):

Пьеса мана та килĕшрĕ. Успенди ăспа сывлăх суннине чутласах çитереймен пек, тӳрех куçа тăрăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Нина (2014-04-05 22:28:09):

Мана пьеса килĕшрĕ, анчах та, продолжени пулмалла пек туйăнать, мĕн тĕр çитмест. Тавах Сире, сывлăх сунатăп сире!!!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: