Ытама кĕреймен юрату :: Юптарса калани юмахра аван


Лявуçран кӳренĕçлĕ çыру илни питĕ пăшăрхантарчĕ. Чăнах та, экзамен тытма тивет пирĕн. Пурнăç тĕрĕслевĕ. Салтак патне суя хыпар кам çырса янине пĕлес тесе пуçа ватмарăм. Çын çăварĕ хапха мар — хупаймăн. Çавăнпа паянччен те çăхавçă кам пулнине пĕлместĕп. Мана урăххи канăçсăрлантарчĕ: епле-ха Лявуç, чăн-чăн пурнăç çынни пек шухăшлама пĕлекенскер, суя сăмах çын пурнăçне пĕтерме пултарнине тавçăраймасть, темĕнле ăçтиçук шĕвĕртсе кăтартнине тӳрех ĕненет?

Эпĕ Лявуçсăр пуçне нимĕнле каччăпа та çыхăну тытман. Вăрттăн та, кĕретĕн те. Çапах та хурав панă чух салтака кӳрентерес темерĕм, çырăва ырă сунса çыртăм. Мĕн калани халĕ те асăмрах:

«Лявуç, енчен те мана эсĕ ирттерекен тĕрĕслев витĕр тухма пӳрмен пулсан та сана малашне пурнăç çулĕпе танлăн утма çурхи чечек пек çепĕç, ирхи сывлăм пек таса чунлă хĕр тупăнтăр. Вăл ман пек «ултавçă» ан пултăр. Çакна çеç калатăп: сан умăнта япăх паллă илсен те совеçĕм умĕнче эпĕ «пиллĕк» паллăпах юлăп, мĕншĕн тесен манăн нимĕнле айăп та çук. Сăлтавсăрах шанчăкран тухрăм.

Лявуç, эсĕ пурнăç çынни-çке — ăнланма тивĕç. Пикенӳпе перекет çынна ăнăçу куреççĕ, элекпе ултав — пĕтереççĕ. Астăватăн-и, «Чун савнисен саккунĕнче» çапла каланăччĕ: «Пĕр-пĕрне чунтан юратакансен ӳтпе те, чунпа та таса пулмалла». Эпĕ çак йĕркене яланах пăхăннă, малашне те пăхăнăп. Эсĕ ăна ăша илменни сисĕнет. Асра тыт: таса çынна варалакан йĕксĕкĕн чун савнисен хушшинче вырăн пулмалла мар.

Лявуç, хĕрпе каччăн эсĕ шутланă пек пĕр-пĕрин умĕнче кăна мар, чи малтан хăйсен совеçĕ умĕнче тĕрĕслев ирттермелле. Тӳрĕ чунлисен юратăвĕ ĕмĕрлĕхе пулĕ».

Çакăн пек хурав панă хыççăн тепĕр икĕ эрнерен Лявуçран çыру илтĕм. «Анюк, эпир пĕр-пĕрне ĕçре кăна курнă, юратура — курман, — çырчĕ салтак. — Юрату тĕнчи маншăн çăра тĕтрепе карăннă улăх пек — тепĕр вĕçĕнче мĕн пуррине курмастăл. Ĕçре, хĕсметре ыттисемшĕн тĕслĕх кăтартма пултаратăп, юратура — çук. Çарпа техника специальноçне алла илтĕм — юрăхлă чун савни пулаймарăм.

Анюк, сана тиркеме сăлтав çук. Эсĕ маншăн пур енчен те килĕшӳллĕ. Урăх каччăпа çыхăну тытатăн тенине илтсен чунăм кĕçех çурăлмарĕ. Сана çухатни маншăн тĕнче пĕтнĕ пекех пулĕччĕ. Иксĕмĕр валли ăшă кил-çурт епле майпа çавăрмаллине те шухăшласа хутăм. Малашне те çыхăнăва татас марччĕ. Çырсах тăр. Лявуç».

Çырăва илсенех хирĕç хуравларăм. «Лявуç, эсĕ каланипе килĕшетĕп. Чăнах та эпир пĕр-пĕрне ĕçре кăна курнă, юратуллă хутшăнура пулман, хире-хирĕç куçран пăхса сăмах татман. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, савнă çынна тивĕçлĕ пулма вĕрентмен. Аттесем иксĕмĕрĕн те вăрçă хирĕнчен таврăнманран аннемĕрсен чун каниччен юратма май килмен. Çĕршывра миçе мĕльюн çемье пирĕнешкелех кăмăл-туйăм ăшшисĕр тертленетчĕ. Çак çитменлĕх саманана сулăнтарчĕ, халăха чурсăрлатрĕ. Самана сулăнчăкĕ çитĕнекен ăрăва пырса тиврĕ. Пирĕн пурнăç шкулĕн вĕрентĕвĕ хăйле пулчĕ: юратăва каярах лартрĕ, сапăрлăха маларах кăларчĕ. Çавна пула иксĕмĕр те чун ăшшине пĕр-пĕрин патне çитерме пĕлместпĕр, юратура мĕнле пулмаллине чухлаймастпăр. Чун-чĕре сисĕмне ĕненсе çапла калас килет: «Суя сăмах юмахра аван — юратура мар». Пирĕн иксĕмĕрĕн ăшă йăва пулсан та чун ăшшисĕр вăл часах сивĕнет. Сивĕ йăвара пурнăç чечекленес çук.

Лявуç, каçар мана çакăн пек çирĕп чараклă йĕркене пăхăнса пурăннишĕн. Çакă — манăн кун-çул. Уйăх пек çутă, хĕвел пек ăшă тĕллевли. Урăхла пурăнма пĕлместĕп. Эпĕ хамăн чун сисĕмне итлесе салтакран килнĕ чух сана пур пĕрех чечек çыххипе кĕтсе илĕп. Пурнăç çынни çак чыса тивĕç. Ĕмĕрлĕх пӳрнине чуну суйлатăр. Салампа Анюк».