Атăл шывĕ юха тăрать :: Эпир пурте пăлхар йăхĕнчен
Çеçенхире кайрăм, çекĕл турăм,
Çав çекĕлпе унта çăхан тытрăм,
Çавăнпа эпир ялан пуян,
Ташлăпăр та юрлăпăр паян.
Сĕм вăрмана кайрăм, ухă турăм,
Ухăпа персе упа тытрăм.
Çавăнпа элир ялан пуян,
Ташлăпăр та юрлăпăр паян.
Аслă уя тухрăм, Атăл куртăм,
Атма лартса унта пулă тытрăм.
Çавăнпа эпир ялан пуян,
Ташлăпăр та юрлăпăр паян.
Ту тăррине тухрăм, тăвăл куртăм,
Тапă лартса унта кăйкăр тытрăм.
Çавăнпа эпир ялан пуян,
Ташлăпăр та юрлăпăр паян.
Чăваш халăх юрри.
Шухăшсем
Grow your site with our AI-driven traffi...
Save big while driving targeted traffic ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Aiming to accelerate your website...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...