Юманлăхра çапла пулнă :: 5-мĕш сыпăк


Уйра пăч тĕттĕм пулин те ял çумĕнчи тарăн çырма урлă каçса лаша çулĕ çине тухсан Илюк ним хăрамасăр утрĕ. Мĕнрен хăрас? Кашкăрсем çинчен ку тăрăхра тахçанах асăнмаççĕ, çын-мĕн тĕл пулсан ăна тивес çук. Чи хăрушши уншăн кайра, хăйсен ялĕнче, тăван килĕнче.

«Çын вĕлертĕн вĕт эсĕ!.. Хупаççĕ халь сана, хош-не-хош шур çуртра кирпĕч шутлаттараççĕ!..»

«Матви пиччепе» пынă ӳсĕртерех çын пăтранчăк куçĕсемпе Илюк çине хаяррăн пăхса кăшкăрни хăлхаран туха пĕлмерĕ, янрасах тăчĕ.

«Пĕр сакăр çул е унтан та ытларах пама пултараççĕ...»

Анчах кунта, тĕттĕм уйра, Илюка никам та тытса хупас çук. Вăл ирĕкре. Хыçран та хăваламаççĕ-ха, мĕншĕн тесен кĕçĕр Илюксем патĕнче мĕнле хăрушă ĕç пулса иртнине, вĕсен урайĕнче леш йĕксĕк Матвин сывламан кĕлетки выртнине хальлĕхе пĕлмеççĕ. Пĕлсен вара...

Ку шухăш Илюка çӳçентерсех илет. Часрах, хăвăртрах утас, аяккарах каяс пулать! Никам та ан куртăр, никам та ан пĕлтĕр.

Çур çĕр тĕлĕнче йĕп-йĕпе тарланă Илюк шоссе хĕррине çитсе тухрĕ. Таврара халĕ паçăрхинчен те тĕттĕмрех пек туйăнчĕ. Хăрушла шăп тата. Ниçта та пĕр сасă та çук. Пĕтĕм халăх, пур чĕр чун та лăпкăн çывăрнă вăхăт ĕнтĕ ку. Асфальт сарнă сарлака çул çинче тăракан Илюка çак самантра вăл пĕтĕм тĕнчере пĕр-пĕччен юлнăн туйăнать. Эх, халĕ пĕр-пĕр машина Шупашкар еннелле каясчĕ! Илюк аллине тăратĕччĕ те, вара...

Çук çав, çул çинче нимĕнле çутă та курăнмасть. Паллах, ку вăхăтра шоферсем те çывăраççĕ. Тул çутăлмасăр пĕр машина та пулмасть пулĕ. Мĕнле кĕтсе илес вăл вăхăта? Тата... ирччен ун хыççăн йĕрлесе килсен мĕн тăвас? Матвие вĕлерсе пăрахни çинчен пĕлĕç (ун çинчен Илюксем патĕнче юлнă унăн юлташех кайса калама пултарать!). Илюк килте çуккине курĕç те — лашасем çине утлансах тĕпĕртеттерсе килĕç. «Э-э, тарса хăтăлма шут тытрăн-и, çын вĕлерекен?!»

...Шăпăртатса çумăр çума пуçларĕ. Илюк шоссе урлă каçрĕ те темле сарай çумне йăпшăнчĕ, — шоссе ку тĕлте ял пуçĕпе иртсе каять. Кăштах тăрсан ăна ыйхă пусма пуçларĕ, вăл малтан кукленсе, унтан урисене тăссах çĕре ларчĕ.

«Тен, тăрса утас? Шоссе çинче çухалса каяс çук, ун тăрăх таçта та çитме пулать... Ирччен чылай кайма пултаратăп вĕт. Машинăсем çӳреме пуçласан ларса каяс вара...» — шухăшларĕ Илюк, анчах та хăй вырăнтан хускалаймарĕ, çапла шухăшланă çĕртех çывăрса кайрĕ. Ăна тӳрех хăрушă тĕлĕксем курăнма пуçларĕç. Матви хăйне çĕçĕпе хăваласа: «Эс мана вĕлертĕн, халь ĕнтĕ эп сана хăвна вĕлеретĕп!» — тесе кăшкăрать пек, Илюк унран тарса ӳкесшĕн, анчах ун умне Хура Хветле сиксе тухать те унăн çулне пӳлет, хăй каçса кайса кулать... Акă вăл ăна хулпуççинчен тытса силлеме тапратрĕ:

— Лекрĕн-и, усал ача?! Санăн аннӳ мана чăх вăрланăшăнах чут суда партаратчĕ, халĕ ак хăвăр пĕтетĕр! Сакăр çул параççĕ сана е унтан та ытларах! Çав кирлĕ, çавă чух сире!..

Илюк хăйĕн куçĕсенчен çутă çапнипе вăранса кайрĕ те тăпăл-тапăл сиксе тăчĕ. Ун умĕнче икĕ каччă тăраççĕ иккен, пĕри кĕсьере чиксе çӳремелли электричество хунарĕпе çутатать.

«Пĕтрĕм! Килсе тытрĕç!» — чĕри яштах турĕ Илюкăн.

— Мĕнле ача эсĕ, ма кунта çывăратăн? — ыйтрĕ пĕри. Анчах хăйĕн сасси пĕртте хаяр пек туйăнмарĕ.

— Эпĕ-и? Эпĕ, мĕн... — ним калама та пĕлмерĕ çав тери хăраса ӳкнĕ Илюк.

— Эсĕ çав, кам тата?

— Эпĕ мĕн... Хулана кайма тухсаттăм та, каçхине машинăсем пулмарĕç те, канма лартăм...

— Ăçтисем эсĕ?

— Эпĕ-и? Эпĕ мĕн... Кураккассисем! — суйрĕ Илюк, ку çынсем чăнах та хăйне тытма килнĕ пуль тесе.

— Хулана кам патне каятăн?

— Унта пирĕн тăвансем пур... Кукка... — каллех суйрĕ Илюк.

— Ăçта ĕçлет?

— Вăл-и? Вăл мĕн... — Илюк тăруках нимĕн те шухăшласа кăлараймарĕ. — Мĕнлеччĕ-ха çав, мантăм... — Унтан тăрук персе ячĕ: — Хаçат çапнă çĕрте ĕçлет!

— Типографинче-и?

— Ийя, ийя! Типографинче. Мана та вырнаçтаратăп терĕ те...

— Аван ĕç ĕнтĕ вăл, — терĕ хунарли.

— Э, тусăм, эсĕ шăнса хытнă иккен, сиксех чĕтретĕн вĕт! — терĕ тепри. — Атя пирĕнпе, правление кĕрсе ăшăн, кунта юнашарах пирĕн правлени.

— Çук, çук, пĕртте шăнман эпĕ! — пуçне пăркаласа илчĕ Илюк.

— Мĕншĕн чĕтретĕн эппин?

— Ахаль вăл, çывăрнăран... Хам эп ним чухлĕ те шăнман. Каяс мар-ха ниçта та, часах машинăсем чупма пуçлаççĕ пуль ентĕ...

— Ну, хăвăн ирĕк. Чипер ларса кай!

Ку каччăсем каçхи хуралçăсем пулнă иккен. Ял вĕçне тухсан вĕсем сарай çумĕнче такам харлаттарсах çывăрнине илтнĕ те юриех пырса пăхнă. Анчах Илюк вĕсене хăй хыççăн йĕрлесе килнĕ çынсем вырăнне хурса чĕлхи çыхланса ларичченех хăраса ӳкрĕ. Каччăсем хăйĕнчен уйрăлса кайсан вара кунта тек пĕр минут та тăхтаса тăмарĕ, шоссе çине тухрĕ те васкасах Шупашкар еннелле утрĕ.

«Пĕрисем тупрĕç пулсан теприсем те наччасрах килсе тытма пултараççĕ... Юрать-ха кусем хама хăвалакансем пулман! — савăнсах шухăшларĕ Илюк. — Тул çутăличчен аяккарах каяс...»

Çав вăхăтра хыçа юлнă ялта автан авăтса ячĕ. Унтан тепри, тата тепри... Таçта йытă вĕрни илтĕнчĕ — ахăртнех, автансен сассипе ыйхăран вăранчĕ пулĕ. Шупашкар енчи пĕлĕт хĕрри те çуталма пуçларĕ.

Илюк тарăн çырма урлă каçса сăрт çине хăпарсан чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Инçетре, темиçе çĕрте, питĕ хăвăрт шăвакан çутăсем курăнчĕç.

«Ак хайхи, ман валли машинăсем те килеççĕ...»