Юманлăхра çапла пулнă :: 16-мĕш сыпăк


Хулана темле таврăннă вара вĕсем — ăна Илюк йĕркеллĕн астумасть. Унăн ăсĕ-пуçĕ пĕтĕмпех пăтранса, арпашса кайрĕ. Куçĕсем умĕнче пĕрмай çутă кăвак тĕтре мăкăрланса тăчĕ, пуçĕ кашларĕ, хăлхисем илтмерĕç, шăмми-шаккинче пĕр вăй та юлмарĕ...

Епле пултăр-ха тата! Паллă вĕт-ха, пĕтĕмпех паллă — халĕ вăл, Илюк, ку таранччен никама та улталаман, нимĕнле киревсĕр ĕç те туман, шкулта та, халăх хушшинче те йĕркеллĕ, сăпайлă пӳлнă ача кĕтмен çĕртенех вăрă пулса тăчĕ! Темиçе кун каялла, çĕрле, Матроспа Артист ун куçĕ умĕнчех ӳсĕр çынна çаратрĕç те япалисене Илюка йăттарса ячĕç. Илюк çав вăрланă япаласене хваттер хуçине пырса пачĕ. Ан тив, ун чухне

Илюк тĕрĕссине пĕлмен, улталаннă пултăр, анчах пур-пĕр вăрăсене пулăшнă-çке-ха вăл! Паян юрă праçникĕнче, пĕтĕм халăх савăннă çĕрте, вăл Матроспа Артист вăрланă япаласене вĕсенчен иле-иле сумкăна пуçтарса чикрĕ, кайран çĕклесе çӳрерĕ, — эппин, каллех вăрăсене пулăшрĕ. Юлашкинчен вара... — кун çинчен аса илме те хăрушă!.. — юлашкинчен вăрманта çывăракан çын уринчи пушмака хăй аллипе хывса илсе сумкăна чикрĕ, сумкине те хăех çĕклесе килсе Матрос хушнипе Малание тыттарчĕ. Вăрă мар-и ĕнтĕ вăл çавăн хыççăн? Чăн-чăн вăрă ĕнтĕ! Вăрă!..

Епле хăрушă, тискер, ирсĕр сăмах! Вăрă хăй нихçан та ĕçлемест, вăл çын ĕçленипе пурăнать, час-часах урăх çынсене нимĕнсĕр тăратса хăварать, никама та — ваттисене те, вĕт-шак ачасене те хĕрхенсе тăмасть, хăйне кирлех пулсан вăл çынна вĕлерме те пултарать. Вăрă уйрăм çынсене çеç мар, патшалăх пурлăхне те çаратать, пĕтĕм халăха сиен кӳрет. Вăрă — тăшман, халăхăн вăрттăн тăшманĕ!

Çаксене Илюк питĕ лайăх пĕлнĕ, вăл хăй те, тӳрĕ чунлă ытти çынсем пекех, вăрăсене курайман. «Вăрă» сăмах та уншăн темле хăрушă пулнă. Анчах халĕ акă вăл вăрă пулса тăчĕ. Чăн-чăн вăрă!

Çакна пĕлни, çакна пĕтĕм чун-чĕрипе ăнланни канăç памарĕ те ĕнтĕ халь Илюка. Юрă праçникĕнчен таврăннă хыççăн вăл ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ. Унăн ăш-чикки епле вăрканине, вăл мĕн тери асапланнине каласа пама йывăр çав!

Матроспа Артистшăн пулсан — нимĕн те мар, çынна çаратни вĕсемшĕн пĕрре шăл витĕр сурнă пекех çăмăл япала иккен. Халĕ те ак... Вĕсем вăрманти уявран таврăннă çĕре Малани эрех илсе лартнă-мĕн те, виççĕшĕ сĕтел хушшине ларса чип-чипер ĕçрĕç, унтан Матросĕ Маланин çурăк балалайкине тăнкăртаттарса вăрă-хурах такмакĕсене юрлама тытăнчĕ. Кăмака умĕнче керогазпа тăрмашма тытăннă Малани те унпа пĕрле ĕнерчĕ. Артист кăна диван çинче ним чĕнмесĕр пирус пашлаттарса выртрĕ, вăл çитес кунсенче тата кама çаратасcи çинчен шухăшларĕ пуль ĕнтĕ...

Ой, мĕн тери кураймарĕ вĕсене Илюк çак самантра! Вĕсем пурте, виççĕшĕ те, уншăн халь чи усал тăшмансем вĕт-ха, чи хăрушă тăшмансем!..

Илюк вĕсен ултавне, ирсĕрлĕхне пĕтĕмпех пĕлсе çитрĕ ĕнтĕ, текех вĕсен çур сăмахне те ĕненес çук, кун чухлĕ улталанса пурăннипе те тăраннă! Халĕ епле те пулсан вĕсенчен часрах уйрăлса каяс, вĕсенчен аяккарах тарас пулать, — хуть те ăçталла пултăр, хуть те çĕр тĕпне, шыв айне, шуйттан шăтăкне, — анчах çак вăрăсемпе пĕрле пулас марччĕ, вĕсене курас марччĕ! Тухса тармасан вĕсем ăна ирĕксĕрлесех тата темĕн тĕрлĕ тискер ĕçсене хутшăнтарма пултараççĕ, вара... мĕн каламалли пур ĕнтĕ, вара чăнах та ĕмĕрлĕхех, яланлăхах пĕтес пулать. Анчах унăн пĕтес килмест-ха, унăн тĕрĕс пурнăçпа пурăнакан çын пулас килет!..

Çавăн пек йывăр шухăшсемпе асапланса выртрĕ Илюк кăмака хыçĕнчи хытă вырăн çинче. Тутине çыртса, пуçне ик аллипе ик енчен пăчăртаса, хушшăн-хушшăн хаш та хаш сывласа хăй валли çăлăнăç çулĕ шырарĕ вăл...

Малани апат антарсан ăна сĕтел патне чĕнчĕ:

— Илюша, кил, ларса çи ушкăнпа пĕрле!

— Çиес килмест манăн, — терĕ Илюк кăмăлсăр сасăпа, — тутă эпĕ.

— Мĕн çисе тултарнă вара эс ун пекех тутă пулма?

Илюк чĕнмерĕ.

— Тух, тух хăвăн йăвунтан, ларса çи, цесарка яшки пĕçертĕм сире валли, магазинта сехет ытла черетре тăтăм, апачĕ калама та çук тутлă пулчĕ, кун пеккине эсĕ ĕмĕрне те çисе курман-ха. Цесарка вĕт, ялти ухмах автан мар! — пакăлтатса илчĕ Малани.

— Каларăм-çке, çиес килмест манăн... — терĕ хуллен Илюк.

Çак калаçăва илтсе ларнă Матрос тăрук ывçă тупанĕпе сĕтеле çапса илчĕ:

— Çитĕ сана ухмаха персе выртма! Тух теççĕ пулсан — итлес пулать! Йăлăнтарса кама хăратас шуту пур?..

Вăл паçăрах Илюк «епресе кайнине» асăрханă та çавăншăн самаях тарăхнă, анчах хăйне ун çинчен хальлĕхе нимĕн те каламан. Илюк мĕншĕн çав тери пăлханнине, унăн кăмăлĕ мĕн сăлтавпа хуçăлнине опытлă вăрă лайăх ăнланнă, — паян ача хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут вăрланă вĕт-ха! Анчах Матросăн ăна çирĕпрех тăвас килнĕ, ма тесессĕн çемçешке кăмăллă йĕкĕт «ĕçре» начар помощник пулать.

«Пĕрре лайăхрах тăн кĕртес пулать-ха, кампа çыхланнине ăнлантăр та ĕмĕрне те ан мантăр», — шухăшларĕ Матрос.

Халь вара ăна çав «тăн кĕртмелли» самант çитсе килнĕн туйăнчĕ.

— Кил кунта! — тепĕр хут кăшкăрчĕ вăл.

— Манăн пуç ыратать, — каллех хуллен сас пачĕ Илюк кăмака хыçĕнчен. Тĕрĕссипе каласан, унăн халь çак вăрăсемпе пĕр сĕтел хушшинче ларма мар, вĕсен сăнĕсене те курас килмерĕ, çавăнпа тухмарĕ те вăл хăйĕн «йăвинчен».

— Кама калаççĕ кил тесе?! — тата ытларах тарăхса кăшкăрчĕ те Матрос пат утса кайса Илюка кăмака хыçĕнчен пĕррех туртса кăларчĕ. — Лар! Çи!

Илюк хыçсăр пукан çине ларчĕ. Хăй нимĕн те чĕнмерĕ, йывăррăн сывласа çĕрелле пăхрĕ кăна.

— Çи, Илюша, çи! — терĕ Малани те тулли турилккене ун умнерех сиктерсе.

— Хырăм выçă мар манăн, — терĕ Илюк çаплах çĕрелле пăхса.

— Чирлемерĕн пулĕ-çке эс?

— Пуç ыратать.

— Ну, пуç ыратни вăл тем ыратниех мар-ха, шăллăм, эпир ăна наччас юсатпăр, — калаçăва хутшăнчĕ ку таранччен чĕнмен Артист. Хăй çав самантрах сĕтел айнелле пĕшкĕнсе çур литр кăларчĕ те ăна тĕпĕнчен çапса уçса тăватă стакана ячĕ. — Тытăр пурте! «Ĕç хыççăн — ĕç!» — тетчĕ манăн пĕр лайăх тус. Эпир паян ĕçленĕ, çавăнпа ĕçме те пултаратпăр. — Вăл хăй стаканне çăварĕ патне илсе пычĕ. — Ну, янклаттарар!

Матроспа Малани те стакансене çĕклерĕç, анчах Илюк хăй умĕнчи стакана аяккалла шутарса лартрĕ çеç.

— Эп ĕçме пултараймастăп...

— Сыпса пар ĕнтĕ пăртак, апат умĕн вăл пит лайăх пулать, — терĕ те Малани тутине пăчăртаса илчĕ. Унăн куçĕсем çав тери чеен кулса тăчĕç...

— Ĕçместĕп, — терĕ Илюк каллех пуçне пăркалаçа.

— Çук, ĕçетĕн! — стаканне лартса хаяррăн çутăлма пуçланă куçĕсемпе ун çине шăтарасла пăхрĕ Матрос.

— Эпир хушатпăр пулсан — ĕçетĕнех! — терĕ Артист та.

— Мĕншĕн ун пекех ĕçтересшĕн эсир мана? — вĕсем çине çилĕпе пăхса илчĕ Илюк.

— Мĕншĕн тесен санăн паян — менелник, — шӳтленĕ пек чĕлхине кăтартрĕ ăна Артист. — Çавна та пĕлместĕн-и?

— Мĕнле менелник пултăр? — чăнласах тĕлĕнчĕ Илюк. — Эп декабрь уйăхĕнче çуралнă...

— Эс хăçан çурални ниме те пĕлтермест вăл, шăллăм, — терĕ ăна хирĕç Артист. — Паян эпир сана хамăр кампание йышăнтăмăр, мĕншĕн тесен эсĕ паян пит маттур ача пултăн... Çак кунтан пуçласа эсĕ ĕнтĕ яланлăхах пирĕн çын, пирĕн хӳтлĕхре пурăнатăн, сана никам та кӳрентерме пултараймĕ... Чухлатăн-и? Э?

Илюк сасартăк пĕтĕмпех тавçăрса илчĕ: вĕсем Илюк паян хăй аллипе çын япалине вăрлама пултарни çинчен калаççĕ! Хăй вăрă пулса тăнăшăн ĕçмелле иккен халь...

Унăн пĕтĕм пичĕ-куçĕ пĕçерсе кайрĕ, сывлăшĕ те пӳлĕнчĕ. Унтан вăл вăрăсем çине çав тери кураймасăр, куçĕсемпе çунтарса ярас пек пăхрĕ те ура çине сиксе тăчĕ.

— Мана... мана... Мана нимĕнле кампани те кирлĕ мар! — хашка-хашка кăшкăрчĕ вăл. — Эп никампа та çыхланмастăп, хам тĕллĕнех пит лайăх пурăнма пултаратăп!.. Эп халех...

— Хуллентерех, ачам, хуллентерех, — аллине çĕклесе пӳлчĕ ăна Матрос. Унăн куçĕсем хĕсĕнчĕç, тути хĕрри сиккелесе илчĕ. — Пурнăçра лăпкă пулнине нимĕн те çитмест, ĕнен ман сăмаха... Эс хăвăн стаканна ĕçсе пар-ха малтан, вара калаçма çăмăлтарах пулĕ!

— Ак çапла! — Артист Илюка сулахай аллипе хăвăрт кăна мăйĕнчен ыталаса илсе хăй çумне лартрĕ, тепĕр аллипе эрехлĕ çтакана тытса ун тути патне илсе пычĕ.

— Ĕç теççĕ, анчăк çури!..

Илюк ун аллинчен вĕçерĕнесшĕн пулса апла та капла пăркаланма тытăнчĕ, тем кăшкăрма çăварне уçрĕ, çав вăхăтра Артист стакан хĕррине ун шăлĕсем хушшине чикрĕ те эрехе ача çăварнелле юхтарчĕ. Илюк вара ирĕксĕрех, чыхăна-чыхăна, стаканра мĕн пулнине çăтса ячĕ...

Эрех ун ăш-чиккине вутпа çунтарнă пек пĕçертсе илчĕ, çав самантра куçĕсенчен хĕрлĕ кăвак хĕм пĕрхĕннĕн туйăнчĕ.

— Ну, мĕнле пек? Лайăх вĕт? — тăрăхламалла ыйтрĕ Артист тăнран тухса кайнă пек ларакан ача çине куç харшийĕсем айĕн пăхса.

— Акă ĕнтĕ тĕне кĕтĕн те эсĕ! — хушса хучĕ Матрос. Сĕтелĕн тепĕр пуçĕнче тăракан Малани тутине пăчăрта-пăчăрта кулчĕ...

Калаçайми пулнă Илюк хаш! хаш! сывласа илчĕ те, унăн куçĕсенчен çут шăрçа пек куççулĕсем сирпĕнсе тухрĕç. Вара вăл тӳсейменнипе каллех сиксе тăчĕ те хăйне асаплантаракансем çине калама та çук хаяррăн пăхса, сывлăшне аран çавăрса илсе кăшкăрса ячĕ:

— Çынсем мар эсир! Тискер кайăксем эсир!..

Урăх нимĕн те калаймарĕ, тата хытăрах, ӳлесех макăрса ярса алăк патнелле ыткăнчĕ, малтан çенĕке, унтан кил хушшине сиксе тухса калинкке еннелле чупрĕ...

— Тарать вĕт, шуйттан çури, хуса çитсе тытăр часрах! Тем туса хурĕ, вăл! — васкаса кăшкăрчĕ Малани чӳречерен пăхса.

— Тартăп ак эп ăна!.. — Матрос сĕтел çине чышса илсе ача хыççăн ыткăнчĕ. Унччен те пулмарĕ — тулта Илюк: «Ан тив мана! Кĕместĕп, тем тусан та кĕместĕп!» — тесе çухăрни, калинкке шашулкки ик-виç хутчен чанкăлтатни илтĕнчĕ (Илюк епле те пулин калинккене уçса тухса тарасшăн пулчĕ пулмалла ĕнтĕ), унтан Матрос тапкаланакан Илюка çĕклесе кĕрсе урай варрине лач! пăрахрĕ.

— Вĕрентĕп эп сана тарма! — терĕ те вăл хаяррăн çĕрте выртакан Илюка темиçе хутчен тапрĕ. — Ялта çын вĕлерсен те тарса хăтăлтăн пулсан кунтан та хăтăлатăп терĕн пулĕ. Çук, анчăк çури, пирĕн алăранах вĕçерĕнеймĕн!.. — Вăл сулахай аллин пуç пӳрнине ĕмсе илчĕ. — Çыртать-ха тата, усал!

— Чăнах çыртрĕ-и? Хытах-и? — хыпăнсах ӳкрĕ Малани.

— Юн кăлармаллах çыртрĕ, эсрелĕ!

— Ах, ухмах ача...

— Тепре тыттарса яр эппин ăна уншăн! — вырăнтан сиксе тăчĕ Артист çакна илтсен. — Лайăхрах астуса юлтăр, пар тепре!

Анчах Матрос вырăнне Артист хăй Илюк патне пычĕ те ăна тăратса лартса ик енчен икĕ хут çутăлтарса ячĕ, унтан çӳçĕнчен çавăрса тытса пуçне каялла каçăртса лартрĕ:

— Тепре çакăн пек хăтлансан — вĕлеретпĕр! Ăнлантăн-и?

— Вĕлерĕр! Пусăр, касăр! — куççулĕпе чыхăнса кăшкăрчĕ ăна хирĕç Илюк. — Хуть те мĕн тăвăр, анчах эпĕ пурĕ пĕр çыхланмастăп, пурăнмастăп сирĕнпе... вăрă-хурахсемпе! Вăрă пулас килмест манăн!..

— Мĕ-ĕн? Мĕн терĕн эсĕ, тепре кала-ха! — Артистпа Матрос иккĕш ик хулĕнчен пĕр харăс карт! туртса ура çине тăратрĕç ăна. — Кала-ха тепре?

Ах, ытла та хăрушă пулчĕç-çке вĕсен сăнĕсем çак самантра, куçĕсем те кашкăрсенни пекех хăрушла ялкăшрĕç, Матросăн çĕвĕклĕ тути сиккелеме тытăнчĕ, вĕсем иккĕшĕ те Илюка халь тесен халь тытса çурса тăкас пек тăчĕç, çавăнпа та Илюкăн хăй тин çеç каланă сăмаха тепĕр хут калама хал çитмерĕ. Анчах куçĕсемпе вăл питĕ хăюллăн, ним шиксĕр, пăрапа пăраланă пекех пăхрĕ хăйĕн çав тери курайман тăшманĕсем çине...

— Ну, ма каламастăн? Кам вăрă-хурах кунта? Кам? — сăмахĕсене шăл витĕр сăрăхтарса ыйтрĕ Матрос.

Илюк чĕнмерĕ, вара Матрос ăна пĕррех тути урлă çапрĕ те, ача ывтăнса кайса стена çумĕнчи çĕтĕк диван çине пырса ӳкрĕ. Çав самантрах унăн çăварĕ хĕрринчен юн юхса анчĕ.

— Ăнлантăн-и халь тӳрĕ çынсене вăрă-хурах тенĕшĕн мĕн пулма пултарнине? — каллех ун патнелле пычĕ Матрос. — Ăнлансах çитмерĕн пулсăн тепре ăс хушса пама пултаратăп! — Вăл татах аллине çĕклесен, хăйне çапасса кĕтсе, Илюк чĕрĕп пек хутланса ларчĕ. Артистпа Малани çав вăхăтра чунсăр юпасем пек, ним чĕнмесĕр пăхса тăчĕç. Матрос Илюка вĕлересле хĕнес пулсан та ăна чармастчĕç пуль çав вĕсем...

Хальхинче Матрос çапмарĕ, Илюк патĕнчен пăрăнса сĕтел умне пычĕ те эрех тултарса ĕçрĕ.

— Ларса çийĕр ĕнтĕ халь, апачĕ сивĕнсе те кайрĕ пуль, — терĕ Малани вăрăммăн сывласа ярса. Анчах ним сăлтавсăрах çав тери кӳрентернĕ Илюка хĕрхеннипе пулмарĕ ку, ăна «кăштах ăс панăшăн» хăйĕн кăмăлĕ тулнипе кăна пулчĕ.

Илюк диван çинчех ларса çăварĕнчен сăрхăннă юнне кĕпе çаннипе шăла-шăла илчĕ. Сĕтел патне те пымарĕ вăл — çиес шухăш-и ĕнтĕ унăн халь!.. Унпа лешсем те сăмах хушмарĕç, хĕненĕ хыççăн ун çинчен манса кайнă пекех пулчĕç. Вăрахчен чĕнмесĕр ларсан Илюк хăй калаçма пуçларĕ:

— Кăларса ярăр мана, тархасшăн, ним тума та кирлĕ мар вĕт эп сире...

Ăна хирĕç нихăшĕ те чĕнмерĕ, чылайран тин Артист ун еннелле çаврăнса ларчĕ.

— Ăçта каяс шухăшу пур вара санăн? — ыйтрĕ вăл сиввĕн,

— Хуть те ăçта, — терĕ Илюк.

— Пуçна тĕрмене кайса чикес кăмăлу пулсан пулăшма пултаратпăр ĕнтĕ. Тĕрмене кайма саншăн çул тӳп-тӳрĕ, сăлтавĕсем те нумай, темиçе статья та çыпăçтарса хума пултараççĕ санăн çамку çине...

— Мĕнле статья? — ăнланмасăр хуллен ыйтрĕ Илюк.

— Çĕр çинче Уголовнăй кодекс тенĕ питĕ ăслă кĕнеке пур, шăллăм. Унта вĕçĕмсĕр статья, шутласа та кăларас çук. Вĕсем хушшинче сан валли çырнисем те чылай! — Артист пирус тивертрĕ те шăл витĕр сурчĕ. — Ухмах-ха çав эсĕ, нимĕн те ăнланмастăн! Пирĕнтен уйрăлсанах пĕтетĕн, пĕр çутă кун та кураймастăн вĕт, тăм шăхличĕ! Итле акă, мĕншĕн-мĕншĕн айăплаççĕ халь сана тытсан... — Вăл сулахай аллин пӳрнисене тăсрĕ те пĕрерĕн-пĕрерĕн хутлатса пыма тытăнчĕ. — Чăн малтан, эсĕ çын вĕлернĕ. Çапла-и? Çапла. Ку вăл, ачам, çывăракан çын пушмакне хывса илнинчен хăрушăрах япала...

— Эп ăна юри мар, вăл хăй... — тӳрре тухма тăнă пек пулчĕ Илюк, анчах Артист ăна аллипе сулса пӳлчĕ:

— Юри-и унта, юри мар-и, суд ăна-кăна пăхса тăмасть. Рас вĕлернĕ — вĕлернех эппин, калаçу та пĕтнĕ. Кун пек преступленишĕн каçару çук. Уншăн эсĕ сахалтан та вунă çул илмелле. Ку — пĕрре... Малалла тата: эсĕ кунта хăçантанпа документсăр-мĕнсĕр çапкаланса, пытанса пурăнатăн-ха ĕнтĕ, э?

— Малани инке мана хăй усрать... — терĕ Илюк.

— Вăл усранăшăн эс ăна спаççипă кала, вăл сана темшĕн мар, хăй ырă чĕреллĕ пулнă пирки хĕрхеннипе усрать-ха, анчах та эсĕ нимĕнле документсăр, ниçта çырăнмасăр пурăннăшăн никама та мар, сана хăвнах айăплаççĕ, уншăн та срок параççĕ!

— Мĕнле срок?

— Тĕрмере, колонире ларса тухмалли срок! Урăхла каласан, вăхăт, эппин, — çулталăк, иккĕ, виççĕ... — Артист калама чарăнчĕ те ачана куçĕнчен тĕллесе пăхрĕ. «Мĕнлерех пырса тивеççĕ-ха куна ман сăмахсем?» — тесе сăнарĕ вăл. Ним чĕнмесĕр ларакан Илюк хăранă-çемĕн ытларах хăраса пычĕ... Хăйне халь çеç хĕнени çинчен те манчĕ пулмалла вăл, вăрă сăмахĕсене ĕненсех итлерĕ.

Унтан Артист малалла калама тытăнчĕ:

— Çак ĕнтĕ сана тĕрмене хупмалли иккĕмĕш сăлтав пулать тейĕпĕр... Анчах ку çеç мар-ха, сăлтавсем татах та пур. Паçăр эсĕ, шăршлă сысна çури, пире вăрăсем терĕн. Юрĕ, эпир уншăн ытлашшиех кӳренмĕпĕр, каçарăпăр сана. Анчах эсĕ ху кам-ха халь, çавăн çинчен шухăшласа пăх-ха хăвăн айван пуçупа, э? Чăн-чăн вăрă вĕт эсĕ, ачамккă! Ăна эп сана тĕп-тĕрĕс кăтартса пама пултаратăп... Итле акă: тăватăм кун каç ӳсĕр çын япалисене кам йăтса чупрĕ? Эсĕ мар-и? Паян вăрманта çывăракан çын пушмакне кам хывса илчĕ? Каллех эсĕ мар пуль? Е ун пек япала пулман та-и? Э?

■ Страницăсем: 1 2