Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 15 пай


— Хăш сыпăкне?

— Пĕтĕм поэмине. Каласа кăтартмалла-и? — Леша ура çине тăчĕ.

— Ларăр, Красков. Пирĕн техникумра унашкал ача пĕрре те çук пулсан та иксĕре те ĕненетĕп. Математикăпа пĕлӳ мĕнлерех?

— Йĕркеллех.

— Мĕн çинчен каласа кăтартма пултаратăр?

— Тĕслĕхран, Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен.

— Мĕн çинчен? — йăнăш илтмерĕм-ши тесе çĕнĕрен ыйтрĕ директор.

— Тĕслĕхрен, Фибоначчи речĕсемпе Паскаль виçкĕтеслĕхĕ хушшинчи çыхăну çинчен.

— Ну-ну, мĕнлерех çыхăну пур-ха вĕсем хушшин-че? — Михаил Петрович хăй хытах тĕлĕннине палăртмасăр калаçма тăрăшрĕ.

— Малтан Паскаль виçкĕтеслĕхĕн çӳлелле хăпаракан кашни диагоналĕ çинче вырнаçнă числосен суммине тупатпăр, — ăнлантарма тытăнчĕ Эртиванов.

— Тен, математика класне каятпăр? — сĕнчĕ директор. — Унта доска пур.

— Хальлĕхе вăл кирлĕ мар-ха. Пĕрремĕш диагональ валли 1 число тупатпăр, иккĕмĕшĕ валли те — 1, виççĕмĕш валли — 2, тăваттăмĕш валли — 3, пиллĕкĕмĕш валли — 5. Çапла вара эпир Фибоначчи пуçламăш пилĕк числине те тупрăмăр. Интереслĕ çыхăну: n-мĕш диагональ числисен сумми яланах Фибоначчин n числи пулать иккен. Чăнах та, n = 1 тата n = 2 пĕрпеклĕхĕ курăнать; n-ăн ытти пĕлтерĕшĕсем те пĕр килни çакăнтан палăрать: кирек мĕнле умлă-хыçлă икĕ диагональ тупнă суммăсем, пĕр-пĕрин çумне хушсан, çак икĕ диагональ хыççăн вырнаçнă диагональ валли шутланă суммăпа пĕр тан. Çавăнпа Фибоначчи речĕн малтанхи числисен n сумми Un + 2 — 1 тан.

Эртиван сывлăш çавăрса янă хушăра Леша малалла çапла хушса хучĕ:

— Паскаль виçкĕтеслĕхĕн уйрăм вертикалĕсем çинче вырнаçнă числосен речĕсем унччен чылай малтан пурăннă математиксене те канăç паман, — вăл Михаил Петровича пăхса илчĕ: — Мана халĕ доска кирлĕ.

Математика класне хăвăрт çитрĕç. Директорпа Эртиванов малти парта хушшине вырнаçса малалла итлеме хатĕрленчĕç. Леша çĕнĕрен ăнлантарма пуçларĕ:

— Паскалĕн k-мĕш вертикалĕнче çак числосем тăраççĕ:

— Çитет, Красков. Маттур! Халĕ Паскаль камне кала-ха.

— Францин вун çиччĕмĕш ĕмĕрте пурăннă чаплă математикĕ.

— Тарталья кам пулнă, Эртиванов?

— Вун улттăмĕш ĕмĕрте пурăннă итальянсен математикĕ.

— Пурне те пĕлетĕр. Ытти предметсемпе мĕнле вĕреннĕ?

— «Пиллĕксемпе» çеç, — терĕ Леша.

— Константин Ивановăн «Нарспине» пĕтĕмпе пăхмасăр калатăр пулсан çапла пулмалла та. Çапах та пирĕн техникумра математикăна вăйлă пĕлекенсем кирлĕ. Эсир ăна питĕ аван кăтартса патăр. Паскаль виçкĕтеслĕхне эпир кунта кăшт çеç пĕрремĕш курс вĕçĕнче çиелтен вĕренсе иртетпĕр. Тарталья вара пирĕн программăра çук. Çиччĕмĕшĕнче вĕсене ниçта та вĕрентмеççĕ. Эсир епле майпа пĕлетĕр?

— Математика кружокĕнче вĕренетпĕр. Мария Ивановна питĕ интереслĕн ăнлантарать пире! — техникум директорĕ вĕсемпе йăвашрах та йăвашрах калаçнине сисеççĕ ачасем, çавăнпа унăн ыйтăвĕсене туллинреххĕн хуравлама тăрăшаççĕ.

— Пирĕн техникумрах вĕренес килет-и?

— Çакăнтах килес шухăшпа пурăнатпăр. Малтантарах ниçтан та май тупаймарăмăр.

— Килте камсем пур?

— Аннесем çеç, аттесем вăрçăра вилнĕ...

— Ну, ачасем, сирĕншĕн пĕрре инструкцие те пăсма юрать. Пултаракан ачасене вĕренме илнĕшĕн никам та ятлас çук. Математикăпа «пиллĕклĕх» тытнă тесе шутлăр. Паянах преподаватель тупса вырăс чĕлхипе диктант çыртаратпăр. Документсем хăвăрпа пĕрлех-и? Кăтартăр-ха.

— Мĕнле документсем?

— Çиччĕмĕш класс пĕтерни çинчен свидетельство, справкăсем...

Эртиванпа Леша малтан пĕр-пĕрне, унтан директора пăхса илчĕç.

— Ăнлансах çитереймерĕр пулас эсир пире, Михаил Петрович...

— Мĕн пирки?

— Эпир техникума кĕме мар, унта çитес çул вĕренме кĕме хатĕрлекен курса çеç кĕме килтĕмĕр. Пĕлмелле-çке, миçе уйăх вĕренмелле? Мĕнле предметсемпе?

— Кам каларĕ пирĕн унашкал курс пур тесе?

— Шоферсем пирĕн ялтан çĕр улми турттараççĕ те чугун çул станцине, çавсенчен пĕри Эртиванова каланă, — терĕ Леша.

— Шӳтçĕ! Пирĕн техникума лекеймен пирки шоферсен курсне кĕнĕскер пулĕ-ха... Çук унашкал курс техникумра... Çав хушăрах шутлатăп та, лайăх идея патăр Çĕрпӳрен кунта килсе. Кирлĕ пире çавăн пек курс!

— Хăçан уçăлать?

— Коллективпа шухăшласа пăхас пулать. Хăвăр эсир, ачасем, кăçал çиччĕмĕшĕнче вĕренетĕр-и?

— Çук-ха, улттăмĕшĕнче çеç. Анчах çиччĕмĕш хыççăн финанс техникумнех килетпĕр.

— Улттăмĕшĕнче-и?! Çапах та Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе Тарталья тӳркĕтеслĕхне халех аван пĕлетĕр. Малалла та çаплах вĕренĕр. Кĕтетпĕр сире. Килсен малтан ман пата кĕрĕр — тен, экзамен тыттармасăрах йышăнăпăр-ха.

Директор Синер ачисене аялти хута ансах ăсатса ячĕ, иккĕшĕпе те алă тытсах сыв пуллашрĕ.

— Мария Ивановнăна манран салам калăр, малашнехи вĕренӳ çулĕсенче те çĕнĕ çитĕнӳсем тума ырă сунатăп ăна. Питĕ маттур унăн вĕренекенĕсем!

■ Страницăсем: 1 2