Кĕнекесем


Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.

Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.

Кăвак çĕмрен


УДК 894.344

ББК 84 (2 Рос-Чув) — 4

Ю94

Юхма М.Н. Кăвак çĕмрен. Историлле роман. — Шупашкар. «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 стр.

Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши тăван халăхăн вунсаккăрмĕш ĕмĕрти йывăр та асаплă пурнăçĕпе йăли-йĕркине, вырăссемпе тата ытти кӳршĕри халăхсемпе пĕрле ирĕклĕхшĕн паттăррăн кĕрешнине ĕненмелле çырса кăтартать. Романри тĕп герой — маттур чăваш хĕрĕ Укаслу. Вăл вунсаккăрмĕш ĕмĕр варринчи хресчен вăрçи вăхăтĕнче хăй пекех маттур чăвашсенчен çар пухать те пусмăрçăсене хирĕç хастаррăн кĕрешет, Емельян Пугачевăн чи шанчăклă çарпуçĕсенчен пĕри пулса тăрать...

Роман 1971 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăммăн пичетленсе тухнă. Писатель ăна 1974 çулта çĕнĕрен пăхса тухнă, хушса çĕнетнĕ. Çак юлашки вариант вара 1982 çулта Мускавра «Советский писатель» издательствăра вырăсла пичетленсе тухнă. 1989 çулта ăна тата «Дружба народов» журнал библиотекинче питĕ пысăк тиражпа пичетлесе вулакансем патне çитернĕ. 1996 çулта романа вырăсларан удмуртла куçарса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Анчах паян куна çитсе те «Кăвак çĕмрен» романăн хушса çĕнетнĕ, варианчĕ чăвашла пичетленсе тухманччĕ-ха.

 

© «Вучах» библиотеки, 1998

Пулать-çке пурнăçра


Русаков А.Н. Пулать-çке пурнăçра: калавсем, повеçсем. — Шупашкар, 2011.

 

 

Кĕнекене вулавăшра автор ыйтнипе вырнаçтарнă.

Чакăл-ту


Русаков А.Н. Чакăл-ту: сăвăсем. — Шупашкар, 2010.

 

Кĕнекене вулавăшра автор ыйтнипе вырнаçтарнă.

Пăва çулĕ çинче


ББК 84 Чув 7-4

Т 16

 

Талвир А.Ф. Пăва çулĕ çинче: Повесть. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1991. — 304 с.

Ку повеçре Алексей Талвир çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш хресченĕсем хушшинче революци юхăмĕ епле çĕкленсе сарăлса пынине кăтартса панă. Кĕнеке «Шкул библиотеки» серипе тухать.

 

ISBN 5-7670-0451-Х

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1971 ç.

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1991 ç.

Пирвайхи юрату


ББК 8С Чув

С 16

 

Саламбек И.Я. Пирвайхи юрату: Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1970 ç., 288 с.

 

Художник В.Е. Емельянов.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1970 ç.

Хĕллехи каçсенче


ББК 84 Чув 7—4

Т 77

 

Трубина М.Д. Хĕллехи каçсенче: Повесть, калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç., 223 с.

Кĕнекене Трубина Марфин (1888-1956) ача-пăча валли çырнă паллăрах калавĕсемпе «Мучар» ятлă повеçне кĕртнĕ. Унăн произведенийĕсем кивĕ пурнăç юлашкисене тĕп тума, ялта çĕнĕлле пурнăçшăн çине тăрса кĕрешме чĕнеççĕ.

 

ISBN 5-7670-0055-7

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç.

Хĕрлĕ тюльпан


УДК 821.512.111-93

ББК 84(2Рос=Чув) 6-4

К 78

 

 

Краснов Г.В. Хĕрлĕ тюльпан: Повеçсем / Г.В.Краснов. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. — 383 с.

Аслăрах вулакансем лайăх пĕлекен «Тинĕсре тупнă çĕрĕ» приключениллĕ повеçсĕр пуçне кĕнекене автор хальхи ачасен аслашшĕсемпе асламăшĕсен ачалăхĕпе паллаштаракан «Паскаль виçкĕтеслĕхĕ» тата «Хĕрлĕ тюльпан» повеçсене кĕртнĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче туптаннă вĕсен пурнăç шăпи, çавна писатель питĕ кăсăклăн сăнласа кăтартать. «Тинĕсре тупнă çерĕ» приключениллĕ повеçри ĕçсем вара вăрçă хыççăн пулса иртеççĕ. Синичкин çамрăк ученăй Хура тинĕс дельфинĕсем пулăшнипе ашшĕ нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешсе паттăрла вилнине тĕпчесе пĕлет. Произведенисен сюжечĕпе композицийĕ çамрăк вулакансемшĕн илĕртӳллĕ, чĕлхи çăмăл, ăнланмалла. Персонажсен кăмăлĕ-туйăмĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ хальхи вулакансене илĕртет, анлă пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет.

 

ISBN 978-5-7670-1522-1

© Г.В.Краснов, 2007

© Чăваш кĕнеке издательстви, 2007

Кĕпер


ББК 84 Чув 7—4

И 20

 

Иллюстрацийĕсем М. А. Ильинăн

 

Иванов-Паймен В.3. Кĕпер: Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1986. — 543 с.

Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен премийĕн лауреачĕ Влас Захарович Иванов-Паймен хăйĕн «Кĕпер» романĕнче социализмла революци идейисемпе хавхаланнă хресченсем çĕнĕ пурнăç тунине сăнласа парать.

Романăн ку кăларăмне Октябрьти социализмла аслă революци 70 çул, писатель çуралнăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ.

 

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1986 ç.

Хĕçпе çурла


С (Чув) 2

А 45

 

Александр Алка. Хĕçпе çурла: Роман. Иккĕмĕш кĕнеке. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1973. — 271 с.

Вăрман ачисем


ББК 84 (3 Чув) 7

А 46

 

А.Т. Александров. Вӑрман ачисем: Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 72с.

 

Тăшман тылӗнче пионерсемпе шкул ачисем епле паттӑррӑн кӗрешнине Архип Александров хӑй куҫĕпе курнӑ. Вӑл, вӑрҫӑ вӑхӑтёнче икӗ ҫул хушши партизансен отрядĕнче пулса, тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ.

Ҫамрӑк вулакансем, ҫак кĕнекене вуласа, иртнӗ вӑрҫӑ кунӗсене куҫ умне курӗҫ.

 

© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981 ҫ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12