Кĕнекесем
Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.
Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.
КĕнекесемКунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă. Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ. Хум пӑшӑлтатӑвӗББК 84 Чув 7-5 К21
Карягина М.Ф. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Сӑвӑсем. — Шупашкар: П-п: «Пӑлхар», 1995. — 128 с.
Марина Карягинӑн чӑваш поэзийӗнчи хӑйне евӗр уҫӑмлӑ, ҫепӗҫ, пысӑк туйӑмлӑ сассине ҫак кӗнекене вуласан пӗлме пултаратӑр. ISBN 5-7670-0924-4
© «Пӑлхар», 1995 ç. Вăхăт таппи84.3 Чув Э84
Аркадий Ĕçхĕл. Вăхăт таппи. Статьясем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982. — 304 с.
Ку кĕнекене паллă чăваш писателĕ Аркадий Эсхель кулленхи пурнăç кăларса тăратакан çивĕч ыйтусемпе çырнă статьясене, чăвашсен литературăпа искусствăри паллă çыннисене халалланă очерксене кĕртнĕ.
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1982 ç. ПограничниксемА 48 Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чăваш АССР государство издательстви, 1955. — 32 с.
Кĕнекере Василий Алентейĕн калавĕсене тупма пултаратăр. Куçа-куçăнС (Чув) А90
Степан Аслан. Куçа-куçăн. Капкăн библиотеки 2(35)№. Шупашкар, КПСС Чăваш обкомĕн издательстви, 1977. — 42 с.
Чăвашсен паллă çыравçи Степан Степанович Аслан — «Ахрат», «Алла-аллăн», «Хăват», «Сехмет» романсемпе ытти чылай-чылай кĕнекесен авторĕ — кулă-шӳт çын ĕмĕрне тăсма пулăшнине самантлăха та манмасть, «Капкăн» валли калав çине калав çырать. Çапла ывăнма пĕлмесĕр ĕçле-ĕçле, канма пĕлмесĕр шӳтле-шӳтле утмăла çитрĕ вăл. Çитмĕле те çитĕ, унтан — сакăрвуннăпа тăхăрвунна... «Хăш чух кулмасăр чун ниепле те тӳсмест, — тет Степан Степанович. — Ара, путишле ĕç-пуç тупăнсах тăрать-çке пурăнан пурнăçра. Пĕри урлă пусса йăнăш тăвать, тепри кукăр аллипе ăна-кăна çаклатма тăрăшать, виççĕмĕшсем ӳсĕр пуçăн çапкаланса çӳреççĕ, янттине хапсăнаканнисем те пур. Вĕсемпе эпĕ...» Вĕсемпе Степан Аслан куçа-куçăн калаçма именсе тăмасть, калас сăмаха тӳррĕн, пĕр кукăртмасăр калать, айăпа кĕнисене пит те вырăнлă йĕпле-йĕпле илет. Эппин, вулакансем, паллашар-ха вăл «Куçа-куçăн» мĕнлерех калаçнипе, паллашар та унăн ĕçне хак парар. Кулăш кустăрмиÇĕпритун Шăпчăк. Кулăш кустăрми. — Вăрнар: Вăрнар типографийĕ, 1992. — 84 с.
Шӳтлĕ калавсемпе йĕплĕ сăвăсем. Петĕр Ялкирпа И. Иванов пухса хатĕрленĕ.
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1992 ç. ТантăшсемС (Чув) А48
Григорий Алентей. Тантăшсем. Виçĕ калав. Шупашкар, Чăваш АССР государство издательстви, 1952. — 42 с.
Ку кĕнекене Григорий Алентейĕн виçĕ калавĕ кĕнĕ: «Тантăшсем», «Вагонра», «Туссем».
© Чăваш АССР государство издательстви, 1952. Ял калавĕС (Чув) А90
Степан Аслан. Ял калавĕ. Шупашкар, Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1963. — 102 с.
Ку кĕнекене Степан Асланăн калавĕсемпе очеркĕсем, фельетонĕсем тата «Юман паттăр» юмах кĕнĕ. Вĕсенче вулакан ял пурнăçĕпе çывăхрах паллашма пултарĕ.
© Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1963 ç. Том Сойер темтепĕр курса çӳрениС (Чув) Т26
М. Твен. Том Сойер темтепĕр курса çӳрени. Шупашкар, Чăваш кĕнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Том Сойер темтепĕр курса çӳрени» — хаваслă, çав вăхăтра тарăн шухăша яракан кĕнеке. Пĕр ĕмер каялла Америкăри пĕчĕкрех хулара пурăннă Том Сойер ятлă арçын ача çинчен çырса кăтартнă унта.
Чăвашла Феодосия Ишетер куçарнă.
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1979 ç. Сăвăсемпе поэмăсемББК 84 Чув 7–5 А36
Айхи Г.Н. Сăвăсемпе поэмăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1994. — 239 с.
Кĕнекене чăвашсен паллă поэчĕн Геннадий Айхнн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисемпе поэмисене кĕртнĕ. Поэтшăн чи кирли — чун ирĕклĕхĕпе шухăш гармонийĕ, вăл çынсем хушшинче тăванлăхпа ирĕклĕхĕн сывă туйăмне шырать.
ISBN 5-7670-0795-0
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1994 ç. Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томББК 84 Чув 7–5 М88
Мранька Н.Ф. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман. 3-мĕш том. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 608 с.
Паллă писателĕн революци умĕнхи чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан романĕ.
ISBN 5-7670-0164-2 © Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç. ТупмаллиСайта кĕрШыравÇыравçăсем
|
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...