Муркаш


Муркашăмăр, тăван ен


Муркашăмăр, тăван ен

Саватăп эпĕ сана.

Муркашăмăр, савнă ял

Ырлатăп эпĕ сана.

 

Илемлĕ пирĕн Мукаш

Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе,

Ирĕн-каçăн ĕçлекен

Маттур ял çыннисемпе.

 

Ешерет-и симĕс уй,

Хумханать-и сарă тул,

Вăй илет-и çĕрулми —

Пур çĕрте Муркаш çынни.

 

Çăкăр пĕçерет-и вăл,

Кăларать-и çĕрулми

Муркаш çĕрĕн çимĕçĕ

Паллă ĕнтĕ тĕнчипех.

 

Ытларах саватăп эп

Хамăн тăван ялăма

Хам çуралнă вырăна —

Ытарайми кассене.

 

Етĕрнепе марисем —

Пирĕн кӳршĕ районсем.

Туслă эпир авалтан

Вĕсен ыр çыннисемпе.

 

Симĕс курăк ешерсен,

Çурхи ĕçсем вĕçленсен

Шăпăрçă вăя чĕнсен

Каятпăр Палтран Пасарне.

 

Çапла пулнă ĕмĕртен

Çиçтĕпе вăрманĕнче

Марипе чăваш çынни

Савăннă ялан пĕрле.

 

Утмăл пиллĕк Муркаша

Ан кивел эс нихăçан.

Ӳс, çĕклен ялан, Муркаш,

Пуянлан та мăнаçлан.

Акатуй тенĕрен...


Акатуй тенĕрен

Çитрĕ пур Чавашъен

Етĕрне вăрманне,

Акатуй уявне.

Элĕксем, Муркашсем,

Чутайсем, Çармăссем —

Çаксем пурте вĕсем

Пирĕн тус-кӳршĕсем.

Пурте ăшă чунне

Çав уяв саламне

Пачĕç ырă сĕне

Етĕрне халăхне.

Тав сире, тăвансем,

Пирĕн тус-кӳршĕсем!

Пирĕн çул юнашар,

Харăс çирĕп утар.

Тĕпсĕр çăл улăхĕ


Кăвак шуçăм кĕрет кантăкран

Ял та вăранать ыйхăран.

Пурăнан çын хăй вăл çут хĕвел

Хĕвелпе ир тăрать пĕрешкел.

 

Тăсăлать Шурча ялĕн хушши

Муркаш шывĕ пайлать ик енне.

Шартлатать ав кĕтӳçĕн пушши

Кĕтĕве пуçтарса ирхине.

 

Кĕтӳ улăхра симĕс курăк çинче

Тĕпсĕр çăл улăхне утать майĕпе.

— Ассаннеçĕм, кала мĕншĕн çак улăха

Тĕпсĕр çăл улăхĕ тенĕ тата?

 

— Мăнукăм, итле эс, — терĕ мана

Тахçанхи халапа пуçарса калама.

— Шурлăхри улăхра çăл пулнă тахçан.

Сиплĕ шывпа вăл пулнă пуян.

 

Кӳлнĕ лашана шăварма пырсан

Сикнĕ шыва лаша, путнă, тухман.

Çав кӳлнĕ лаша Атăла тухсан

Хуçи палланă тет ăна курсан.

 

— Чăнах-и çапла вăл? — терĕм пӳлсе,

Асанне сăмахне тимлесе итлесе.

— Муркаш шывĕ пулнă çăлпа юнашар

Пулма та пултарнă çакă тип-шар.

 

Куç тулли юхать Муркаш шывĕ паян

Ункăпа пĕрлешсе юхăмпа Атăла.

Шевлепе вылякан шыв çине пăхсан

Асилетĕп ак çак ĕлĕкхи халапа.

Малалла