Пионерсем


Вожатăй


Каçал ялĕ — Киремет сăрчĕ çинче. Вăл инçетренех курăнса тăрать. Ку вăл таврари ялсем умĕнче комсомолсемпе пионерсем пит нумаййипе чаплă...

Кĕпер çырми текен çырмара Капти çемйи пурăнать. Капти вăл ватă. Çитмĕл çул патнелле çитет. Шухăшласа пăхсан, Каптин авланнă ачисемпе качча кайнă хĕрĕсем çеç пур тесе каламалла пек. Анчах апла çеç мар. Каптин пионер та пур... телĕнмелле. Тĕлĕнсе хуран ăшне кĕрсе ӳкмелле. Мĕнле-ха вара çитмĕл çулхи старикĕн тăхăр çулхи ывăлĕ пур?!

Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Ял çынни Каптирен пĕртте тĕлĕнмест. Мĕншĕн тесен Капти çитмĕл çулта пулсан та хĕрĕх çулхи çын пекех паттăр, вăйлă...

Анчах халĕ пире Капти кирлĕ мар. Пире унăн ывăлĕ пионер Таçук кирлĕ.

Таçук та ашшĕ пекех çирĕп. Сывлăхĕ те маттур. Ӳсĕрсе те курман. Ĕç тăрăшĕнче ашшĕне пулăшма пуçлани виçĕ çул çитет ĕнтĕ. Шкула çӳрет пулсан та, шкултан таврăнсан выльăхсене пăхать, çырмаран киле шыв кӳрет. Пиччĕшĕ пур — комсомолец, вăл килти ĕç çине çаврăнса та пăхмасть. Çавăнпа ăна Капти юратмасть.

 

* * *

Таçук халь килĕнче çук. Вăл шкултан темĕншĕн килсе çитеймен-ха. Те пуху тавраш пулнă вара?

Малалла

Петрушӑн сăхман çук


I

Петруш, иккĕмĕш çул шкула çӳрекенскер, ял вĕçĕнчех пурăнать. Хĕлле шкула çӳреме питĕ хĕн Петруша: ни шкулĕ ялăн тепĕр вĕçĕнче, ни ăшă тумтир çук Петрушăн.

— Пăрахан пулĕ, ачам, шкула çӳреме, — тет хăш чух-не ăна амăшĕ, — шăнса пăсăлăн та, вара эпĕ пĕчченех тăрса юлăп... Айта, кил хушшинче мĕнле те пулса ăшă тумтирсĕрех хĕл каçăпăр.

— Çук, анне, шкула çӳреме тем тусан та пăрахмастăп эпĕ, — тет вара хирĕç Петруш. — Хут-çырăва, ăсталăха пĕлмен çынтан усси сахал: ни çынна, ни хăйне. Çук, вĕренме пăрахмастăп эпĕ...

— Çапла та-ха, ачам, ăна эпĕ те пăртак сисетĕп те, — тет вара татах амăшĕ. — Шăнса пăсăлăн-çке-ха — çавăнтан хăратăп...

Паян ытти кунсенчен нумай сивĕ. Петрушсен пĕртен-пĕр чӳречи темиçе тĕслĕ темĕн татăкĕш шăнса ларнă. Урамра чӳрече хыçĕнче вăйлă тăман вĕçтерет: чӳрече хуппине шаккать, алăка килсе тĕртет.

— Ай, мĕнле çитес-ши паян шкула, — терĕ Петруш алăк умĕнчи сак çинчен тăрса, ура сырма тытăнса. Амăшĕ, тахçанах тăрса пӳрте улăм илсе кĕрсе кăмака хутса яма ĕлкĕрнĕскер, Петруша каллех ӳкĕтлеме пуçлать.

— Пăрахан пуль, ачам, шăнсах вилĕн каплипех çӳресен, — тет.

Малалла