Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Ялсенчи ҫулсене хытараҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 12.11.2015 18:17 | 1669 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли хушма мерӑсем ҫинчен калакан республика шайӗнче пӗлтӗр йышӑннӑ указа пурнӑҫласа кӑҫал Элӗк районӗнчи 6 ялти урамсенчи ҫула хытарма пӑхнӑ.

Ҫӗнӗ объектсен тӑршшӗ — ултӑ ҫухрӑма яхӑн. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама федераци хыснинчен 15,6 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 7,5 миллион тенкӗ, вырӑнти хыснаран 396 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурӑм, Хитекушкӑнь, Урмай ялӗсенче ку ӗсе пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кукашни – Юрьевка – Пӗчченхыр» автоҫула та икӗ ҫухрӑма яхӑн хытарнӑ.

Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗнчи Тӗп урамри ҫула та ҫирӗплетнӗ. Хыснаран 5,73 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Канаш районӗнче вара Алексей Макаров ятлӑ фермер никама та шанса-кӗтсе ларман: Уҫырмари К. Маркс урамӗнчи 850 метр ҫула чул сарнӑ.

#Хитекушкӑнь, #Анаткас Сурӑм, #ҫул-йӗр, #Элӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Канаш районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Енӗш, #Шуркасси Юнтапа, #Урмай, #Уҫырма

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем