Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чи лайӑх культура учрежденийӗсене палӑртнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.02.2016 20:34 | 2255 хут пӑхнӑ
Культура Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи культура ҫуртӗнчи мероприятисенчен пӗри
Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи культура ҫуртӗнчи мероприятисенчен пӗри

Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.

«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.

Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.

Вулавӑшсенчен Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмри, Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти, Пӑрачкав районӗнчи Анастасовӑри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне культура ӗҫченӗсене палӑртнӑ.

#Атнар, #Канаш районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ирҫе Ҫармӑс, #Йӗпреҫ районӗ, #Питӗшкасси, #Мушар, #Элӗк районӗ, #Тӑвай районӗ, #Лапракасси, #Етӗрне районӗ, #Кивӗ Чукал, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Напольное, #Пӑрачкав районӗ, #Шетмӗпуҫ, #Урмай, #Муркаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #Пӑлапуҫ Пӑшьел, #Патӑрьел районӗ, #Питӗшкасси, #Элӗк районӗ, #Октябрьски, #Улатӑр районӗ, #культура, #конкурссем, #Ҫӗнӗ Шелттӗм, #, #Куславкка районӗ, #Тӗрлемес, #Пӑрачкав районӗ, #Анастасово, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Турхан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем