Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вӑрнарти музей Кульцаври 13 Ӗҫ паттӑрӗпе паллаштарать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Светлана Чикмякова 11.04.2016 17:53 | 1439 хут пӑхнӑ
Культура Куравра. Автор тунӑ сӑн
Куравра. Автор тунӑ сӑн

Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тӗлӗнмелле, паянхи куншӑн питех те пӗлтерӗшлӗ, питӗ те кирлӗ курав ӗҫлеме тытӑнчӗ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене мухтакан, мӗнпур ӑрӑва тӗслӗх илме пулӑшакан экспонатсемпе пуян.

Тӗп вырӑна Кульцаври Ленин ячӗллӗ колхозӑн Социализмла Ӗҫ Геройӗсене уйӑрни ӑнсӑртран мар. Кунтан кӑна Ӗҫ Паттӑрӗсем — вунвиҫҫӗн! Кунашкалли республикӑра ҫеҫ мар, ҫӗршывӗпе те урӑх ҫук. Сергей Ксенофонтович Коротков председателе, Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята икӗ хут илнӗскере, палӑрмалла кӗтес уйӑрнӑ. Унӑн «Кукурузӑна мухтав» кӗнеки, колхозӑн пушартан сыхланса юлнӑ «Сталинец» хаҫат историшӗн ҫав тери чаплӑ пулса тӑраҫҫӗ.

Юнашарах — Кульцавӑн ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ иккӗмӗш шайри наградӑна тивӗҫнисем ҫинчен калани. Вӗсен ӗҫ кӑтартӑвӗсем Хисеп кӗнекисене ҫырӑннӑ, грамота-дипломсене хывӑннӑ. Куравра вӗсемпе йӑлтах паллашма пулать.

Хӑй вӑхӑтӗнче Кульцаври музейра Геройсем ҫинчен чылай экспонат упраннӑ. Шел те, вӗсем пушарта ҫунса кӗлленнӗ. Ҫавӑнпа та историе тепӗр хут пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ тесен те йӑнӑш мар.

Музей директорӗ Елена Шарипова Интернетра тупнӑ кӗске метражлӑ фильмсем те историшӗн ҫав тери паха. 1947, 1950 ҫулсенче Мускав корреспонденчӗ ӳкернӗскерсем, кульцавсем тӗллевлӗ, ударлӑ ӗҫленине сӑнлаҫҫӗ.

Тӗрӗссипе, нумай пулмасть уҫӑлнӑ курав пӗтӗмӗшле пысӑк ӗҫсен тапхӑрне тавӑрать. Республикӑри «Радуга» культурӑпа курав центрӗ тӑратнӑ вырӑс ӳкерӳҫисен ӗҫӗсем, Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи ӗҫе йыхравлакан, ӑмӑртса ӗҫлеме чӗнекен плакатсем паянхи кун та пӗлтерӗшне ҫухатман. Стеллажсем ҫинче — иртнӗ тапхӑрти ҫамрӑксен юхӑмӗсен значокӗсем, ӗҫ хаклавӗн наградисем, ялавсем...

Музейра нумаях пулмасть ҫӗнӗ экспонат хушӑннӑ — Вӑрнарти аш-какай комбинатне хӑй вӑхӑтӗнче тивӗҫнӗ куҫса ҫӳрекен ялавӗ. Вӑрнарти Маргарита Матвеева артистсене сӑнланӑ открыткӑсен коллекцине (пӗтӗмпе 300 ытла) парнеленӗ, Лиля Маслячкина йывӑҫ чӑматан йӑтса килнӗ. Строительство материалӗсем кӑсӑклӑх ҫуратаҫҫӗ...

— Паянхи кун ӗҫ ҫыннин мухтавне тавӑрни питӗ тӗрӗс. Ӗҫ ҫынни вӑл — чӑн-чӑн герой. Пӗтӗм пурлӑх, пӗтӗм ырлӑх йӑлтах вӗсенчен килет. Патшалӑх хӑй тӗллӗн нимӗн те мар, патшалӑх вӑл — халӑх, — терӗ ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗ Воля Афанасьевич Иванов, курава килнӗ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн студенчӗсене Кульцав паттӑрӗсем пирки каласа кӑтартнӑ май. Вӑрнар райӗҫтӑвком председателӗнче тимленӗ май, Кульцаври Социализмла Ӗҫ Геройӗсемпе вӑл тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Ун асаилӗвӗсем ҫамрӑксене питӗ интереслӗ пулчӗҫ.

#Кульцав, #Вӑрнар районӗ, #музейсем, #куравсем, #культура, #Вӑрнар, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем