 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейскинче Чӑваш Республикинчи районсен (хуласен) центрӗсенчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен палатин вырӑна тухса ирттернӗ семинар-канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Унӑн теми — «Муниципаллӑ пӗрлешӳре пӗчӗк предпринимательлӗхе аталантарни — ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме тата ял тӑрӑхӗн бюджечӗн тупӑш пайне ӳстерме май туса пани. Яллӑ вырӑнсенче пӗчӗк предпринимательлӗхе аталантарнӑ ҫӗрте ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ». Асӑннӑ мероприятие йӗркелекенӗ — ЧР муниципаллӑ йӗркелӳсен канашӗ (ӗҫ тӑвакан директорӗ С. А. Николаев).
Чи малтанах Трак ене килнӗ хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Александров йышӑннӑ, кӗскен районпа, паянхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ. Унтан семинар-канашлӑва хутшӑннисем район центрӗнче 2009 ҫулхи юпара уҫӑлнӑ бизнес-инкубатора ҫитсе курнӑ. Ун хыҫҫӑн семинара хутшӑннисем тулли мар яваплӑ «Зубная фея» пӗрлешӳн, Красноармейски ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Семинар-канашлу хӑйӗн ӗҫне газ уҫлакансен Заволжски клубӗнче малалла тӑснӑ. Пухӑннисен умӗнче Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӳсен канашӗн председателӗ, Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Фадеев тухса калаҫнӑ, семинарӑн тӗллевӗпе, хӑнасемпе паллаштарнӑ.
Семинар-канашлӑва хутшӑннисене Заволжски клуб ҫумӗнчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем саламланӑ. Юлашкинчен пурте пӗрле райцентрти физкультурӑпа сиплев комплексне ҫитсе курнӑ, хулапа ял тӑрӑхӗсен командисем волейболла тӗл пулса вылянӑ.
