Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Опечатка пурри кивӗахпӳртсене чӑваш пикине суйлама чӑрмантарман

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 11.11.2016 11:46 | 813 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт культура ҫуртӗнче ҫак кунсенче «Чӑваш пики – 2016» илемлӗх конкурсӗ иртнӗ. Тӗнче тетелӗнчисем вара ҫак ӑмӑрту опечаткӑпа иртнине асӑрханӑ. Ирттерекенсем конкурс ятне экран ҫине «Чёваш пики 2016» тесе ҫырса кӑларнӑ.

Илемлӗх конкурсне Туҫи ял тӑрӑхӗн хӗрӗсем хутшӑннӑ. Чи сумлӑ титула Кивӗ Ахпӳртри Кристина Козлова тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Стелла Курицнӑна (Кивӗ Ахпӳрт) «Пултаруллӑ пике», Валерия Николаевӑна (Тури Туҫа) «Ҫепӗҫ пике», Мария Митрофановӑна (Кивӗ Ахпӳрт) «Илӗртӳллӗ пике», Валентина Павловӑна (Анат Туҫа) «Сӑпайлӑ пике», Виктория Николаевӑна (Тури Туҫа) «Хӳхӗм пике» номинацисенче палӑртрӗҫ.

Каласа хӑварас пулать, чӑваш чӗлхинчи опечаткӑсем ҫине вырӑслисемпе танлаштарсан тӳре-шара пысӑках тимлӗх уйӑрмасть. Чылай чухне вӗсене кӑлтӑксен шутне те кӗртмеҫҫӗ, халӑх умне именмесӗр кӑларса тӑратаҫҫӗ. Туҫа ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекен тӳре-шара та конкурс ятӗнче нимӗнле кӑлтӑка та асӑрхаман, хӑйсен хыпарӗнче сӑнсене пурне те курӑнмалла вырнаҫтарнӑ.

#илемлӗх, #Патӑрьел районӗ, #конкурссем, #Чӑваш пики, #чӑваш чӗлхи, #Кивӗ Ахпӳрт, #Тури Туҫа, #Анат Туҫа, #тӳре-шара

 

Сӑнсем (56)