Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ыран — Шупашкар хулин кунӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.08.2011 10:12 | 1569 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енӗн тӗп хули ыран, ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче, Хула кунне паллӑ тӑвать.

Яланхи пекех уяв хаваслӑ мероприятисемсӗр иртмӗ. Хула ертӳҫисемпе республика пуҫлӑхӗсем тӗп хулан кунне кашни ҫул интереслӗ те савӑнӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ — Шупашкарта пурӑнакансем валли вун-вун мероприяти хатӗрлеҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсем те вӗсенчен юлмасть — ҫакӑн пек уявра суту-илӳ питӗ лайӑх пырать-ҫке.

Шупашкар хулин кунне уявлама ӗнерех пуҫланӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Тӗрӗссипе хӑш-пӗр уяв саманчӗсем тӗп хулан 17-мӗшӗнчех иртнӗ — Ярославль урамӗнче «Атӑл» хӑна ҫуртне уҫнӑ, Калинин районӗнче кил-йыш тухтӑрӗн практикин центрӗпе ача-пӑча площадкине уҫнӑ. Кӗҫнерникун вара Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннисене чысланӑ, Ленин районенче ача-пӑча вылямалли икӗ тӳремлӗхе (9-мӗш пилӗкҫулӑх тата Мир проспекчӗсенче) уҫнӑ. «Салют» КК ҫитме кӑмӑл тунисем вара ятарлӑ концерт курса савӑннӑ. Эрнекун, ҫурлан 19-мӗшӗнче, «Юманлӑх» хӑна ҫуртне (Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ) тата ача-пӑча канмалли тепӗр икӗ тӳремлӗхе хута янӑ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче пурӑнакансем валли «Под крышей дома своего!» (~ чӑв. Хамӑн пӳртӗм ӑшӑрах!) ятлӑ уяв-программа хатӗрленӗччӗ — халӑх унта савӑнчӗ.

Паян, ҫурлан 20-мӗшӗнче, халӑх ытларах енӗпе канать, ӗҫе каймасть. Ҫавна пулах ӗнтӗ уяв программи те паян анлӑрах:

● Йӑлӑм енче «Йӑлӑмри ылтӑн хӑйӑр» ятпа автомобильсен ӑмӑртӑвӗ иртет.

● 11 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ хуласен пуҫлӑхӗсем пухӑнаҫҫӗ — «Хальхи хуласен малашнехи аталанӑвӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртмелле.

● 11 сехетрех Чантӑр ял кунӗ пуҫланмалла — пӗлменнисем валли: вӑл хальхи вӑхӑтра Шупашкар хули шутне кӗрет.

● 12 сехетре «Street Workout — Шупашкар 2011» ятпа ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ пуҫланать.

● 12 сехетрех Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ача-пӑча валли «Хастар ача» ятлӑ программа уҫӑлать.

● 15 сехетре бензин пӑчкӑпа ӳнерлӗ касассипе ӑмӑртма пуҫлаҫҫӗ. Ку мероприяти те Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче иртмелле.

● 16 сехет ҫурӑра хулара «Футбол — халӑх вӑййи» мини-футбол ушкӑнӗсен ӑмӑртӑвӗ уҫӑлать — вӗсем Шупашкар хула пуҫлӑхӗн кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшӗҫ.

● 13 сехетре «Лакрей вӑрманӗнче» тепӗр уяв пуҫланмалла — «Эпир сире телей сунатпӑр!» ятли.

● 18 сехетре хитре пикесене курас кӑмӑллисем «Ярмарка» суту-илӗ комплексӗ умӗнчи тӳреме пухӑнма пултараҫҫӗ — унта «Аталҫи пики — 2011» ӑмӑрту иртӗ.

● 21 сехетре кунтах Дима Билан концерчӗ иртмелле.

#Шупашкар, #уявсем, #Шупашкар хула кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем