Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьел округӗнче авалхи ҫил арманне 1 тенкӗпе сутса янӑ. 19-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнчи-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи палӑк регион пӗлтерӗшлӗ культура палӑкӗ шутланать.
Унччен Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнчи авалхи ҫил арманне ҫӗнетме инвестор шыранӑ, мӗншӗн тесен 33 тӑваткал метр лаптӑклӑ арман питӗ кивӗ. Суту тунӑ хыҫҫӑн культура еткерлӗхне 1 тенкӗпе туянакан тупӑннӑ. Ҫапла вӑл ӑна ҫӗнетӗ те ҫаврӑнӑша кӗртӗ.
Реставрацие 2028 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Реставраторсен армана асӑрханса юсамалла, таврари территорие хӑтлӑлатмалла. Реставраци вӗҫленсен объекта ҫӗнӗ туризм маршрутне кӗртӗҫ.
