Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Алексей Самаркин ӗҫченӗсене ҫӗрулми пуҫтарма янӑшӑн явап тытнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.12.2017 17:59 | 1687 хут пӑхнӑ
Политика

Комсомольски район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Алексей Самаркина 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.

Аса илтерер: Алексей Самаркин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑччен ӗҫленӗ. Елчӗк районӗн сучӗ ун тӗлӗшпе паян приговор вуланӑ.

Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ӗҫченӗсене ӗҫ вӑхӑтӗнче хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫӗрулми пуҫтарма янӑ. Ҫав ҫӗре вара Самаркинӑн тӑванӗсем тара тытнӑ, ҫӗрулми лартса ӳстернӗ.

Алексей Самаркин тӗлӗшпе вуланӑ приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.

#штрафсем, #Елчӗк районӗ, #судсем, #Комсомольски районӗ, #политика, #тӳре-шара, #ҫӗрулми

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем