Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ял старостисене слета пухӑнма мӗн хистенӗ?

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 05.12.2017 18:08 | 475 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ял старости ҫине паянхи кун питӗ нумай ӗҫ тиеннӗ. Вӑл ялта тирпей-илем кӗртессишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн те, суйлав ирттерессишӗн те, кулленхи ытти ӗҫе туса пырассишӗн те яваплӑ. Ҫак ыйтусене шӑпах паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи старостӑсен слетӗнче сӳтсе явнӑ.

Йӗпреҫ поселокӗнче иртнӗ ҫак мероприятие Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Горбуновпа Леонид Николаев, Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял-сала старостисем хутшӑннӑ.

Чи малтанах Шӑрттан ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси старости Николай Васильев тӑван ялне епле майпа хӑтлӑлатни пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей Горбунов хӑйӗн сӑмахӗнче староста вырӑнти влаҫӑн сылтӑм алли пулнине палӑртнӑ. «Старостӑсем пач укҫасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван хутлӑх илемлӗ пултӑр тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ», — тенӗ Станислав Николаев та.

#Вӑрнар районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #слетсем, #старостӑсем, #Йӗпреҫ, #Хыркасси, #Шӑрттан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ачан кӗлеткинчи пульӑна кӑларма шикленеҫҫӗ
2017, 02, 09
Йӗпреҫсем мӗншӗн таса мар шыв ӗҫнӗ?
2017, 08, 15
16-ри шкул ачин ӗҫне тӗпе хурса открытка хатӗрлӗҫ
2017, 09, 05
Чухӑнсем тӳлеҫҫӗ, пуянсем тӑхтаҫҫӗ
2017, 09, 15
Мунчаран таврӑннӑ чухне люка кӗрсе ӳкнӗ
2017, 11, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org