Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Республикӑра: Чухӑнсем тӳлеҫҫӗ, пуянсем тӑхтаҫҫӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Вика Сорокина 15.09.2017 18:59 | 388 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен.

Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ.

«Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн.

Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ.

#Куславкка районӗ, #Ҫӗмӗрле, #Шупашкар районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Элӗк районӗ, #Канаш, #Улатӑр, #Пӑрачкав районӗ, #укҫа-тенкӗ, #газ, #парӑмсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑвашра епле пурӑннине ҫырса ҫӳрӗҫ
2016, 09, 19
Инвестици илсе килесси пуҫлӑхран килет
2016, 10, 31
Ҫӗнӗ шкул автобусӗсем килнӗ
2017, 01, 09
Ҫутӑшӑн тӳлес килменнипе панкрута тухаҫҫӗ
2017, 04, 05
189 ҫуртри ҫынсене халӗ те ҫӗнӗ хваттере куҫарман
2017, 04, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org