Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Канашран Улатӑра ҫӳрекен пуйӑс расписанийӗ улшӑнӗ

Сутатӑп Арека пальма
Сутатӑп Икӗ хутлӑ дача сутатӑп. Электричество, сарай, мунча, беседка, теплица, шыв пухма...
Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Таисия Ташней 03.01.2018 09:56 | 170 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

«Канаш – Улатӑр – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен ҫӗнӗ расписанипе ҫӳреме пуҫлӗ.

6389 номерлӗ «Канаш – Алатырь» пуйӑс Канаш станцийӗнчен 04 сехет те 47 минутра хускалӗ, Улатӑра 07 сехет те 10 минутра ҫитӗ. 6390 номерпе ҫӳрекен «Алатырь – Канаш» Улатӑртан 04 сехет те 42 минутра тапранса Канаша 07 сехет те 12 минута ҫитӗ.

Пуйӑс расписанийӗпе 8-937-625-04-33 телефонпа шӑнкравласа, «Содружество» предприяти сайтӗнче https://sodruzhestvoppk.ru е тата «Пригород» мобильлӗ приложенире пӗлме пулать.

Сӑмах май аса илтерер, ыран Мускавран хушма пуйӑс килмелле. 218/217-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 08 минутра хускалӗ, Шупашкара вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 11 сехет те 43 минутра ҫитӗ. Ҫав пуйӑс кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава 22 сехет те 45 минутра тапранса кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 12 сехет те 35 минутра ҫитӗ.

#пуйӑс, #ҫул-йӗр, #Улатӑр, #Канаш, #Шупашкар, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пуйӑс хакӗ йӳнелнӗ
2017, 09, 20
Китай-Берлин ҫул Чӑваш Енпе иртӗ
2017, 10, 06
Шупашкарти авиапассажирсем Мускава Хусантан каяҫҫӗ
2017, 12, 15
Шупашкартан Мускава каякан автобус аварие лекнӗ
2017, 12, 17
Тӳнсе кайнӑ автобусри пассажирсем килте тата пульницӑсенче сипленеҫҫӗ
2017, 12, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org