Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Сӗт ярмӑркки ӗҫлеме тытӑнӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 15.02.2018 15:37 | 220 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ялта пурӑнакансене усламҫӑсем сӗте йӳнӗ хакпа пуҫтарни канӑҫсӑрлантарать. Ку ыйтӑва правительствӑра та сӳтсе яваҫҫӗ.

Чӑваш Енре сӗт ярмӑрккисем уҫма палӑртнӑ. Вӑл ку шӑматкун Шупашкарта пӗрремӗш хут ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта вырӑнти сӗт юр-варне сутӗҫ.

«Сӗт тӗнчи» ярмӑрккӑн тӗп лапамӗ «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ҫак тапхӑрта ҫынсен сӗт, турӑх, йогурт, тӑпӑрч, хӑйма, ҫу, чӑкӑт тата ытти юр-вара туянма май пулӗ.

Кунашкал ярмӑрккӑ Канаш хулинче ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: сӗт хакӗ Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи федераци округӗнче те, Раҫҫейӗпе те тӑрук чакнӑ. Ҫакна тӳре-шара чикӗ леш енчен типӗ сӗт тата услам ҫу кӳрсе килнипе ҫыхӑнтарать.

#ярмӑккӑсем, #Шупашкар, #ял хуҫалӑхӗ, #суту-илӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта сӗте автоматсем сутаҫҫӗ
2017, 04, 11
«Ҫуркунне» уйӑхлӑхра пахча ҫимӗҫе йӳнӗрех сутаҫҫӗ
2017, 04, 24
Кашни кун тӗрӗсленипе кӑна сӗткоматсем аван ӗҫлеҫҫӗ
2017, 05, 17
«Кӗр парнисем» кӑҫал та савӑнтарӗҫ
2017, 08, 14
«Кумаляк» тӗпчеме хистет
2018, 02, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org