Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: 40-ри хӗрарӑма 8,5 пин доллар вӑрланӑшӑн тытса чарнӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 02.03.2018 19:37 | 174 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Мускаври Хусан вокзалӗнче Чӑваш Ен ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл 8,5 пин доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

«Хусан – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑспа килнӗ пӗр ҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл купере ӑнсӑртран укҫа манса хӑварнӑ-мӗн. Хайхискер Мускава ҫитсен укҫа чикнӗ конверта кӑларнӑ та матрас ҫине хунӑ. Ҫав вӑхӑтра тепри япалисене пуҫтарнӑ, тухма хатӗрленнӗ.

Ҫак арҫын куперен тухса кайнӑ, укҫи пирки вара маннӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах купере нимӗн те пулман. Транспорт полицийӗ пуйӑсра ҫак арҫынпа урӑх пассажирсем те пулнӑ.

Полицейскисем Чӑваш Енри хӗрарӑма тытса чарнӑ. 40 ҫултискерӗн ҫумӗнче конверт пулнӑ, унта вара – 8,5 пин доллар. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#Мускав, #укҫа-тенкӗ, #вӑрӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48252
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Банкоматран 2 миллион тенкӗ ытла ҫаратнӑ
2017, 08, 30
Яппунсем Шупашкарта ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн
2018, 02, 06
7 ҫул пытанса пурӑннӑ ентеше тытса чарнӑ
2018, 02, 11
Вӑрӑ хӗрес хурса кӗнӗ
2018, 02, 12
Муркаш районӗнче чиркӳ ҫаратнӑ
2018, 02, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org