Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шӑпӑрлансем Иван Яковлева халалласа сӑвӑ вуланӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 05.03.2018 19:10 | 212 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи «Южный» культура ҫуртӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май «Маленькая Фея» (чӑв. Пӗчӗкҫӗ Фея) конкурс иртнӗ. Унта хулари Калинин районӗнчи ача пахчисене ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ирттерме Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Олег Кортуновпа Владислав Григорьев пулӑшнӑ.

Шупашкар хулин Пӗр пӗтӗмӗшле клуб системин информаципе аналитика ӗҫӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗллевӗ — ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси, вӗсене сцена ҫинче тытма вӗрентесси.

Фейӑсен конкурсне 5—7 ҫулсенчи 8 хӗрача хутшӑннӑ. Иван Яковлева асра тытнине палӑртса пӗчӗкскерсен «Эп тӑван чӗлхене юрататӑп! номинацире те ӑмӑртма тивнӗ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ.

Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Алла Александрова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 131-мӗш ача пахчинчи Софья Александрова — иккӗмӗш, 140-мӗш ача пахчинчи Жанна Булаткина — виҫҫӗмӗш.

#Иван Яковлев ҫулталӑкӗ, #ача пахчисем, #ачасем, #ӑмӑртусем, #культура ҫурчӗсем, #культура, #депутатсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Эрне хыпарӗсем
2017, 04, 02
Красноармейски районӗнче ача пахчи хупӑннӑ
2018, 02, 12
Федераци хыснинчен ача пахчисем хута яма укҫа уйӑрӗҫ
2018, 02, 28
Людмила Кинер юрӑҫ сӑвӑҫсене асӑнман-ши?
2018, 03, 05
Шупашкарта тепӗр 10 ача пахчи хӑпартасшӑн
2018, 03, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org