Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта тепӗр 10 ача пахчи хӑпартасшӑн

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Никита Сурский 05.03.2018 19:02 | 188 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти ҫӗнӗ микрорайонсенче 10 ача пахчи хӑпартасшӑн. Вӗсене туса лартма хула тӳри-шари «Пурӑнмалли кӗтес» тата 2 уйӑхрисенчен пуҫласа 3 ҫула ҫитичченхи пепкесем ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ программӑсене хутшӑнса Мускавран укҫа илесшӗн. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.

«Пурӑнмалли кӗтес» программӑпа килӗшӳллӗн «Ҫӗнӗ хула» тата «Соляной» микрорайонсенче икӗ ача пахчи хӑпартӗҫ, вӗсене 380 ача ҫӳреме пултарӗ.

Иккӗмӗш программӑпа килӗшӳллӗн 8 ача пахчи туса лартасшӑн. «Университет» микрорайонти 250 вырӑнлӑх ача сачӗ валли проектпа смета документацине экспертизӑна панӑ. «Савӑклӑ» микрорайонти тата Сосновка поселокӗнчи ача сачӗсен проекчӗсем тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Вӗсене 390 ача ҫӳрӗ. «Ҫӗнӗ хула», «Сад», «Кӑкшӑм» тата «Хӗвеллӗ» микрорайонсенчи ача сачӗсен проекчӗсене экспертиза валли хатӗрлеҫҫӗ.

#ача пахчисем, #ачасем, #строительство, #Шупашкар, #тӗрӗслевсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти мӑшӑр ачисем ҫинчен 5 кунлӑха маннӑ
2017, 10, 27
Виҫӗ ача пахчинче ачасем вар-хырӑм инфекцийӗпе йышлӑн чирленӗ
2018, 02, 02
Красноармейски районӗнче ача пахчи хупӑннӑ
2018, 02, 12
Федераци хыснинчен ача пахчисем хута яма укҫа уйӑрӗҫ
2018, 02, 28
Шӑпӑрлансем Иван Яковлева халалласа сӑвӑ вуланӑ
2018, 03, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org