Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Шупашкарти кулинарсене Мускавра чысланӑ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Таисия Ташней 05.04.2018 20:55 | 193 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ.

Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.

Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.

#чыслав, #Мускав, #апат-ҫимӗҫ, #Шупашкар, #Экономика министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӳнсе кайнӑ автобусри пассажирсем килте тата пульницӑсенче сипленеҫҫӗ
2017, 12, 18
Мускаври суйлавҫӑсене Чӑваш макаронӗпе илӗртнӗ
2018, 03, 20
«Ылтӑн маскӑллӑ» Вера Кузьминана вокзалта чечекпе кӗтсе илнӗ
2018, 03, 29
Алексей Айхи кӗввипе пуянлатнӑ фильма хусансем хакланӑ
2018, 03, 31
Шупашкарти ача «Лучше всех» кӑларӑма хутшӑнчӗ
2018, 04, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org