Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паллӑ ӳнерҫӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, профессор Праски Витти (Виталий Петров) Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна сумлӑ премие тата хисеплӗ ята «Несӗлсем патне таврӑнни» ятпа хатӗрленӗ ӳнер ӗҫӗсен ярӑмӗшӗн панӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Праски Виттисӗр пуҫне премие тепӗр иккӗн тивӗҫнӗ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доцентне Герольд Плечова ӑна Иван Яковлевӑн пултарулӑхне тишкерсе наука ӗҫӗсем ҫырнӑшӑн панӑ. Техника ӑслӑлӑхӗсен докторне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Александр Афанасьева вара — электромеханика енӗпе сумлӑ монографи ҫырнӑшӑн.
Шупашкартан // 2903.88.4948
2018.06.21 16:52 | |
Праски 2-мĕш хут илчĕ ĕнтĕ Патшалăх премине, Кипеч мучине вара - миçемĕш хут ĕнтĕ - каллех шиш? | |
