Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: «Юрма» продукцийӗ сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 04.09.2018 19:39 | 1480 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ

«Юрма» тулли мар яваплӑ обществӑн продукцийӗ сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнӑ. Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче асӑннӑ фабрикӑра кӑларакан чӑх чӗппин пӗҫҫинче Listeria monocytogenes бактери тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн предпрятире лаборатори тӗрӗслевӗн ҫивӗч режимне йӗркеленӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн надзор органӗ Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитнӗ. Предприятие вӑл административлӑ майпа явап тыттарса 300 пин тенкӗрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама ыйтнӑ. Россельхознадзорӑн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Унта «Юрма» предприятине епле явап тыттарассине пӑхса тухӗҫ. Штраф суммин виҫи те тӳресен йышӑнӑвӗнчен килӗ.

#яваплӑх, #ял хуҫалӑхӗ, #апат-ҫимӗҫ, #Россельхознадзор

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2078.51.5525
2018.09.04 20:25
Agabazar
Ку Ермолаева такки лапчăтса хураççĕ пулмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем