Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу машинин водительне вӗлернӗ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кун кунлакан арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан арӑмне васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Хӗрсе кайнӑ арҫын сунар пӑшалне йӑтнӑ та васкавлӑ медпулӑшу подстанцине кайнӑ. Анчах унта алӑк хупӑ пулнӑ. Хайхискер фельдшер тухасса кӗтсе тӑнӑ. Кӗҫех алӑк уҫӑлнӑ, пӑшал тытнӑскер арҫын мӗлкине курсан пенӗ. Анчах ҫав ҫын фельдшер мар, васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ пулнӑ. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Хайхи хвершшăл, ăна пула машшын шохвĕрне такам персе пăрахнине кура, малашне ку пульниццара татах та ĕçлеме пултарайĕ-ши?