Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Тимӗр Акташ 09.01.2019 20:45 | 2088 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

2019 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче чӑваш культура ҫыннисемпе хастарсем чӑваш халӑх уявне Сурхурине палӑртнӑ.

Йӗркелекенӗ — Чӑваш наци конгресӗн (ЧНК) вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин ертсе пыракан Чӑваш культурине аталантаракан «Сӑвар» фонд. Чаплӑ уява ирттерме вал вырӑнти усламҫӑсене те явӑҫтарать. Ирттермелли вырӑн, яланхи пекех — ЧНК ҫуртӗнчи «Ҫӑлкуҫ» наци апачӗллӗ кафе.

Кӑҫалхи уява сумлӑ шурсухалсем — Анатолий Кипечпе Виталий Станьял — ҫитеймен. Анчах ҫавах хӑйсен пил сӑмахӗсене ҫитерчӗҫех. Вӗсен сӑмахӗсене наци тумне тӑхӑнса Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Элмен мӑчавар (йӑла-йӗрке тытса пыракан) каларӗ.

Пухӑннисем ура ҫине тӑрса «Алран кайми аки-сухи» халӑх гимне юрларӗҫ.

Чыслӑ пухӑва ватӑсем хисеп турӗҫ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти; ӗҫ ветеранӗ Вера Орлова; Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх элчисен ассамблеин председателӗ, ЧПУ экс-ректорӗ Лев Кураков; Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев; ЧНК президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов юрист; Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпредседателӗ Николай Адёр; Мускаври юрист Владимир Болгарский тата ыттисем.

Яланхи пекех чӑваш халӑхӗн кӗвӗ хатӗрӗсен паллӑ ӑсти Николай Фомиряков халӑх кӗввисене чуна илмелле каласа пачӗ. Чӑваш юррисене Вера Орлова юрларӗ.

Йӗркелӳҫӗсем килнисене йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйланӑ: тӗрлӗ тӗслӗ мӑйӑрпа, чӑваш халӑх апачӗпе Шӳрпепе, ялти чӑваш сӑрипе, вӗри чейпе, улма-ҫырлапа. Кураковӑн ентешӗ вара ялтан хӑйӗн парнине чӑн-чӑн йывӑҫ пичкепе илсе килнӗ!

Хӑнасем туслӑ калаҫрӗҫ, хыпарсене сӳтсе яврӗҫ тата несӗлсен историллӗ вырӑнӗсене ҫитме ҫуллахи плансене турӗҫ. Уяв туслӑ та савӑнӑҫлӑ калаҫура иртрӗ.

#чӑвашлӑх, #уявсем, #Сурхури, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2515.38.6473
2019.01.10 16:06
Тяпкин сурхӳри увялама пӗлет...
Ялтан // 9259.3.8429
2019.01.12 11:19
Кĕреке чирĕ. Çулла ăçта тусоваться тума каймалла ? Чи чаплă шухăш.
Атнер // 7129.0.1168
2019.01.12 13:14
Асаттесем сурхури кӗрекинче пустуях ларнӑ ухмахсем.Паянхи кун юрать узбексем е чеченсем хулара хӑйсен уявӗсенче кӗреке пухаҫҫӗ.Чӑвашсен,паллах,Рождество чиркӳре ирттермелле пуҫлӑхсем хушнӑ пек.Ятарласа Станьялпа Кибеч пӑтаратаҫҫӗ тусовкӑсемпе.
Ялтан // 9259.3.8429
2019.01.13 12:17
Ну пухăннă пултăр. Хăйсемшĕн кăна пухăннă. Пирĕн те халăхăн та вĕсемпе ĕç çук. Темле паллă пулăм пек кăтартса панипе анчах калатăп. Урамра виçĕ карчăк пухăнса калаçнинчен усси нумайтарах Çăокуçра пухăниччен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем