Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫатра-Лапсар шкулӗн 100 ҫулхи юбилейӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.03.2012 14:27 | 2115 хут пӑхнӑ
Халӑх чӑн та пит нумайччӗ
Халӑх чӑн та пит нумайччӗ

Ӗнер Ҫатра-Лапсар шкулӗ 100 ҫул тултарнине хаваслӑн уявларӗҫ. Тӑван шкула ҫак ҫурхи кун вӗренсе тухнисем, вӗсене пӗлӳ панӑ учительсем тата ытти хӑнасем пухӑнчӗҫ. Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пӗлӳ пухса чапа тухнисем те сахал мар пулчӗҫ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Фёдорова Любовь Владимировна, темиҫе кӗнеке авторӗ, ӳнер музейӗнче вӑй хуракан Иванов-Орков Геннадий Николаевич, режиссёр, чӑвашсен пӗрремӗш нумай ярӑмлӑ «Кӗпер» фильмне лартакан Трифонов Леонид Павлович, тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ Иванова Марина Владимировна тата ыттисем. Чыслав пайне ирттернӗ спорт пӳлӗмӗ, пӗчӗкех мар пулин те, пурне те вырнаҫтараймарӗ те — ларма-тӑма вырӑн ҫукччӗ.

Уяв чаплӑ иртрӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, ятарласа килнӗ ушкӑнсем юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Нумай-нумай ҫынна хисеп хучӗпе, тав хучӗпе чысларӗҫ. Паллах, шкул кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пама та манмарӗҫ — ӗлӗкхи пирки те, паянхи пирки те.

Уява килнисем час саланмарӗҫ — концертпа чыслав пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле вӗреннисем пӗр-пӗринпе пуҫтарӑннишӗн савӑнчӗҫ, хӑйсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗрентнӗ учительсене курни, шкул ҫулӗсене вӗсемпе пӗрле аса илни вара тем пекех паха пулчӗ. Сӑнсем ҫапни те ҫак куна тахҫанченех асӑнмалӑх хӑварӗ.

Ҫатра-Лапсар шкулне 1912 ҫулта уҫнӑ. Ваттисем аса илнӗ тӑрӑх унӑн кун-ҫулӗ тата та вӑрӑмрах — кунта 1868 ҫулта уҫнӑ Лапсарти чиркӳ прихучӗн шкулне те кӗртме пулать. Ун пирки хутсем юлман ҫав, ҫавӑнпа та официаллӑ майпа 1912 ҫула йышӑннӑ. 100 ҫул хушшинче кунта кам кӑна вӗренмен пуль, вӗсем хушшинче чапа тухнисем те сахал мар.

Паянхи кун вара шкулта 11 вӗрентекен тӑрӑшать. Пӗлӳ пухма Ҫатракасси, Вӑрманкас, Лапсар, Ассакасси, Чӑркаш, Хӗрлӗ Ҫыр ачисем ҫӳреҫҫӗ. Вӗренме кунта кирли пӗтӗмпех пур — вулавӑш та, спорт пӳлӗмӗ те, футболла выламалли лаптӑк та. Компьютерлӑ классемех — иккӗ! Шкул уйрӑмах спорт ҫитӗнӗвӗсемпе палӑрса тӑрать — вӗсен шутӗнче тӗнче шайӗнчи спорт ӑстисем те пур.

Шкулӑн тепӗр палӑрӑмлӑ вырӑнӗ — унӑн музейӗ. Ӑна 1987 (75 ҫул тултарнӑ тӗле) ҫулта Иванов Николай Иванович уҫнӑ. Вӑл шкула уҫакан Семёнов Михаил Семёнович пурӑннӑ пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Музейра пурӗ 280 ытла экспонат упранать, вӗсемпе 16 пай паллаштарать. Ӗнер те, шкулӑн 100 ҫулне уявланӑ май, ҫӗнӗ экспонатсене сахал мар парнелерӗҫ.

Тӑван шкулӑм, тавтапуҫ сана! Ӗмӗр ытла тапакан пӗлӳлӗх ҫӑлкуҫӗ нихҫан та ан типтӗр! Хисеплӗ ҫынсене тата та нумайрах вӗрентсе ӳстӗрмелле пултӑр!

Сӑнсем (248)

#Шупашкар районӗ, #юбилейсем, #Ҫатракасси, #Лапсар, #Чӑркаш, #Ассакасси, #Хӗрлӗ Ҫыр, #Вӑрманкас, #шкулсем, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем