Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче тепӗр авари пулнӑ. Хальхинче — «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр – Яманчӳрел» ҫул ҫинче.
Авари чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 23 сехет те 8 минутра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 17 ҫулти водитель ВАЗ-2107 руле итлеттереймен те ҫул ҫинче тухса кайса йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ, унӑн сулахай ури хуҫӑлнӑ. Кайран тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакна палӑртнӑ: руль умӗнче Тутарстан каччи ларнӑ, унӑн водитель прави пулман. Ку кӑна мар, «семерка» ҫине суя номерсем ҫыпӑҫтарнӑ.
Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ку авари тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
