Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-секретарьне Светлана Каликовӑна отставкӑна янӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министӗр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ.
Паян Чӑваш кӗнеке издательствин генеральнӑй директорӗн должноҫне палӑрмашкӑн кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗ иртнине пӗлтернӗ. Конкурса виҫӗ ҫын заявка панӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн документсене пӑхса тухсан ку пукана Светлана Каликовӑна пама сӗннӗ.
Палӑртмалла: 47 ҫулти Светлана Каликова ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗнче виҫӗ ҫул ӗҫленӗ.
Хамăр ял // 9047.2.7161
2019.01.30 00:36 | |
Вăл чăвашла пĕлет-и? | |
Agabazar // 3075.55.2235
2019.01.30 16:20 | |
Ку та каллех чăваш мар-ши? | |
Атнер // 7129.0.1168
2019.01.31 21:48 | |
Пӗлет паллах. | |
Микулай Павловски // 1523.62.1597
2019.02.04 21:35 | |
Кӗнекисем Шупашкарта выртаҫҫӗ, аякри чӑвашсем вӗсене вулаймаҫҫӗ...Кӗнекесене пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗсенче сарассине ниепле те йӗркелесе яраймарӗҫ, ун ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ те. | |
