Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2012 08:47 | 1551 хут пӑхнӑ

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Тӑван чӗлхе — наци культурин управҫи, этемлӗхӗн нумай тӗрлӗ культура пуянлӑхне сӑнарлакан аслӑ та сайра тӗл пулакан паха тупра. Вӑл хутшӑнупа воспитани хатӗрӗ ҫеҫ мар, ҫут тӗнче илемлӗхне тата унӑн тӗрлӗ енлӗхне туллин палӑртма май паракан япала та. Ӑна пула чӑваш халӑхӗн сайра йышши хӑйне евӗрлӗхӗ аваллӑхран пуҫласа паянхи кунччен тивӗҫлипе сыхланса упранать. Тӑван чӗлхе вӑл пирӗншӗн — никамран та хаклӑ аннемӗрӗн асран кайми сӑпка юррийӗ, ҫут тӗнчене пӗлме-курма пуҫланӑ май хамӑр каланӑ пӗрремӗш сӑмахсем. Ӑслӑ Вӗрентекенӗмӗр тата Ҫул пуҫӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пӗлӳлӗх сӑпки пулса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ, тӑван сӑмах паянхи шкулсенчи вӗренӳ класӗсенче, аслӑ шкулсен аудиторийӗсенче, кӗнеке-хаҫат страницисенче, театр сцени ҫинче тата телевиденипе радио эфирӗнче тивӗҫлипе янӑратӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑваш чӗлхин уявне тӑван халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тата ӑс-пурлӑх пуянлӑхне ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыракан, чӑваш чӗлхине сыхласа упрамалли майсем палӑртакан Раҫҫей Федерацийӗн чылай регионӗнче тата ытти ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑй чӗлхине хисеплекен халӑх ытти халӑх чӗлхисене те сума сума пултарасси пирки пӗртте иккӗленместӗп. Пирӗн республика тӗрлӗ наци ҫыннишӗн тӑван кил шутланать, тӗллевлӗн тытса пыракан патшалӑх политики вара халӑхсен культурисене пӗр-пӗрин ҫине ырӑ витӗм кӳме пулӑшать. Чӑваш чӗлхин кунӗ пархатарлӑ туслӑха тата тӗрлӗ халӑх ӑс-пурлӑхне чыслакан савӑнӑҫлӑ уяв пулса тӑчӗ!

Сире ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, ырлӑх, телей тата юрату сунатӑп!

Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев.

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #саламсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем