Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш танкисчӗн хӗрне Шупашкара чӗннӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.04.2019 19:31 | 2909 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Фильмри сыпӑк
Фильмри сыпӑк

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкара чӑваш танкисчӗн хӗрӗ килмелле. Кунта сӑмахӑмӑр паттӑрлӑхне фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коноваловӑн хӗрӗ пирки пырать.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Тухса калаҫакансен шутӗнче республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев та пулнӑ.

Культура министрӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри кинотеатрсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартассине пӗлтернӗ.

Фильмри тӗп сӑнар — вӑрҫӑра фашистсен нумай танкне тӗп тунӑ Семен Коновалов паттӑр танкист. Семен Коновалов чӑваш пулнине документсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Тури Услон районӗнчи Ямпулат чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ, кайран Хусана куҫса кайнӑ.

#Элтепер, #Ямпулат, #Хусан, #Тури Услон районӗ, #фильмсем, #канашлусем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1167.61.7319
2019.05.01 16:23
Agabazar
Википедире ку çын пирки "чăваш" тесе çырни тахçанах пурччĕ. Кайран "вырăс" тесе улăштарчĕç. Ĕнтĕ халĕ каллех "чăваш" темешкĕн тивет.
Agabazar // 1445.84.4832
2019.05.03 15:10
Agabazar
Награда листинче йăнăш кайма пултарнă.

Геройăн хĕрĕн ятне ма асăнман? Мĕн ятлă вăл?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем